Спецназ шÿтлемест...

14 Янв, 2016

Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн ятарлă тĕллевлĕ отрядне 1991 çултах йĕркеленĕ. Малтан вăл Шупашкарти 1-мĕш СИЗОра вырнаçнă, унтан - юсанмалли 1-мĕш колонире. Подразделени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăр - тăлăх ача пек. Халĕ вара унăн хăйĕн килĕ пур.

Кăрлачăн 14-мĕшĕнчен отряд хăйĕн çĕнĕ дислокаци вырăнне официаллă майпа куçнă. Çак ятпа саламлама кĕçнерникун тĕп хулари Гремячево тăкăрлăкĕ, 16 адреспа сумлă хăнасем пухăнчĕç. Çав шутра - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та.

ФСИН управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота 42 çынран тăракан подразделени сотрудникĕсен умĕнче сăмах каланă май управлени вĕсен умĕнче парăмлă пулнине палăртрĕ. Чăнах та, ĕçĕ мĕнешкел яваплă, анчах отрядăн служба тивĕçĕсене пурнăçламалли, тренировкăсем ирттермелли ятарлă вырăн пулман. Акă мĕншĕн çак куна вăл историе кĕрсе юлмаллискер тесех хакларĕ. Яваплăх тенĕрен - çак отряд юсанмалли учрежденисенче ристансем пăлхав-мĕн пуçарас пулсан вĕсене "лăплантарма" кирлĕ. Айăпланнисем колонисенче "влаçа пăхăнман" тĕслĕхсем вара пайтах. Чăваш Енри ИКсенче унашкалли пулман-ха, анчах иртнĕ çул хăрушлăх пысăккине куçкĕрет кăтартрĕ. Александр Леонидович пĕлтĕр Пушкăртстанри, Воронежри, Чулхулари колонисенче пысăк пăлхавсем пулнине аса илтерчĕ. Çынсем те вилнĕ. Акă мĕншĕн сыхлăх кирлĕ.

Ку çеç те мар. Ятарлă тĕллевлĕ отряд Çурçĕр Кавказра кăна 15 хут командировкăсенче пулнă. Тăватă теçетке ытла çынран кашниех Правительство тата ведомство наградисене тивĕçнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ управлени пуçлăхĕ вĕсемпе мухтаннине пусăм тусах палăртрĕ. Сăмах май, вĕсем пурте - офицерсем, çар тивĕçне пурнăçланăскерсем. Çавăнпа та лайăх условисене чăннипех тивĕç.

Кунта администраци çурчĕ те, служба пÿлĕмĕсем те - пĕтĕмпех пур. Тренировка залĕ те йĕркелесшĕн, тир та пулмалла. Унччен çакăнта çар хули пулнă - Оборона министерствин çар чаçĕ вырнаçнă. Салтаксемпе офицерсен йышĕ пысăк пулман, çавăнпах ун пирки калаçсах та кайман-тăр. Çийĕнчен - вăрттăнлăх тени. Техника - транспорт хатĕрĕсем, ытти çар пурлăхĕ вара питĕ нумай пулнă. Вăрçă сиксе тухас пулсан... Çавăн валли хатĕр тăнă.

- Территори пысăк, - терĕ сотрудниксене саламланă май республика Пуçлăхĕ, - эпир ăна, пурлăх комплексне Оборона министерствинчен 3-4 çул каяллах пире ытти тĕллев валли пама ыйтнăччĕ. Ку ыйту тинех татăлчĕ.

Управлени ертÿçисен кунта аталанмалли майсем пысăккине кура регионсен шайĕнчи хатĕрленÿ центрне йĕркелес шухăш та пур. Халĕ тивĕçлĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ - йĕри-тавра хăтлă та тирпейлĕ. Хăнасене отряд йышăннă об<ектсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Гаражсем, КПП, ытти... Икĕ хутлă администраци çуртĕнче хĕçпăшал, амуници валли уйрăм пÿлĕмсем те тупăннă. Михаил Васильевич, авă, сотрудниксем тăхăнакан бронежилета тытсах пăхрĕ. 9 килограмм таять иккен, 100 метртан персен те ăна АК автомат пульли шăтараймасть.

Спецназовецсемшĕн çакнашкал хÿтлĕх кирлине вара А.Роботон сăмахĕсем те çирĕплетеççĕ. Чăваш Енри юсанмалли 11 учрежденире хупса усракансен йышĕ паян 6 пин çын патнелле. Вĕсенчен 1531-шĕ - çын вĕлернĕшĕн айăпланнисем. Вĕсемпе ĕçлесси - ача вăййи мар. Колонисенчен пĕринче саккунлă вăрă та пур - 79-мĕш çултах коронациленĕ Гоганадзе "авторитет". "Пысăк çак йыша тăрантармалла, вĕсем йĕркелĕхе уяссине тивĕçтермелле, каçхине çывăрма вырттармалла, ирхине вăратса ĕçе илсе тухмалла - ансат ĕç мар", - тет Александр Леонидович.

Вăл çĕршыв Президенчĕ "ристансен патшалăх ĕнси çинче лармалла мар" тенине аса илтерчĕ. Чăваш Енри колонисенчи контингентăн 60: ĕçлет, 40: вара, чăнах та, "патшалăх ĕнси" çинче. Эппин, вĕсем хăйсем йĕплĕ карта леш енче пурăннăшăн, апатшăн, ыттишĕн тÿлемеççĕ. Апла пулмалла мар. Чăн та, Чăваш Енри кăтартусем япăх тееймĕн. Хăш-пĕр регионта колонисем çулталăкра пĕтĕмпе те 30-50 млн тенкĕ кăна ĕçлесе илеççĕ, контингентăн 22: кăна ĕçе явăçтаракан регион та пур. Пирĕн республикăри юсанмалли учрежденисем вара пĕлтĕр 823 млн тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Ристансене ĕçпе тивĕçтересси çăмăл маррине пăхмасăр кăçал ку виçене 900 млн тенке çитересшĕн.

...Автоматсенчен пени илтĕнсе кайрĕ - ятарлă тĕллевлĕ отряд хăнасене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарать. Сценарипе килĕшÿллĕн ристансем заложнике ярса илнĕ, машинăпа колони территорийĕнчен тарма тăнă. Бронемашина унăн çулне пÿлчĕ, ятарлă отряд сотрудникĕсем преступниксене самантрах сиенсĕрлетрĕç.

Е тата - массăллă пăлхава пĕтернипе çыхăннă операци. Ристансен пысăк ушкăнĕ пăлхав çĕкленĕ. Акă отряд килсе çитрĕ. Пăлхавçăсене çавăрса илсе икĕ ушкăна уйăрчĕç, патакпа-мĕнпе хĕçпăшалланăскерсене пĕрин хыççăн теприне ушкăнран сĕтĕрсе илеççĕ те - аллисене хыçалалла çавăрса хурса автомобиль фургонне ăсатаççĕ. 10 минут иртрĕ-и - йĕркесĕрлĕх пуçаруçисене пурне те пăркăчларĕç.

Унтан алă вĕççĕн тытăçмалли ăсталăхне кăтартрĕç. Питĕ меллĕ тытăçаççĕ - ристансене кăна мар, никама та вĕсемпе урлă пулма сунмăттăм. "Маттур!" - спецназ пултарулăхне курса тĕлĕннине пĕтĕмлетрĕç хăнасем.

 

Рубрика: 

Новости по теме