Фестиваль 653 пулăçа пухнă

13 Мар, 2014

Çĕнĕ Шупашкарта «Пулăç - пулăçа» Пĕтĕм Раççейри X фестиваль иртнĕ. «Чи пултаруллă пулăçă» ята тивĕçессишĕн Чăваш Енри хула-районсенчи 653 пулăç ăмăртнă.

Фестивале уçма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пулăç - пулăçа» общество организацийĕн президенчĕ Сергей Семенов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» строительство компанийĕн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Матвеевпа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин хутшăннă. Фестивале 2002 çултанпа йĕркелеççĕ. Пулăçăсене тĕрлĕ номинацире хакланă. Кунтах «Пулăç фантазийĕ» хула конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пулă шÿрпине пуринчен те тутлăрах С.Хветти пĕçернĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă.


А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.