Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ

26 Янв, 2016

Чăваш Республикин парламенчĕн паян иртнĕ черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрлех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Алена Аршинова, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн конфессийĕсен пуçлăхĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисен тата массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырупа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăш-сĕнĕвне те шута илнĕ.

Çыру текстне "Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче туллин пичетленĕрен унта çĕкленĕ темăсем тавра чарăнса тăмăпăр. Паллах, ку документра республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене анлăн çутатнă. Михаил Игнатьев пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе санкцисем вăйра тăни, нефть тата валюта рынокĕсенче лару-тăру кăткăсланни регионсен экономикине витĕм кÿнине, "импорта хамăрăн таварпа улăштарассин, бюджетсен шайлашулăхĕн, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин, граждансене социаллă пулăшу парассин, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ тытăмĕсен аталанăвĕн тата модернизацийĕн ыйтăвĕсене татса парасси" республикăшăн тĕп вырăнта тесе палăртрĕ.

Пухăннисем Çырăва хапăлласа йышăнни вĕсем çине-çинех алă çупнинчен /ятарласа шутларăмăр та - пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах/ аван сисĕнчĕ. Çырăвăн телеверсине кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче "Россия 1" телеканалăн регион эфирĕнче "События недели" программăра 10 сехет те 20 минутра пăхма пулать.