Руль пирки ан та ĕмĕтленччĕр

12 Янв, 2016

Руль умне иккĕмĕш хут ÿсĕрле ларнăшăн уголовлă майпа явап тыттармалли йĕрке вăя кĕнĕренпе çур çул кăна иртнĕ-ха, анчах саккун çĕнĕлĕхĕн хаярлăхне «астивнисен» шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Шел те, ку енĕпе Тăвайсем те ÿксе юлмаççĕ.

Владимир Михайлова маларах медицина тĕрĕслевне кайма килĕшменшĕн административлă майпа 30 пин тенкĕлĕх штрафланă, çулталăк çурăлăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă. Анчах пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче вăл каллех çул-йĕр инспекторĕсен куçĕ тĕлне пулнă. Каллех - ÿсĕр! Хăй ăнлантарнă тăрăх - транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕк çуккине пăхмасăр вăл руль умне ларса тăванĕсем патне пумилккене кайнă. Унта эрех ĕçнĕ, машинăпах килне кайма тухнă...

Владимир Васильев вара, 27 çултискер, авари тунă. Ÿсĕрле машинăпа çула тухнăскере маларах 15 талăклăха административлă майпа арестленĕ. ИВСран вăл юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче каçхине тухнă. Тепĕр кунне вара тусĕпе эрех ĕçнĕ те - мопедпа ярăнас килсе кайнă. Райцентр варринче çул айккине сикнĕ. Хăй йывăр суранланнă, икĕ эрне ытла медучрежденире сипленме тивнĕ. Анчах çакă та ăна суд тенкелĕ çине ларассинчен хăтармарĕ.

Миравай суд иккĕшне те 180 сехет обязательнăй майпа ĕçлеттермелли приговор палăртрĕ. Ял тăрăхĕн территорине тирпейлĕç, руль умне ларасси вара - ĕмĕтре кăна!

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ.

Рубрика: