Çемье никĕсĕ - килĕшÿре

14 Янв, 2016

Хускану этем организмĕшĕн питĕ кирлĕ иккенне пурте ăнланатпăр, анчах пĕлÿпе ĕçе йĕркелесси хушшинче çав тери пысăк «çул» иккен. Ял хуçалăхĕнче, кил-тĕрĕшре ĕçлекен ахаль те хусканмасăр, диван çинче выртса пурăнмасть-ха. Ку лайăх тейĕпĕр. Анчах нумай чухне ĕçшĕн тăрăшнисĕр пуçне хамăршăн питех тăрăшма ерçÿ тупаймастпăр.

Этем пуç мимийĕ, уйрăмах шалти ăс-тăн, туйăмсем эпир мĕн илтнипе мар, мĕнле лару-тăрура ÿснине, мĕн курнине, мĕнле хаклăха ашшĕ-амăшĕ уянине кура аталанса çирĕпленет. Сăмахпа каласа вĕрентни е вулани этем ăс-тăнне 20: çеç витереет. Эппин, пурăнан пурнăçра тĕрлĕ лару-тăрура эпир шăпах хамăр тÿснĕ-пурăннă 80 процентпа никĕсленсе йышăну тăватпăр та.

Çамрăк ăрăва çирĕп те тĕрĕс ăс-хакăллă, сывă пурнăç йĕркине никĕслеме пулăшакан пĕчĕк çеç утăмсем кулленех тăвăр. Çав тĕрĕс никĕс çинче этем пурнăçĕ тытăнса тăни темрен те паха. Шăпах аслисен - ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕн ĕçĕ-хĕлĕ, тĕнче хаклавĕ урлă ачасен пулас пурнăçĕ витĕмленет.

Ачасене пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармашкăн хамăртан пуçламалла. Эпир активлă, спортпа туслă, пурнăçа оптимистла хакласан, килте килĕшÿ, çураçу хуçалансан ачасем те çавна вĕренеççĕ. Килти çанталăка тĕрĕс йĕркелесси йăлтах аслисенчен килет.

Тĕрлĕрен спорт, культура мероприятийĕсене çемьепе хутшăнăр. Çак çемьене çирĕплетет, пĕр тĕллевпе чăмăртать, пĕрешкел интерессем çуралаççĕ.

Килти пĕчĕк уявсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку уявсенче, паллах, вăйă-шÿт, кăсăклă конкурссем йĕркелени аван.

Ачасемпе çутçанталăкра ирттерекен хаваслă самантсем те паха çимĕç çитĕнтерме пулăшакан пулăхлă тăпра пекех. Ырă çĕре ÿкекен вăрлăха тимлесе пăхсассăн вăл çимĕçĕпе савăнтаратех.

Канмалли кунсем, уявсем, каникулсем, отпуск килти культурăллă мероприятисене ирттермелли чи ăнăçлă вăхăт.

Хĕлле ачасемпе пĕрле пуласси пушшех çăмăлрах - пахча ĕçĕ çукпа пĕрех. Канмалли кунсене мĕнле ирттерессине маларах палăртса хурăр. Йĕлтĕр çине тăма ан ÿркенĕр. Çемьепе вăрмана кайса килни, улатакка такканине, ытти кайăк шăхăркаланине итлени ача ăсĕнче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлать. Çитĕнсессĕн шăпах çав самантсем ачалăхри чи телейлĕ вăхăтсем пек аса килеççĕ те. Телевизор, компьютер ниçта та тармасть, ытларах чĕрĕ хутшăну йĕркелени нимрен те паха.

Çемçе нÿрĕк юр çăвать-и? Çак самантпа усă курăр - ачасемпе юр кĕлеткесем ăсталăр. Мĕн кăна ăсталама пулмасть юртан. Пахчара туса лартнă юр кĕлеткесене тĕрлĕ сăрăпа сăрласан çуркуннечченех юмах тĕнчине аса илтерсе тăрĕç.

Çунашкапа е пăркутпа /ледянки/ тахçантанпах ярăнман-и? Ан именĕр, ачасемпе пĕрле тăвайккинчен ярăнса пăхăр. Питĕ аван. Ĕлĕкрех вара шăпах сурхури-кăшарни уявĕсенче çитĕннисем ачасемпе ăмăртсах тăвайккинчен çунашкапа вирхĕннĕ. «Эпĕ çитĕннĕ çын» текен чарак ларать-ши халĕ пирте? Ачисемпе пĕрле ярăнакансем сахал.

Хĕллехи вăхăтра кайăксем валли сырăшсем туса çакни кайăксене выçăран пулăшма çеç мар, ачасене çутçанталăка юратма та вĕрентет. Сырăш çине хумашкăн апат юлашки килте тупăнатех: салă татăкки, кĕрпе, çăкăр тĕпренчĕкĕ. Сырăша тăтăшах пăхса тăрса апат хурса пани яваплăха çирĕплетет. Килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма та ачасене явăçтарăр.

Çутçанталăка тухнă чухне фотоаппарат илсессĕн асăнмалăх ÿкерчĕксем тума пулать. Пĕрле термоспа чей, бутербродсем, печени илсессĕн хĕллехи пикник пулĕ. Тĕрĕссипе, ачасене хавхаланма нумай та кирлĕ мар-çке.

Пĕрлехи кану ашшĕ-амăшĕпе ачасен интересĕсене пĕтĕçтерет. Ачана мĕн кăсăклантарнине лайăхрах пĕлме май парать. Ачалăха вăхăтлăха та пулин таврăнма ан именĕр. Çемьепе пĕрле выльăр, кулăр, ярăнăр, çутçанталăка тĕпчĕр. Хăвăршăн та çĕннине нумай уçатăр, ачасемшĕн вара чăн-чăн юлташ, ертÿçĕ, авторитет пулса тăратăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.