Пĕчĕк шалу юр тасатма та чăрмантарать

19 Янв, 2016

«Юр - нумайрах та нумайрах, хĕл - илемлĕрех те илемлĕрех», - тунтикунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак сăмахсенчен пуçларĕ те - чи малтанах çулсене, ял-хула урамĕсемпе картишсене юртан тасатас ыйтăва тишкерчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен тивĕçлĕ тытăмсем эрне хушшинче республика çине иккĕмĕш хут йăтăнса аннă юра тасатас енĕпе аван ĕçлеççĕ. Çапах тĕп хулара, Алексей Ладыков мэр палăртнă тăрăх, ятарлă техника çитмест: тата 30 единица кирлĕ - 100 млн тенкĕлĕх. Аслă çулсене тасатса ĕлкĕреççĕ-ха, анчах картишсенче, улахрах ытти вырăнта çивĕчлĕх пур. Юр тасатакансем çитмеççĕ, тата 400 çын кирлĕ-мĕн. Пысăк мар шалуллă çак ĕçе çынсем кÿлĕнесшĕнех мар. Çийĕнчен картишсене техникăпа усă курса тасатмашкăн çав лаптăксене уйрăм çынсен автомобилĕсем йышăнни чăрмантарать. Çав вăхăтрах гараж кооперативĕсен 30: пушă иккен. «Тракторист ювелир пек ĕçлесен те машинăсен хушшинче пурпĕр юр юлать», - пăшăрханса каларĕ Алексей Олегович. Дворниксем çитменнине илес-тĕк, унăн шучĕпе, «вĕсен шалăвне пысăклатмашкăн хваттерсен хуçисем тÿлекен тарифсене ÿстермелле-тĕр».

Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов çулсемпе урамсене юртан тасатас ĕçе республикипе техникăн 450 единицине явăçтарни çинчен пĕлтерчĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал, ытти ресурс çителĕклĕ.

Экономика аталанăвĕн тата ял хуçалăх министрĕсем Владимир Аврелькинпа Сергей Артамонов промышленноçпа агропромышленноç комплексĕн 2015 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Промышленноç индексĕ, шел те, 2014 çулхинчен кăшт чакнă - 97: яхăн. Владимир Александрович электротехника, хими, апат-çимĕç отраслĕсем аван ĕçленине палăртрĕ. Предприятисене те асăнчĕ: «Элара», электроаппарат завочĕ, «Химпром», Чапаев ячĕллĕ завод, «ЭКРА»... Вĕсем продукци туса кăларассине ÿстерни çинчен каланă май юлашкинчен асăннă предприяти Украина Крыма электроэнерги парса тăма пăрахнă май çурутрава энергокĕперпе çыхăнтарма хутшăннине палăртрĕ. Иртнĕ çул промпредприятисенче 1 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Промышленноç организацийĕсенчи вăтам ĕç укçи 22 пин тенкĕ урлă каçнă.

Министр 2016 çул çăмăл пулмассине пытармарĕ. Шел те, пысăк инвестици программисем «хĕсĕнеççĕ», тĕрлĕ продукципе тивĕçтермелли контрактсен хакĕ те пĕчĕкрех. Предприятисем хăйсем те тăкаксене виçеллĕ тума тăрăшни куçкĕрет. Çапах ырă тĕслĕхсем пур. «Химпромра», сăмахран, глифосат туса кăлармалли нумай миллиард тенкĕлĕх проекта пурнăçлас ĕçе пуçăннă. Чикĕ леш енче туса кăларакан продукцие хамăрăннипе улăштарнипе çыхăннă тĕслĕхсене те асăнмалла. Канашри автоагрегат завочĕ, сăмахран, Чулхуласем кăларакан «Газель» автомобиль валли штамповка деталĕсем тума тытăннă. Унччен çак детальсене Турцирен кÿнĕ-мĕн.

Республика Пуçлăхĕ экономикăшăн яваплă министртан Чăваш Енре кăçалхи инфляци шайĕ мĕнлерех пуласси пирки ыйтрĕ. «8,5-9:», - çак хурава илтсен кулкаласа та илчĕ: «Хăвăр ĕненетĕр-и? Ун чухлĕ кăна мар, чылай ытларах пулать». Пĕлтĕр республикăра ку кăтарту 11,5: танлашнă. Михаил Васильевич иртнĕ çул пуçламăшĕнче хăй инфляци çулталăк вĕçĕнче мĕнлерех пуласси пирки тĕрĕс прогноз паракана тава тивĕçлĕ ят пама шантарнине аса илтерчĕ. Никам та тĕрĕс цифра асăнайман иккен. «Тĕрлĕ кăтарту асăнаççĕ, анчах тĕрĕс мар прогнозшăн никам та явап тытмасть...», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ. Ку сăмахсене хайхи прогнозшăн яваплисене асăрхаттарни вырăнне хумалла-ши?

Ял хуçалăхĕ вара ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Производство индексĕ виçĕм çулхи кăтартăвăн 106: шайĕнче. Сергей Артамонов нумай цифра асăнчĕ, эпир вара кĕскен кăна калар: çăмартасăр пуçне ял хуçалăхĕн тĕп мĕнпур продукцийĕн производстви хушăннă. Çак ÿсĕме ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тивĕçтернĕ. Çав вăхăтрах уйрăм çынсем туса илекен аш-какайпа сĕт калăпăшĕ чакни сисчĕвлентерет. Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсем чикĕ леш енне те чылай продукци ăсатнă - 6 млн долларлăх. «Акашевская» фабрика, сăмахран, Араб Эмирачĕсене кайăк-кĕшĕк ашĕпе тивĕçтерет. «Юрма» вара кĕçех Китая аш-какай ăсатма пуçлать. Ытти тĕслĕх те пур.

АПКри уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 14433 тенкĕпе танлашнă - çулталăк каяллахинчен 13: яхăн пысăкланнă. Михаил Игнатьева çак виçе тивĕçтермерĕ. Чăн та, ял хуçалăхĕнчи шалу ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ ытти сферăринчен /республикăри вăтам ĕç укçин ÿсĕмĕ пĕлтĕр 2,4: кăна пулнă/ чылай пысăкраххине палăртрĕ те - АПКшăн яваплă ведомство ертÿçисене ÿпкелес-сивлес кăмăлĕ сисĕнмерĕ.

Михаил Васильевич çуркунне çывхарнă май халăха кайăк-кĕшĕк чĕпписемпе çителĕклĕ тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. «Халăха сутма 2,5 млн чĕп кирлĕ - ку енĕпе çивĕчлĕх пулмĕ», - шантарчĕ министр. Унтан республика ертÿçи Шупашкарти хупăнасси çинчен пĕлтернĕ сĕт завочĕпе кăсăкланчĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хупăнать иккен. «Тĕнче шайĕнчи паллă «Данон» компани пире Çĕнĕ çул тĕлне çавăн пек «парне» туса пачĕ...» - кăмăлсăрланчĕ Михаил Игнатьев. Çавна май халĕччен продукцие çак завода ăсатнă хуçалăхсемпе предприятисемшĕн чăрмав пулмалла марри пирки каларĕ - министерствăн ку енĕпе ĕçлемелле.

Информполитика министрĕ Александр Иванов Чăваш Республикине питĕ тĕрĕс позицилекен тытăм çинчен каласа пачĕ. Унпа мĕнпур сферăра усă курма меллĕ - çулсем тăвасси таранах. Александр Степанович çак тытăм пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тунă чух усăллă пуласси пирки те иккĕленмест - РЖД усă куратех-тĕр. Паллах, укçалла. Анчах министерствăн хăйĕн унашкал пулăшу ĕçĕсем кÿме юрамасть, çавăнпа та информаци технологийĕсен центрне йĕркелесшĕн. Çĕнĕ тытăм туса хурас шухăш вара Михаил Игнатьева килĕшсех каймарĕ: пирĕн кунашкал тивĕçе пурнăçлакансем пур вĕт - мĕншĕн вĕсене шанса парас мар? Центр валли самай пысăк укçа кирлĕ иккен - темиçе миллион тенкĕ. Хăй тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿрет-тĕк мĕншĕн бюджетăн тăкакланмалла? - каллех ыйту...

Канашлу вĕçĕнче шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев çак кунсенче хăй Çурçĕр Кавказа кайса килни, Чăваш Ен полицийĕн Чечняри командировкăри сотрудникĕсемпе курнăçни çинчен пĕлтерчĕ: «Вĕсен унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ». Вырсарникун çил-тăвăла пула Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнмалли çуртсемпе ытти об±екта электричество пама пăрахнă тĕслĕхсем пулнă. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров энергетиксем авари сăлтавĕсене хăвăрт сирсе яни çинчен каларĕ. Аэропорт пирки те сăмах пулчĕ: юртан тасатмалли лаптăк пысăк, çапах администраци енчен пулăшнă та - самолета йĕркеллех йышăннă. Шупашкарăн сывлăш порчĕн ертÿçин ĕçĕ тивĕçтерменни пирки Михаил Игнатьев унччен те сăмах пуçарнăччĕ-ха, ку ыйтăва хальхинче каллех çĕклерĕ: «Унта директор пур вĕт, вăл яваплă! Е транспорт министрĕ чупса çÿрет, е... Директор вара мĕн тума? Пĕтĕмпех ыттисен шучĕпе йĕркелесшĕн. Унта 200 çын ĕçлет! Ĕçе йĕркелеймест-тĕк - ĕçрен хăтармалла!»

Çапах канашлу кăмăллă хыпарпа вĕçленчĕ. Спорт министрĕ Сергей Шелтуков пирĕн ентеше Татьяна Семеновăна Раççейĕн пĕрлештернĕ биатлон командин йышне кĕртни çинчен каласа савăнтарчĕ. Вăл Шупашкар районĕнчен - ăна Михаил Игнатьев та лайăх пĕлет-мĕн: «Раççейĕн пĕрлештернĕ биатлон командинче пирĕн ентеш халĕччен пулман», - терĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче сумлă шайра пирĕн Татьяна Моисеева, Лилия Ефремова ăмăртнине вара канашлура темшĕн аса илмерĕç...

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: 
Теги: