ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ ЧĔНЕТ
Спортăн хĕллехи енĕсем, уçă сывлăшри вăйăсем сывлăхшăн питĕ усăллă. Кирек хăш ÿсĕмри çынсем те йĕлтĕре уйрăмах килĕштереççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнни сывлава йĕркене кĕртме, вестибулярлă аппарата аталантарма, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетме, вăй-хала лайăхлатма, организм тонусне ÿстерме, ура, хырăм мышцисене вăйлатма, артрозран, лапă ураран, урасем варикозла сарăласран, тромбозран хÿтĕленме пулăшать.
Патакапа усă курса йĕлтĕрçĕ хулпуççисен, айăк пĕрчисен, пилĕк, хырăм мышцисене, диафрагмăна аталантарать. Çак мышцăсем сывлава тĕрĕс йĕркелеме хутшăнаççĕ, ку бронх-ÿпке чирĕсен профилактикишĕн пĕлтерĕшлĕ.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан çын яланах хисепе тивĕçлĕ. Анчах йĕлтĕрпе ярăннă чухне хăш-пĕр йĕркене тата хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла.
Йĕлтĕре çын çÿллĕшне кура суйламалла тата вăл юсавлă пулмалла. Йĕлтĕре пушмакпа çыхăнтаракан хатĕре хăвăр тĕллĕнех çаклатма майласа çитермелле. Кĕлетке çÿллĕшне кура туяннă патаксен шĕвĕр наконечник, ункă, ал лаппи валли тăршшĕне йĕркелесе тăма меллĕ ремень пулмалла.
Виçеллĕ пушмак ăшне ăшă стелька хумалла, икĕ мăшăр чăлха /шала пир чăлха, çиеле çăм чăлха/ тăхăнмалла. Ытла сивĕ çанталăкра тепĕр мăшăр çăм чăлха тăхăнма юрать. Пушмак ура лаппине çăтă тытса тăтăр, анчах ан хĕстертĕр.
Сивĕрен тата çилтен хÿтĕлекен çăмăл, меллĕ, виçеллĕ çи-пуç кирлĕ. Çурма çăм е çăм пусмаран çĕленĕ йĕлтĕр костюмĕ лайăхрах. Кĕпе, çăм свитер, хулăн шăлавар тăхăнма пулать. Шăлавар вĕçĕсене пушмаксен ăшне чикмелле. Шăнасран свитер-костюм айне трикотаж е çăм аялти кĕпе-йĕм тăхăнмалла. Çилрен шыв яман куртка хÿтĕлет. Шартлама сивĕре ватин е поролон хурса çĕленĕ куртка аван.
Пуçа - хăлхасене çăтă хуплакан çăм калпак, алăсене шыв яман пусмаран çĕленĕ икĕ сийлĕ вăрăм алсиш тăхăнмалла.
Йĕлтĕр çине тăриччен 1-1,5 сехет маларах апат çимелле. Виçи нумай ан пултăр, анчах тăранма çиттĕр. Тата япăх ирĕлекен çимĕçсем те /тĕслĕхрен, тĕтĕмленисем/ юрамаççĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕпе ушкăнпа пынă чухне пĕр-пĕрин хушшинче 3-4 метртан, тăвайккинчен аннă чухне 30 метртан кая мар пулмалла. Ярăнса аннă вăхăтра патаксене малалла кăнтарса тытмалла мар, ÿксен алăсене амантма пулать. Ÿкме пуçласан ларма е айăк çинелле /патаксене хыçалалла ярса, алăсене пулăшма малалла тăсмасăр/ йăванма тăрăшмалла.
Киле кĕрсен тÿрех сивĕ шыв ĕçмелле мар. Тренировка хыççăн типĕ çи-пуç тăхăнмалла, вĕри чей ĕçмелле. Пăсланнă шĕвек виçине тренировка хыççăн, майĕпен, талăкра 2-2,5 литр шĕвекрен ытла мар ĕçсе тавăрмалла.
Сивĕ çанталăкра тăм илме те пултарать. Хăлха, сăмса, пит ÿчĕ туйми пулсанах типĕ алăпа /юрпа мар - ÿт сиенленме, инфекци лекме пултарать/ сăтăрмалла. Тÿрех ăшă пÿрте кĕмелле. Амансан е мĕн те пулин сиенленнĕ пек туйăнсан тÿрех медицина учрежденине каймалла.
Спорт площадкисенче, йĕлтĕр трассисем çинче, кану вырăнĕсенче асăрхануллă пулмаллине ан манăр.
Галина ТЮРИНА,
республикăри профилактика, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.
Комментировать