Сырлан - сывлaхшaн аван

31 Дек, 2015
Сырлан çырлипе /облепиха/ мĕнле усă курмалла тата вăл мĕнле чирсенчен пулăшать?
Александр АКИМОВ.
Пăва районĕ, Тутарстан.

Сырлан çырлинче тĕрлĕ витамин, микроэлемент, çу, йӳçеклĕхсем, сывлăх кӳрекен ытти япаласем питĕ нумай. Çырлисĕр пуçне сырланăн çулçи, вăрри, хуппи те усăллă. Çулçипе вируспа кĕрешекен эмел хатĕрленĕ чухне усă кураççĕ. Халăх сырлан çырлин усăлăхне аван пĕлет, унпа тĕрлĕ чиртен хăтăлмашкăн усă курать. Авалтанпах вăй пĕтсен, ӳт пиçсе кайсан, шăнса пăсăлсан сипленеççĕ. Вар-хырăм чирĕсем чухне /хырăмлăх, вуник пумăклă пыршă язви/, чĕрепе юн тымар ĕçне лайăхлатма та пулăшать вăл. Унăн усăлăхĕ çинчен чылай литературăра вуласа пĕлме пулать.

Сырлан çырлипе хăйĕнпе те, çу хатĕрлесе те сипленеççĕ. Унран килтех çу хатĕрлеме пулать. Пуçтарнă çырлана вăйлă пусарса сĕткенне кăлармалла, лайăх пăрса илмелле. Тухнă сĕткене таса савăта ярса пĕр талăк сивĕтмĕшре лартмалла. Сĕткенри çу тăрăлса çӳле хăпарать - ăна тĕксĕм тĕслĕ савăта асăрханса сăрăхтармалла та сивĕтмĕшре упрамалла. Витаминсемпе пуян сырлан сĕткенĕ организма çирĕплетет, вăй хушать, юнри гемоглобин виçине ӳстерет, наркăмăшлă япаласене /шлак/ тасатать. Ăна кунне 2-3 хутчен апатчен 2-3 апат кашăкĕ ĕçмелле.

Сĕткен кăларнă хыççăн юлнă хутăшран /çырла хуппипе вăрринчен/ та çу хатĕрлеме пулать. Хутăша 100 градуса яхăн хĕртнĕ духовкăра ывăс çине çӳхен сарса типĕтмелле. Сивĕнсессĕн ăна кофе арманĕпе /кофемолка/ авăртмалла та пулнă «кĕрпене» 100 г пуçне 400 мл рафинадланă тип çу ярса икĕ-виçĕ эрне тĕттĕм çĕрте лартмалла. Унтан çăва 2 хут марльăпа сĕрсе таса кĕленче савăта тултармалла, сивĕтмĕшре упрамалла. Çак çупа тĕрлĕ чир-чĕртен упранмашкăн усă кураççĕ. Хырăмлăх, вуник пумăклă пыршă язвинчен апатчен çур сехет маларах кунне икĕ-виçĕ хутчен пĕрер чей кашăкĕ ĕçмелле. Çу сурансене сиплеме, ыратнине ирттерме, ӳт-тир, пĕвер, куç, пыр, сăмса, хăлха чирĕсенчен сипленме пулăшать.

Куç вăйсăрлансан 3 эрне пĕрер чей кашăкĕ кунне 6-7 хутчен ĕçмелле.

Шăнса пăсăлсан, пыр шыçсан, тип ӳслĕкрен çырлана нимĕрсе 1:1 виçепе пылпа хутăштарса пĕр талăк лартмалла, пĕр апат кашăкĕ апатчен çур сехет маларах кунне 4 хутчен çимелле.

Ӳт чирĕсенчен, пиçсе кайсан, суранлансан çав тĕле çырлана нимĕрсе хуни пулăшать.

Сырлана пуçтарса упрасси. Морозильникра шăнтса хума, варени, джем тума, сĕткен кăларма пулать сырланран. Шăнтнă çырла çур çул пахалăхне çухатмасăр упранать. Çырлана авăн уйăхĕнче, ытлашши çемçелсе кайиччен пуçтармалла. Çемçелнĕ çырла татнă чухне лапчăнать - унран сĕткен кăларма пулать. Ăна сахăр песукĕпе хутăштарса та упраççĕ - 1:1 виçепе илмелле, сивĕтмĕшре упрамалла.

Сырланăн усăлăхĕ çинчен нумай çырма пулать. Вăл сывлăх çăлкуçĕ тейĕн. Анчах тем пек усăллă çырлан та юраманни пур иккен. Холецистит, панкреатит, ват хăмпинче чул пулсан сырлан çиме сĕнмеççĕ. Каротин аллергийĕ чухне те сырлан сиенлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.