Пурăнатпăр-ха, Нарспиçĕм...

12 Янв, 2016

Асламăшĕн хÿттинче хĕрачана лăпкă та канлĕ

Çирĕм çул каялла Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçатĕнче час-часах Л.Левская çырнă статья-очерк пичетленетчĕ. Общество корреспонденчĕ Аслă Чак ялĕн кун-çулĕпе паллаштаратчĕ. Ун чухне «Чакинский» совхоз çирĕп хуçалăх шутланнă - ĕçченсен тăрăшулăхĕ пирки, шкул пурнăçĕ çинчен хыпарлатчĕ. Таврапĕлÿ тĕрленчĕкĕсем уйрăмах интереслĕ пулса тухатчĕç. Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать - Лилия Яковлевна та 70 çул тултарчĕ. Çакăн пирки хăй шăв-шав туман паллах, пичетре саламлани те куç тĕлне пулман. Шкулта ачасене чылай вăхăт пĕлÿ панăскер, чыслăн сумлассинчен аяккинче юлман ĕнтĕ. Унпа тĕл пулса чуна уçса калаçас тĕллевпе Аслă Чака васкарăм.

Мăнукне хăйĕнчен уйăрман

- Ĕненместĕн-и - куларах хуравларĕ Лилия Яковлевна. - Урташ сăвăç мĕнлерех калатчĕ-ха: «Ĕненмесен тытса пăхсам эппин!». Чăнах та çапла, Аслă Çĕнтерÿ çулĕнче çуралнă эпĕ, нарăс уйăхĕнче. Анне килтех кун çути парнеленĕ мана. Ун чухне вăхăчĕ те çапларах пулнă ĕнтĕ - ăçта унта инçе çула тухма. Юбилее анлăн палăртасси пирки шухăшламан - сăлтавĕ пулчĕ çав.

Педагогика ветеранĕн калаçăвĕ çыпăçуллă - сасă юхăмĕ вылянса çеç тăрать. Шÿтлеме ухутаскер хальхинче пусăрăнарах сăмахларĕ. Сăлтавне пĕлетĕп-ха: 2013 çулхи çу уйăхĕнче Сочирен таврăнакан «ГАЗель» Пенза тăрăхĕнче лекнĕ аварире Аслă Чакăн 4 çамрăкĕ пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен пĕри - Лилия Яковлевнăн ывăлĕ Славик. Кил хуçи пулнă вăл. Çак синкер амăшне çеç мар, пĕчĕк хĕрне те тăлăха хăварнă. Славик чăвашлăха хисеплесе тĕпренчĕкне Нарспи ят хунă. Шел, хĕрачан амăшĕн пурнăçĕ те маларах сарăмсăр татăлнă. Асламăшĕ мăнукне хăйĕнчен уйăрман - халĕ вĕсем иккĕшех пурăнаççĕ. Нарспи Аслă Чак шкулĕнче вĕренет. Вăл çутçанталăка юратать, чĕрчунсене килĕштерет. Выльăх-чĕрлĕх пăхма кăмăллать. Пысăк инкек Лилия Яковлевнăн сывлăхне самаях хавшатрĕ, çапах парăнмарĕ вăл. Ывăлĕ кил-çурта çĕнетсе çитерейменнине хăй çине илчĕ - шалтан-тултан йĕркене кĕртрĕ. Çĕнĕ хапха тутарчĕ, чÿречесене улăштарчĕ. «Хальтерех ĕлкĕреймесен кая юлăп, мăнукăмăн пурнăç кустăрми тикĕс çаврăнтăр»,- тет вăл.

Хуçалăхра пурте йĕркеллĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Акă почта ешчĕкĕ. Ăна чăваш эрешĕпе ывăлĕ илемлетнĕ.

«Атте пире питĕ вĕрентесшĕнччĕ...»

Кăшт маларах çак ялта пурăнакан Валентина Петровăпа калаçнăччĕ эпĕ. Тĕрĕссипе, вăл сĕнчĕ-ха Л.Левскаяпа тĕл пулма, пурнăçĕпе интересленме.

- Юлташăм хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕнле йывăрлăх тÿссен те хуçăлса ÿкмерĕ,- терĕ Валентина Васильевна.- 1980 çулта мăшăрĕ Данил сарăмсăр вилчĕ. 35-ри хĕрарăм тăватă ачине ура çине тăратас тесе шкулта вĕрентнисĕр пуçне колхозра та вăй хучĕ. Çуллахи вăхăтра 10-15-шер йăран хăмла çитĕнтеретчĕ, ывăл-хĕрĕпе пĕрле 50-шар йăран выльăх кăшманĕн тăрăхне кĕркуннеччен пăхса тăратчĕ, тирпейлесе хуçалăха паратчĕ. Сарай-вите те пушă тăман: ĕни-пăрушĕ, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи картиш тулли пулнă. Ашшĕ-амăшĕ çапла ÿстернĕ тусăма. «Вăхăт çитменни çине йăвантармалла мар, ĕç вăл пурнăç тыткăчи», - тесе вĕрентнĕ. Хăйĕн ачисене те çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ. Мăнукĕсемпе савăнса кăна пурăнмаллаччĕ. Çук вĕт, инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пĕртен пĕр ывăлĕ сарăмсăр вилни - пысăк инкек. Тăван ялтах ĕç пулнă-тăк, вăйпитти çамрăксем аякка кайса ĕçлесе çÿремен пулĕччĕç...

Лилия Яковлевна эпĕ ыйтнине тивĕçтерсе хăй çинчен каласа пама килĕшрĕ.

- Пирĕн çемье пысăк пулнă. Атте-анне, ултă ача, асанне, аттен аппăшĕ. Паллах, çакăн пек кил-йыша тытса тăма çăмăл пулман. Выçăллă-тутăллă пурăннă. Çавăнпах-и, тен, аппапа йăмăк чирлесе пурнăçран иртерех кайрĕç. Атте 6 класс пĕтернĕ. 1930 çулта ăна хут пĕлмен çынсене вĕрентмелли 3 уйăхлăх курса янă. 19 çулти çамрăк Çиçтĕпе ялĕнчи шкулта пĕр çул ĕçленĕ те тăван яла таврăнса ентешсене вулама-çырма хăнăхтарнă. Ун чухне вĕреннĕ çын сахал пулнă, пурнăçĕ вара вĕресе тăнă. Атте колхоз, ял Совечĕн председателĕсенче, секретарĕнче, выльăх-чĕрлĕх пухакан агентра, çул-йĕр бригадирĕнче тăрăшнă. Вăл шут ĕçне лайăх пĕлнĕ. Атте математикăна чухлани ачисене куçнă пулас: пурте цифрăсен тĕнчине лайăх ăнкаратпăр. Эпĕ педагогика енĕпе ятарлă вăтам, Нонăпа Ева аппасем, Рувим шăллăм аслă пĕлÿ илнĕ, - калаçу çăмхине сÿтет ветеран. - Ачаллах ĕç çумне çыпçăннă. Аслисемпе пĕрле тырă вырнă, ĕне çитерме çÿренĕ. Ыттисем ĕçре чухне йăмăкпа шăллăма пăхаттăм. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Аппасемпе, юлташсемпе «учителле», «шкулла» выляттăмăр. Тен, çавăн пек айкашу мана учитель профессине суйласа илме хĕтĕртнĕ, тен, аттен тĕслĕхĕ. Вăл ачисене питĕ вĕрентесшĕнччĕ. 7 класс хыççăн 1960 çулта Канашри учительсем хатĕрлекен училищĕне кĕтĕм. Унччен эпĕ Вăрмара та пĕччен кайса курман вĕт. Атте-анне кăларса яма епле-ха хăраман?

Училищĕре ялтан тин хăпса килнисем сахал марччĕ. Пĕр йышпа унти пурнăçа хăнăхрăмăр. Çуллахи каникулта çемьене пуçтарăнсан атте-аннене пулăшаттăмăр.

1965 çулта Пысăк Енкасси вăтам шкулĕнче вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлемелли класс шанса пачĕç. Çамрăкскере çăмăл пулман. Опытлă учительсем пулăшса пыратчĕç. Пĕр вăхăт ялти культура çурчĕн пуçлăхĕ те пулса куртăм. 1972 çулта ялти шкулах ĕçлеме таврăнтăм.

Эпĕ вĕрентнĕ ачасем çĕршыв тăрăх саланнă. Пурĕ вунă класс вĕрентсе кăларнă та-ха. Çав çулсенче ачасем йышлăччĕ. Классенче 20-25-чĕ. Икĕ класа пĕр харăсах вĕрентнĕ çулсем те пулчĕç.

… Паянхи пек астăватăп: хĕрсемпе пуçтарăнса урамра лараттăмăр, малашлăх çинчен ĕмĕтленеттĕмĕр. «Тепĕр 50 çултан 70 тултаратăп. Шухăшлăр-ха,- теттĕп юлташсене. - Ватă пулатăп вĕт».

Çур ĕмĕр тĕлĕкри пек иртсе кайрĕ. Хама 70-ти пек туймастăп. Чунпа паян та çамрăк, анчах вăй, сывлăх ÿсĕме аса илтерсех тăраççĕ. Ман тĕле хуйхи-суйхи сахал мар пулчĕ çав. Çапах малалла утасчĕ-ха. Пурăнасчĕ сар хĕвел пăхнипе, кайăк-кĕшĕк юррипе, шăнкăртатса шыв юхнипе киленсе, ал-урана хускатма вăй пуррине кура, юратнă ачамсемпе мăнуксем, тăванăмсем, юлташăмсем пур чухне».

Асламăшĕ çумне тĕршĕннĕ мăнукĕ Нарспи çак сăмахсемпе килĕшсе йăл кулчĕ те çут тĕнче тата ытларах çуталнăн туйăнса кайрĕ.

Василий Цыфаркин.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.