ЧĔРКУÇÇИ СЫППИН АРТРОЗĔ
Чирĕн малтанхи тапхăрĕнче кашни кун тĕрлĕ физкультура хăнăхтарăвĕсем туни усăллă. Ку артроз аталанăвне чарса лартма пулăшать. Анчах чĕркуççи çинче, кукленсе пурнăçламаллисем юрамаççĕ. Ирхине гимнастикăна тытăнас умĕн пĕтĕм мышца-сыппа вăратмалли хусканусем тумалла.
Пĕлтерĕшлĕ
Гимнастикăна вăрах хăвăртлăхпа тумалла. Малтанхи икĕ эрнере кашни хусканăва 4-6-шар хут тумалла. Малашне утмăла та çитерме юрать.
Вăхăт сахалрах пулсан комплексран 10-15 хăнăхтару суйласа илме пултаратăр.
Хăшĕсем ыратма пуçласан, мышцăсем ывăнсан занятисем вăхăтĕнче чирлĕ чĕркуççи айне валик е минтер хураççĕ. Ку тĕрĕс мар. Çавăн пекех каннă чухне чирлĕ урана чĕркуççире хуçлатса выртма юрамасть. Асăннă тĕрĕсмарлăхсем сыппа хытарса лартма пултараççĕ. Кайран унăн хусканулăхне тавăрма питĕ йывăр.
Вырăн çинче ларса
- Урасене пĕрле тытса аялалла усмалла. Вĕсене, ура тупанĕсене урай тăрăх шуçтарнă май, чĕркуççире хуçлата-хуçлата илмелле.
- Сывласа илмелле. Алăсемпе чĕркуççине хырăм патнелле туртăнтармалла - сывласа кăлармалла. Çакнах тепĕр урапа тумалла.
- Урасене тÿрлетмелле, тупанĕсене хăвăр паталла туртăнтармалла. Унтан - каялла.
- Сылтăм урана кравать çине тăсса хумалла, сулахай урана аялалла усмалла. Сылтăм еннелле çаврăнарах ларнă май алăсене сылтăм чĕркуççи çине хумалла. Сывласа кăларнă чухне виçĕ хут авăна-авăна илмелле, çак хушăра чĕркуççине тÿрлетес евĕр майĕпен пусăрăнтармалла. Унтан çак хусканусене тепĕр урапа тумалла.
- Урасемпе урайне пусмалла, лаппи сарлакăш сарса тытмалла, алăсене чĕркуççи çине хумалла. Тăмалла, алăсене айккинелле сармалла - сывласа илмелле. Лармалла, алăсене чĕркуççисем çине хумалла - сывласа кăлармалла.
- Тÿрĕ урасене - кравать çине, алăсене чĕркуççисем çине хумалла. Пĕçĕ мышцисене 30 çеккунтра 20 хут хытармалла. Хытарнă вăхăтра чĕркуççисен айĕнчи путăка вырăн çумне çăтă çыпăçтарса тытмалла.
- Чĕркуççисене кравать çумне алăсемпе хĕстермелле, пĕçĕсене черетпе малалла вăйпа куçарма тăрăшмалла.
- Тÿрĕ урасене айккинелле сармалла, унтан вĕсене алăсемпе пулăшмасăр пĕрлештермелле.
- Алăсене айккинелле сармалла - сывласа илмелле, чĕркуççисене алăсемпе хырăм патнелле туртмалла, пуçа чĕркуççисем çинелле антармалла - сывласа кăлармалла. Малтанхи пек лармалла.
- Алăсене айккинелле сармалла - сывласа илмелле. Чĕркуççисене хуçлатмасăр пĕшкĕнсе алăсемпе ура лапписене перĕнмелле - сывласа кăлармалла.
Урайĕнче выртса
- Çурăм çинче выртнă май алăсене кĕлетке çумне тăсса хумалла. Вĕсене çÿлелле-хыçалалла ямалла, туртăнмалла, çав вăхăтрах ура тупанĕсене хăвăр еннелле туртăнтармалла - сывласа илмелле. Алăсене каялла хумалла, урасене çемçетмелле - сывласа кăлармалла.
- Сывласа илмелле. Чĕркуççине алăсемпе тытса хырăм патнелле туртмалла - сывласа кăлармалла. Хусканăва тепĕр урапа тумалла.
- Урасене чĕркуççире темиçе çеккунта хуçлатмалла, купарчасене çĕклемелле. Малтанхи пекех выртмалла.
- Урасене чĕркуççире хуçлатмалла. Сылтăм урана тÿрлетсе çÿлелле çĕклемелле, антармалла. Тепĕр урапа тумалла.
- Тÿрĕ урана айккинелле ямалла, каялла хумалла. Тепĕр урапа тумалла.
- Сулахай алăпа урана çÿлелле çĕклемелле, сывласа илмелле. Антармалла - сывласа кăлармалла. Сылтăм ал-урапа çавăн пекех тумалла.
- Урасемпе 25 хут "велосипед” хускану тумалла.
Хырăм çине выртса
- Алăсене янах айне хумалла. Сылтăм тата сулахай урасене черетпе çÿлелле çĕклемелле. Ирĕклĕ сывламалла.
- Пуçа, хулпуççисене, тÿрĕ урасене çÿлелле çĕклемелле, кĕлеткене авмалла - сывласа илмелле. Пуçа, урасене каялла антармалла - сывласа кăлармалла.
Тăрса
- Алăсемпе пукан хыçĕнчен тытса тăмалла, сулахай тата сылтăм урасене черетпе айккинелле ямалла.
- Пукан енне айăкпа тăрса алăпа пукан хыçĕнчен тытмалла. Сулахай урана сулахаялла-сылтăмалла сулламалла. Унтан хусканăва сылтăм урапа тумалла.
Комментировать