Старейшинăсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ

22 Янв, 2016

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР финанс, çавăн пекех экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕсем Светлана Енилинăпа Владимир Аврелькин хутшăнчĕç.

Канаш председателĕ Лев Кураков кун йĕркипе паллаштарчĕ, çак органăн тĕп тĕллевĕсем çинчен кĕскен аса илтерчĕ. Ларăва хутшăннă икĕ министр Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне тата тупăшĕсене ÿстермелли мерăсем çинчен каласа кăтартрĕ, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Канаш членĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çырăва хăйсем кĕртме сĕнекен самантсене те сÿтсе яврĕç. Малашне мĕнле ĕçлесси пирки калаçса татăлчĕç, çитес ларусенче хăш темăсене хускатмаллине тишкерчĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА