Аист вĕçсе килчĕ...
Çак тĕнчене çĕнĕ чун килни яланах асамлăхпа çыхăннă. Анчах та физиологи енчен пăхсан çĕр-çĕр çул хушшинче те нимĕн те улшăнман темелле - ĕмĕрсен тăршшĕпех пĕр çулпа çуралать ача. Вăт унăн амăшне пулăшас меслетсем вара çĕнелсех-улшăнсах пыраççĕ. Акушерство малаллах аталанать.
Пирĕншĕн паян ачана месерле выртса çуратни йĕркеллĕ, хăнăхнă пулăм пек туйăнать. Анчах нумаях пулмасть кăна-ха çакна модăна пăхăнса кăна пурнăçланă вĕт - ку меслете акушерствăна "хĕвел-король" XIV Людовик кĕртнĕ. Францире ун чухне пĕтĕм Европăри пекех çăмăлланнă хĕрарăмсем - ятарлă кресло çине ларса. Ун тĕпĕнче вара ачана тухса ÿкмешкĕн шăтăк пулнă. Акушерка çав вăхăтра е лутра сак çинче ларса тытнă пепкене е чĕркуççи çинче. Тата мĕн вăхăт асаплантарĕччĕç-ши медицина çак ĕçченне? Пĕррехинче Людовик хăйĕн еркĕнĕ епле çуратнине сăнама кăмăлĕ пуррине пĕлтернĕ. Анчах та король вĕт-ха вăл - епле чĕркуçленсе тăтăр? Çапла вара хĕрарăма çурăм çине вырттарса çăмăллантарма шухăшланă. Çакăн хыççăн Франци чаплă çыннисем корольрен тĕслĕх илнĕ, вĕсен хĕрарăмĕсем те çурăм çине выртса çуратма пуçланă.
Ку пуçарăва тухтăрсем те ырласа йышăннă. Çурăм çинче выртакан хĕрарăм тĕлĕшпе ĕçлеме вĕсене çăмăлрах пулнă. Кун пек меслет физиологи енчен питех меллĕ пулманни, ача çуралас вăхăт ÿсни вĕсене пачах та пăшăрхантарман. Виçĕ ĕмĕр Франци акушерстви Европăра мода тытса пынă. XX ĕмĕр вĕçнелле кăна малтанхи меслет патнех каялла таврăннă вĕсем - вертикальлĕ çурату пепкешĕн те, хĕрарăмшăн та меллĕрех.
Сăмах май, çак мелпех - тăрса, чĕркуçленсе е ятарлă пукан çине ларса ытти çĕршыв хĕрарăмĕсем те çуратнă: Инди, Ази, Америка... Европа колонизаторĕсем вĕсем патне çитиччен.
Асамлă курăксем
Пирĕн мăн-мăн-мăн асанне-кукамай, паллах, çурăм шăмминчен укол туса ыратнине ирттересси пирки шухăшлама та пултарайман. Çапах та хĕрарăм асапне чакармалли меслетсене лайăх пĕлнĕ вĕсем. Авал, сăмахран, çак тĕллевпе ырă шăршăллă курăксемпе усă курнă, унсăр пуçне - ритуал юрри-ташшипе те. Сăмах май, çав юрăсемпе пулас ача амăшĕсене куç пăвнă пекех усă курнă. Çавна май ыратнине чăнласах туйман хĕрарăм. Унсăр пуçне вăл юрра пулах кирлĕ пек сывлама пултарнă - ку та çăмăлланма пулăшнă.
Ĕлĕкрех курăксемпе усă курсах хĕрарăма хырăм та пăрахтарнă, çăмăлланнă хыççăн юн кайнине те чарнă. Ку кăна та мар-ха, çие юлнипе-юлманнине тĕрĕслемелле... тест пек те усă курнă вĕсемпе! Авалхи Египетра нумаях пулмасть çуратнă хĕрарăмăн кăкăр сĕтне ятарлă курăкăн сĕткенĕпе хутăштарнă та çие юлни пирки иккĕленекеннине ĕçтернĕ. Хĕрĕх чĕрнеллĕ хĕрарăмăн ăш-чикĕ çак хутăшран чăтма çук хытă пăтраннă.
Авалхи операцисем
Ачана операци туса /кесарево сечение/ пĕрремĕш хут XVII ĕмĕрте касса илнĕ тесе шухăшлаççĕ. Анчах та археологсем тупнă япаласем тата Африкăра пурăннă йăхсене тĕпчени ку операцие чылай малтан пурнăçлама пуçланине çирĕплетеççĕ. Ăнăçлă тата.
Авалхи Грецире акушеркăсем хырăм пăрахтарма та пĕлнĕ. Эллинсемшĕн çакă çылăх шутланман - вĕсем варта тин кăна тĕвĕленнĕ пепкене чун кĕрсе ĕлкĕрейменнине ĕненнĕ. Грексен пулас ача хĕр е ывăл иккенне тĕрĕслемелли меслечĕсем те пулнă - ача кĕтекен хĕрарăмăн кăкăр пуçĕ кăнтарса тăрать тĕк арçын ача пулмалла, аялалла усăннă пулсан - пикене кĕтмелле.
Акушерство вăрттăнлăхĕсем пĕр эпи карчăккинчен теприне куçнă. Вĕсем, сăмахран, ачана хăвăртрах тухма пулăшма пултарнă. Варта мелсĕррĕн выртакан пепкене çавăрма та пĕлнĕ вĕсем - кун пек чухне çуратма питех те йывăр-çке. Ку меслете Авалхи Инди эпи карчăккисемех пĕлнĕ. XVI ĕмĕртех акушер хĕскĕчне те шутласа кăларнă. Вĕсемпе XX ĕмĕр вĕçленичченех усă курнă /хăш-пĕр çĕрте халĕ те пăрахăçа кăларман/. Телее, цивилизаци çĕршывĕсенче халĕ вĕсемпе усă курма чарнă. Сăлтавĕ те пур - çав хĕскĕчпе ачана çăмăллăнах амантма пулать. Халĕ, акушерство хирургийĕ аталаннă май, паллах урăхларах меслетсем анлă сарăлнă.
Руç
Пирĕн çĕршывра çак ĕç вăрттăнлăх чаршавĕпе хупланнă. Йăли-йĕрки те нумай пулнă. Калăпăр, çăмăлланма хатĕрленнĕ хĕрарăмăн çивĕтне сапаланă, унăн тумтирĕ çинчи пур тĕвве те салтнă. Çапла майпа ăс-тăн шайĕнче хĕрарăма çăмăлланма пулăшнă. Пилĕкрен касма пуçланă самантра кун пек хĕрарăмăн килĕнчи пур арчана та уçнă, çанталăк ăшă пулсан - пур чÿречепе алăка та.
Ача çуралнă самантра пулас ашшĕ те çав вырăнта пулни - пирĕн вăхăтри мода мар. Авалах вăй илнĕ ку йăла. Арçын эпи карчăккине пулăшнă, арăмне тĕкĕлесе тытса тăнă, шыв ĕçтернĕ, кирлĕ тĕк чĕркуççипе ятарлă вырăнтан тĕревлесе ыратнине ирттерме те пулăшнă. Паллах, капла тума ăна карчăк вĕрентнĕ. Хăш-пĕр çĕрте арçын çак процеса тата хастартарах хутшăннă - унăн арăмĕпе пĕрлех йынăшмалла, ахлатмалла пулнă.
Эпи карчăккисен ĕçне I Петĕр йĕркене кĕртме тăрăшнă. Вăлах сăнсăр е сусăр çуралнă ачасене вĕлерме чарнă - унччен маларах çакă йĕркеллĕ пулăм шутланнă. Авалхи Спартăра та вăйра пулнă çакă.
Çие юлнипе тата ача çуралнипе çыхăннă авалхи хăш-пĕр йăла-йĕрке пирĕн кунчченех упранса юлнă. Сăмахран, ун пек хĕрарăмăн çыхма юрамасть - çакă ача кăвапапа пăвăнасран упрать имĕш. Пирĕнтен нумайăшĕ паян та ача çут тĕнчене килмесĕр ун валли япала туянма васкамасть-ха. Паллах, ку обћективлă нимĕнле сăлтавпа та çыхăнман. Калăпăр, Европа чиперукĕсем ача кĕтнĕ чух шăпах çыхма юратаççĕ - ку ĕç нерв тытăмне лăплантарни, хитре япала кăмăла çĕклени пуриншĕн те паллă. Çав вăхăтрах Европăра варти ача кăвапапа çыхланса пăвăнасси анлă сарăлман. Тепĕр тесен, ĕненмелле-и сăнавсене е çук-и, çакна кашни хăй татса парать. Чи кирли, варти ача 9 уйăх тăршшĕпех хăйне лайăх туйтăр тесе ăна лăпкăн, çав вăхăтрах савăнăçпа кĕтсе илме хатĕрленмелле.
- СĂНАВСЕМ
Ача сывă та йĕркеллĕ çуралтăр тесе амăшĕ темĕн тума та хатĕр. Çав сăлтавпах, паллах, аваллăхран сыхланса паянччен упраннă йăла-йĕркене те пăхăнать хĕрарăм. Халĕ медицина çĕнĕ йышши темĕн тĕрлĕ оборудованипе усă курать пулсан та асанне-кукамай вăхăтĕнчи сăнавсене те шута илет. Тĕп вырăнта ача сывлăхĕ, паллах, анчах çав вăхăтрах хĕр е ывăл пуласси те кăсăклантарать пулас амăшне. Мĕнлерех сăнавсене шута илнĕ-ха ваттисем?
- Арçын тăвăр йĕмпе çÿреме кăмăллать тĕк ывăл çуралать, шăлпар труççи кăмăллакансем ытларах чухне хĕр кĕтсе илеççĕ.
- Шĕвĕр хырăм ывăл çураласса систерет, çавраки - хĕр.
- Амăшĕн пылак çиес килсен хĕр кĕтни вырăнлăрах, хĕрарăма çăмарта, сыр е какай енне туртсан - ывăл.
- Кăкăр пуçĕ хурални - хĕр çураласса, çутални - ывăл.
- Пулас ача амăшĕн хырăмĕ çинче çăм ытларах ÿсме пуçлани çемьере ывăл хушăнассипе çыхăннă.
- Хĕрарăмăн чĕре таппин хăвăртлăхĕ чакни - ывăла, пачах тепĕр май, хăвăртлăх ÿсни - хĕре.
- Çие юлнă хыççăнах кăмăл пăтранмасан та ывăл çуралма пултарать.
- Хĕр амăшĕн илемне вăрлать - хĕрарăмăн сăн-пичĕ улшăнать, пăнчăсемпе витĕнет.
- Чăн та, православи чиркĕвĕ кам çуралассине те пĕлме чарать хĕрарăма. Ку хырăм пăрахнă пекех çылăх шутланать.
- АЧА КĔТЕКЕН ХĔРАРĂМĂН МĔН ТУМАЛЛА МАР?
- Алăк сулли çинче ларма тата пĕрене урлă каçса çÿреме юрамасть.
Алăк сулли мĕн авалтанах икĕ тĕнче чикки шутланнă. Алăк леш енчи пепкене пирĕшти сыхлаймасть имĕш. Çак сăнава ăнлантарма пулать. Алăк сулли çинче ларнă чухне çурăм шăммине пушшех йывăр килет. Унсăр пуçне витĕр вĕрекен çил хĕрарăм организмне начар витĕм кÿме пултарать. Пĕрене урлă ярса пусма мĕншĕн чарни капла та ăнланмалла-тăр: çÿллĕ япаларан такăнса ÿкме те пултарать хĕрарăм.
- Пулас ача амăшĕн кушака ачашлама юрамасть - пепкене пурнăç çулĕ çинче чее тăшмансем кĕтсе тăрĕç.
Тăшманĕсем, чăн та, пулма пултараççĕ, анчах та вĕсен ячĕ те пур - токсоплазмоз. Вăл нерв тытăмне начар витĕм кÿрет. Хĕрарăм çакна хăй сисмессе те пултарать, анчах та юн урлă ачана куçать. Çак чире шăпах кушак парнелеме пултарать. Ачаш чĕрчуна питех те кăмăллакан хĕрарăмăн ку чире анализ тутарса тĕрĕслесен аванрах.
- Ача кĕтекен хĕрарăмăн урисене авса ларма юрамасть - пепки кукăр ураллă пулать.
Урана хĕреслĕ явса ларманни пуриншĕн те лайăх - кун пек чухне юн тымарĕсем хĕсĕнеççĕ, юн çÿресси начарланать.
- Кун пек тапхăрта çÿçе кастармасан аванрах.
Авал вăрăм çÿç хĕрарăма сивĕрен сыхланă, çавăнпа ăна кастарма юратман - ку сывлăха та начар витĕм кÿнĕ-çке. Паян парикмахерскине кайса çÿçе илемлĕ кастарнинче нимĕн хăрушши те çук - тирпейлĕ çÿренине мĕн çиттĕр?
- ÇИЕ ЮЛМАСАН...
Анчах хăшĕ-пĕрин урăхларах кăткăслăх - ачасăр çемьесен йышĕ ÿссех пырать.
- Кун пек чухне ача кĕтекен хĕрарăмсемпе тăтăшрах хутшăнма сĕнеççĕ - вĕсен энергийĕ ыттисене куçма пултарать. Çавăн пекех пысăк хырăма алăпа пĕр вăхăт перĕнсе тăни çие юлас шанăçа темиçе хут та ÿстерме пултарать теççĕ.
- Ача кĕтекен хĕрарăм ларнă пукан çине вырнаçни, вăл тытнă куркаран ĕçни, унăн тумтирне тăхăнса пăхни те ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшнине калаççĕ.
- "Фикус тата пепке” программăна та пуçрах тытма сĕнеççĕ. Ача пирки ĕмĕтленекен çамрăк мăшăрăн çывăрмалли пÿлĕмĕнче фикус пулмалла. Асамлă çак ÿсен-тăран çие хăварма пулăшнине ĕненеççĕ.
- Урамри йытă е кушак çурине киле илсе кĕни те палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшать-мĕн. Енчен те вĕсем хăйсемех сирĕн алăк патне пырса сăтăрăнса ачашланма пуçласан - кĕтмен çĕртен çие юласса.
- ПАЛЛĂСЕМ
Калăпăр, ĕмĕт пурнăçланнă пек туйăнать. Çакна систерекен паллăсем пур-и тата? Паллах.
- Çие юлнă хĕрарăмăн савăшас туртăм темиçе хут вăйлăрах.
- Малтан аса та илмен апат-çимĕç енне туртăнать вăл.
lШăршă туясси те вăйланать унăн. Апла тăк, духи е одеколон маркине таçтан аякран уйăрма пуçларăр тăк пĕлĕр, тем пулса иртет сирĕн организмра...
- ТĔРĔСЛЕВСЕМ
Ирсерен ăш пăтранма, пуç çаврăнма тытăнсан вара пĕлĕр - çав "темĕн” ячĕ те пур: эсир кĕçех амăшĕ пулатăр! Çаплах иккĕленетĕр-и? Апла тăк ирхи шăка темиçе тумлам йод ярăр. Йăлтах ирĕлсе кайрĕ-и? Апла текех ан иккĕленĕр. Эсир чăнласах ача кĕтетĕр.
Комментировать