Виççĕн вилнĕ, иккĕн аманнă

22 Янв, 2016

Хăрушă инкек виçĕмкун каçхине 17 сехет те 45 минут тĕлнелле Канаш районĕнче пулнă. Çĕнĕ Вăрăмпуç ялĕ çывăхĕнче харăсах тăватă автомобиль аварие лекнĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - Канаш еннелле каякан ВАЗ-2107 водителĕ автомобиле "пăхăнтарайман", çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă. Груз турттаракан йывăр МАЗпа тăрăннă. Унтан çăмăл машина унпа пĕр еннеллех каякан "Тойота Королла" тата "Хендай Солярис" автомобильсемпе çапăннă.

"Хендай" водителĕ, 19 çултискер, тата унăн пассажирĕ,18 çулти хĕр, суранланнă: пуçне амантнă, пуç мимине чĕтретнĕ - вĕсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук. ВАЗра пулнă çынсем вара виççĕшĕ те çавăнтах вилнĕ. Руль умĕнче Шупашкар районĕнче пурăнакан 30 çулти арçын ларнă, пĕрлех - 22-ри хĕр, вăл Канашран. Вилнĕ тепĕр пассажир камне тÿрех палăртма та май килмен.

Н.КОНОВАЛОВ.

Рубрика: