Пичет ĕçченcсен уявĕ

19 Янв, 2016

Иртнĕ вырсарникун Чăваш пичечĕн кунне паллă турăмăр. Пĕлес килет: çак уява хăçан никĕсленĕ? Çавăн пекех Раççей пичечĕн кунĕн историйĕ те кăсăклантарать.

А.ТЕРЕНТЬЕВА.

Вăрнар районĕ.

Çулсерен журналистсем, полиграфистсем, пичет продукцине салатакансем, хаçат-журнал вулакансем кăрлачăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Чăваш пичечĕн кунне паллă тăваççĕ. Пĕрремĕш хут уяв 2000 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртнĕ.

Çак уява çирĕплетекен саккуна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров кăрлачăн 10-мĕшĕнче алă пуснă. Уйăхăн виççĕмĕш вырсарникунне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ăнсăртран суйласа илмен. 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Хусанта чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Хаçата Хусан университечĕн профессорĕ Н.В.Никольский никĕсленĕ, вăлах редакторĕ пулнă. Совет саманинче хаçат «Коммунизм ялавĕ» ятпа тухса тăнă. 1991 çулхи çурла уйăхĕнче пирвайхи ятне - «Хыпар» - тавăрнă. Авалхи чăваш хаçачĕ кăçал 110 çул тултарать.

Кăрлачăн 13-мĕшĕ - Раççей пичечĕн кунĕ. Çак кун 1703 çулта I Петĕр патша хушăвĕпе "Ведомости" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ. Хаçат е Мускавра, е Питĕрте тухса тăнă, унăн çирĕпленнĕ ячĕ те пулман.

1917 çул хыççăн çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет пичечĕн кунне паллă тума пуçланă. Çак куна та ăнсăртран суйласа илмен. Вăл Совет Союзĕн тĕп хаçачĕ "Правда” пĕрремĕш хут кун çути курнипе - 1912 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче - çыхăннă.

1992 çулта РФ Президенчĕн указĕпе Раççей пичечĕн кунне малтанхи пек кăрлачăн 13-мĕшĕнче паллă тума пуçланă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.