ШĂЛ ТУНИ ЮНĂХАТЬ...

13 Янв, 2016

1. Шăл туни юнăхать-и? Роза чечекĕн настойкипе чÿхемелле. 100 грамм чечеке 1 литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта вăхăт-вăхăтпа силлесе 21 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Унпа çăвара кунне темиçе чÿхемелле.

2. Пародонтоз чухне алоэ сĕткенĕпе примочка хуни ырă витĕм кÿрет. Унра йĕпетнĕ бинт татăкне чирлĕ шăл туни çине хумалла. Процедурăна каланхоэ сĕткенĕпе те тума юрать. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

3. Шăл туни шыçсан 5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хыр лăссине /турачĕсĕр/, 2 апат кашăкĕ тÿнĕ шăлан çырлине, 1 апат кашăкĕ сухан хуппине тин вĕренĕ 1,5 литр шыва ярса 5 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке кашни кун чей вырăнне ĕçмелле.

4. Çăвар ăшĕ шыçсан 2 пай типĕ пĕтнĕке /мята/, эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, паприка пăрăçа çур литр банкине хумалла, анинченех спирт ямалла, хупăлчапа витмелле, 2-3 эрне лартмалла. Унтан настойкăна питĕ тĕплĕ сăпрăхтармалла та 2-3 тумлам пĕтнĕк çăвĕ /мятное масло/ хушмалла. Çак шĕвеке çăвар ăшне сĕрмелле. Чашăка вĕри шыв ярса кунне темиçе хут çăвара чÿхемелле.

5. Кариес ан пуçлантăр, шăл эмалĕ çирĕплентĕр тесен аир тымарĕн настойкипе прополис настойкинчен аппликацисем тумалла. Çур стакан вĕтетнĕ аир тымарне çур литр шурă эрехе ярса пĕр эрне лартмалла. 20 грамм вĕтетнĕ прополиса 1 стакан шурă эрехе ямалла, кашни кун силлесе илмелле, пĕр эрне лартмалла. Настойкăсене сăрăхтармалла.

Процедура валли 1 апат кашăкĕ аир настойкине 1 апат кашăкĕ прополис настойкипе хутăштармалла, унра йĕпетнĕ мамăка шăлсем çине хумалла. Пĕрремĕш процедура вăхăчĕ - 5 минут, иккĕмĕшĕн - 10 минут, виççĕмĕшĕн - 15 минут, малаллисен - 20 минут. Курс - 20 процедура.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.