Качака ăрачĕ тата тухăçлăхĕ
Тухăçлăх тĕлĕшĕнчен качака ăратне тăватă ушкăна уйăраççĕ: çăмламас, мамăкли, сĕтли тата вырăнта хутăшса кайни е пĕр вăхăтрах çăм, мамăк тата сĕт параканни.
Çăмламас качакаран çурма çÿхе мохер çăмĕ касса илеççĕ. Кун пеккисем ангор йăхĕнче анлă сарăлнă. Çак ăрата тĕнчери мĕнпур çĕршыврах ĕрчетеççĕ. Вĕсен çăмĕ - 20-25 см тăршшĕ, йăлтăртатать тата яка, пысăк пахалăхлă. Таса ăратлă ангор качаки 2-3 кг çăм, 40 кг яхăн аш парать.
Раççейре çăмламас ăрата ангор йăхне вырăнти качакапа пĕтĕлентерсе кăларнă. Вăл кирек мĕнле условие те хăвăрт хăнăхать, такаран вăтамран 3,2-4,7 кг çăм касаççĕ, качакаран - 1,6-2 кг. Чи тухăçли 6,5 кг çăм парать, унăн вăрăмăшĕ - 20-30 см. Така чĕрĕ виçи - 55-60 кг, качака - 40 кг. Ку ăрат йышлă путекпе савăнтарать, 25 проценчĕ икĕ путек тăвать. Вĕсене ĕмĕртнĕ вăхăтра 5 уйăхра 150 кг сĕт антарать.
Мамăк качака çăмламассинчен кăшт пысăкрах. Вăл паракан тĕп чĕр тавар - питĕ çÿхе те черчен мамăк. Унăн тирĕнчен сăхман, çавăн йышши ытти япала хатĕрлеме пулать. Çулталăкра 150-250 кг сĕт парать. Ку ушкăнри качакасенчен Оренбург ăрачĕ анлă сарăлнă. Така 70-110 кг таран таять, качака - 40-45 килограмран пуçласа 65-е çити. Пĕрре каснă чух выльăхран 250-350 г мамăк илеççĕ, тухăçлинчен - ытларах та. Ăрат йышлă ĕрчет.
Сĕтлисенчен "зааненская" ăрат палăрса тăрать. Унăн тăван çĕршывĕ - Швейцари. Ку качакасем тĕнчере чи пысăккисем шутланаççĕ, вăтамран 50-60 кг /тепĕр чух 90 таранах/ таяççĕ. Шурă тĕслĕ, тухăçлă ĕрчеççĕ /100 качака пуçне 180-250 путек тухать/. Пăранланă хыççăн 800-1200 кг сĕт антарать. Сĕтри çу шайĕ - 3,8-4,5 процент. Сĕтри типĕ япаласем - 13 процент, казеин - 2,62, альбумин - 0,48, сĕт сахăрĕ - 4,17 процент. Ку ушкăнри "горьковская" ăрат пĕчĕкрех, качакасем 45-50 кг таяççĕ, вăтамран 500-600 кг /чи нумаййи - 1200 кг/ сĕт антараççĕ.
Вырăнти качака нимĕнле ăрат шутне те кĕмест, халăх пĕтĕлентернĕ сĕтлĕ выльăх шутланать. Раççейре уйрăмах çакăн пекки ытларах. Качака 42-45 килограмлă /пысăкки 50 кг/, така - 50-60 кг. Сĕт тухăçлăхĕ 450-550 килогрампа танлашать, хăш-пĕр качака 1000-1200 килограмм таранах антарать. Сĕтри çу виçи - 4,2-5,2 процент.
Комментировать