Сывă пул, Качака çулĕ. Килсем, иртсем Вутлă Упăте!
Кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулчĕ. Хĕвел тухăç календарĕпе Качака çулне ăсататпăр, Упăтене хапăл тăватпăр. Республикăра 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕпе палăрĕ. Ăна мĕнле шухăш-ĕмĕтпе, тĕллевпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ ентешсем? Качака çулĕ мĕнпе асра юлчĕ-ши?
Александр ИЛЮТКИН, Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма ертÿçи:
- Кăçал çанталăк пире кăштах кÿрентерчĕ: вăхăтра çумăр çумарĕ. Паллах, тыр-пула ытларах пухса кĕртме ĕмĕтленнĕччĕ. Çапах та тухăç япăхах мар пулчĕ: гектартан 26 центнер пухса илтĕмĕр. Çĕрулми, сахăр кăшманĕ те аванах çитĕнчĕ. Сахăр кăшманĕ ÿстерес енĕпе эпир çулсеренех Раççейри конкурса хутшăнатпăр, малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Çак кунсенче 200 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ферма хута ятăмăр. Ку та пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ.
Ĕç çынни çулталăкне те ырă шухăш-кăмăлпа, тĕллевпе кĕтсе илме тăрăшатпăр. Çитес çула çак ятпа ирттерессе илтсен питĕ савăнтăм. Çĕр ĕçченне хисеплени-çке ку. Вăл вара пĕтĕм халăха аш-пăшпа, пахчаçимĕçпе, сĕт юр-варĕпе тăрантарать.
Николай Константинов, Вăрмар районĕнчи Шăхаль ялĕнчи фермер:
- Качака çулĕнче лайăххи те, пăшăрханмалли те пулчĕ. Выльăх апачĕ туса илме çĕр çуккипе туянма тивни кăмăла хуçрĕ. Ку хушма тăкак-çке. Фермер хуçалăхне аталантарма кăçал 43 гектар уйăрса пачĕç. Лаптăка тасатса нумай çул ÿсекен курăк акса хăвартăмăр. Çитес çул утă-улăм хамăрах туса илĕпĕр. Чăн та, тырă çав-çавах сутăн илме тивĕ. Мăйракаллă шултра выльăх 50 пуç, апат самай кирлĕ.
Çитес çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулнине ырлатпăр. Ĕçлекен яланах хисепре пулнă. Ун çинче тĕнче тытăнса тăрать, аталанать. Ыттисен куçĕнчен пăхмасăр, хамăр вăй-халпа аталанса пырсан аванрах.
Ирина Иванова, Канаш районĕнчи Пайкилт ялĕ:
- Иртсе пыракан çулталăк пирĕн çемьешĕн пысăк савăнăç илсе килчĕ: тинех çĕнĕ çурта пурăнма куçрăмăр. Ăна тенкĕ çумне тенкĕ хушса çĕклерĕмĕр. Купалама тăвансем, ял-йыш та сахал мар пулăшрĕç. Çурта газ ăшăтать, кранран шыв юхать. Çĕнĕ çулта çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттересшĕн-ха.
Эпир кăна мар, выльăх-чĕрлĕх те çĕнĕ вите-сарайне куçрĕ. Ĕне, вăкăр, сурăхсем усратпăр. Шел, сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. Нумай пулмасть-ха 1 литра 22 тенкĕпе туянатчĕç, халĕ 17-е анса ларчĕ. Малашне вăкăрсем самăртмалла-ши? Ял çыннин выльăх-чĕрлĕх усрамасăр май çук.
Çитес çула ĕç çыннине халаллани савăнтарать. Ĕçлекен выçă лармĕ, ыттисене те çăкăрсăр хăвармĕ.
Анна Николаева, Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртри культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи:
– Пурнăç ĕç çинче тытăнса тăрать, çавăнпа ăна тăрăшса пурнăçлакан çын яланах хисепре пулмалла. Çитес çула Ĕç çынни çулталăкĕ ятпа ирттерме палăртни унăн сумне ÿстерессе шанас килет. Пире, культурăра тăрăшакансене, тепĕр чухне: "Мĕн ĕçлеччĕр вĕсем? Пирĕн пек тар тăкмаççĕ, вараланмаççĕ", – теме пăхаççĕ. Эпир те механизатор е доярка пекех пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватпăр, анчах вăл пирĕн тÿрех палăрмасть.
Юлашки çулсенче культура тытăмне самай пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Патшалăх, республика пулăшăвĕпе ялти культура çуртне çĕнĕ сăн кĕртме май килчĕ. Пирĕн учрежденире халăх татăлмасть. Уйрăмах "Кунер" фольклор ушкăнне çÿреме, унăн концерчĕсене пăхма кăмăллать. Иртсе пыракан Качака çулĕ коллектившăн ăнăçлă пулчĕ. Тăтăшах тĕрлĕ мероприятие хутшăнтăмăр. Хамăр юрă-ташăпа республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче пурăнакансене те савăнтартăмăр. Юлашки тапхăрта, тĕслĕхрен, Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлама Мускава кайса килнĕ. Самар тăрăхĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи искусствăн V фестивальне, Чĕмпĕр облаçĕнче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри "Поволжская глубинка" наци культурисен III фестивальне хутшăннă тата ытти те. Дипломсăр, парнесĕр таврăнман, чылай конкурс хыççăн хамăр пултарулăха гала-концертра кăтартма тивĕçнĕ.
Валентина Никитина, Канаш районĕнчи Карăклă вăтам шкул учителĕ:
– Çĕнĕ çула ырă шухăш-ĕмĕтпе кĕтсе илме хăнăхнă. Пирĕн пĕр тĕллев – ачасене паха пĕлÿ парасси. Ют чĕлхе вĕрентнĕ май ăна ача шкул саккинченех алла илтĕр тетĕп. Кайран хăйсене çăмăлрах килнине тĕрлĕ тĕслĕхпе ăнлантарма тăрăшатăп. Хальхи вăхăтра темиçе чĕлхе пĕлни пурнăçра пĕлтерĕшлĕ.
Иртсе пыракан çулта асра юлмалли самантсем сахал мар пулнă. Чи малтанах вĕсем маншăн, паллах, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă. Çитес çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулĕ. Ăна тата та ăнăçлăрах ирттерсе ярас килет.
Комментировать