Çулталăкра - виçĕ кĕнеке

27 Янв, 2016

Литература çулталăкĕ пичет ĕçченĕсене те хавхалану кÿчĕ. Çыравçăсем, хăйсен вăйĕпе кĕнекесем кăларма çăмăл мар пулсан та, пĕрин хыççăн тепри хайлавĕсене кун çути кăтартма пултарчĕç.

Çак йышра пирĕн ĕçтеш те, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Анатолий Тимофеев, пур. Иртнĕ çул вăл виçĕ кĕнеке пичетлеме вăй-хал çитерчĕ. Чăваш кĕнеке издательстинче самай пысăк калăпăшлă ĕçĕ - республикăра палăрма пултарнă Князевсен йăхĕн хастарлăхĕпе паттăрлăхне уçса панă «Ырă ят - хăватлă çунат» кĕнеки - пичетленчĕ, «Çĕнĕ вăхăт» типографире - «Тамăкра туптаннă юрату» /ăна автор вăрçăпа тыл ветеранĕсене, салтак ачисене халалланă/ тата Чăваш халăх артисчĕ Игнатий Молодов çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май «О театре и о себе» кăларăмсем. Çакна та асăнса хăвармалла: сцена ăсти Чăваш академи драма тата Çамрăксен театрĕсенче 40 çул ытла ĕçленĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсене тивĕçнĕ. Унăн ячĕ - Чăваш Республикипе Елчĕк районĕн Ĕçпе Паттăрлăх кĕнекисенче.

Н.ГЕОРГИЕВА.

Рубрика: