Хĕл Мучи парни
Вăтăр çула çитрĕм пулин те Çĕнĕ çул каçĕнчи асамлăха ĕненме пăрахмастăп-ха. Хама мĕн астăвассах сехет вуниккĕ çапнă чухне Хĕл Мучирен çитес çул валли ырăлăх ыйтатăп. Такам систернĕ-ши кун пирки е хамах ăс çитернĕ-ши? Пысăк çемье: «Çĕнĕ çул ячĕпе!» тесе кăшкăратчĕ, пĕр-пĕрне çĕнĕ телейпе саламлатчĕ, эпĕ вара шăппăн çеç тăрса ăшăмра тепĕр çулталăка та çак йышпах, чĕрĕ-сывă ирттерме ĕмĕтленеттĕм. Çывăх тăвансем валли сывлăхпа телей ыйтаттăм.
Халĕ те çаплах. Çĕнĕ çула хăть те мĕнле ушкăнпа кĕтнĕ чухне те тăвансем пирки манмастăп, хамăн чи пысăк ĕмĕте те пуçăмра тепре çавăрттаратăп. Хĕл Мучи çакна илтетех пулĕ. Халĕччен кÿрентерменччĕ-ха.
Темĕн те ыйтнă унран: шкулта вĕреннĕ чухне экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕнинчен пуçласа савни таранах. Каччă тенĕрен, çак çула çитсе кун пек парне шучĕ миçене çитрĕ-ши? Хĕл Мучи мар, хам та ас тумастăп. Ыйтнине кашнинчех пурнăçлать тата шур сухал - кÿрентермест.
Шкул пĕтерес чухне тантăшăмсем клуба тухма тытăнсан, вĕсене килне каччăсем ăсатнине илтсен, эпĕ те юратăва тĕлпулма ĕмĕтленеттĕм. Вунпĕрмĕш класра вĕреннĕ чухне паллашрăмăр пĕринпе. Икĕ çул туслă çÿрерĕмĕр. Хулара вĕренме тытăнсан кÿршĕ ял каччи урăххине куç хыврĕ. Эпĕ те çĕнĕ «парнепе» туслашрăм. Ахаль-махаль калаçнисене шута илмесен те, пилĕк-ултă каччăпа çÿренĕ эпĕ. Кашниех арăм тума ĕмĕтленетчĕ, телейлĕ пурнăç пирки юмахлатчĕ. Анчах пĕри те шурă кĕпе тăхăнтартмарĕ. Те хам ытла та мăнкăмăллă, те каччисем айван?
Урăх нимĕн ыйтма пĕлмен пек, çулталăк каялла та Хĕл Мучие савни шыранине систертĕм. Айванла пек те - çук. Манăн çула çитсен качча кайман ватă хĕрсен шăпах ăна ыйтмаллах. Çамрăк чухне, çирĕмре, парне - каччă - ыйтни ачапчалла пулнă. Йĕри-тавра мĕн чухлĕ вĕсем - суйла та суйла.
Вăт хайхи тепĕр савни ыйтрăм та. Шурă сухал тÿрех илтрĕ курăнать, пĕр кунхине ĕçе васканă чухне маршруткăра манпа юнашар илемлĕ йĕкĕт вырнаçрĕ. Ăмсанса пăхрăм ун çине. Тахăш самантра вăл та ман еннелле куçне ывăтнине сисрĕм, сăмах пуçарасса кĕтрĕм. Çук, калаçмарĕ каччă. Чарăну та çывхарсах пычĕ. Эпĕ те чипер яшпа паллашма май килменшĕн кулянса ассăн сывларăм та алăк еннелле васкарăм. «Перчеткĕре çухатса хăваратăр вĕт», - илтрĕм чĕннине. Çаврăнса пăхрăм та - хайхи каччă ман хыçра тăрать иккен. Эпĕ ăна тав турăм та хамăн çулпала уттартăм.
Ĕç хыççăн чарăнура тепĕр хутчен тĕлпултăмăр унпа. «Аллăр шăнмасть-и? Перчеткĕр пур-и?» - шÿтлерĕ вăл ман çума пырса тăнă май. Çапла çав кунах Сашăпа кафене кайса чей ĕçрĕмĕр.
Час-часах мар пулин те шăнкăравлама тытăнчĕ, сайра-хутра курнăçрăмăр. Сашăпа хутшăнма тытăнни пилĕк уйăх та çитнĕччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ çула çывăх çынпа кĕтсе илес ĕмĕтĕм пурнăçланасса та шанма тытăнтăм. Анчах пĕр кунхине тавлашу хирĕçĕвех куçрĕ. Эрне шăнкăравламарĕ Сашук. Эпĕ те ун хыççăн чупас çук. Вăхăт иртнĕ хыççăн çухалнă çын тупăнчĕ, анчах айăпа кĕнине йышăнмарĕ вăл, каçару ыйтасси пуçĕнче те пулмарĕ - пушшех кÿрентерчĕ.
Кĕтмен çĕртен шăнкăртатрĕ телефон. Палламан çепĕç сасă ырă каç сунчĕ. Екатеринăна шырарĕ. Ку вĕçĕнче Валентина калаçнине пĕлсен йăнăшнине ăнланчĕ, анчах телефонне пăрахма васкамарĕ. Эпĕ те сÿнтерме хыпаланмарăм. Палламан çынпа пĕлĕшсем майлах калаçрăмăр. Тепĕр кунхине те шăнкăравларĕ вăл, çывăхарах паллашма сĕнчĕ.
Тĕлĕнмелле те, Хĕл Мучи паракан кашни шанчăка усă курас тесе-ши, эпĕ те урама тухса вĕçтертĕм. Макçăм кинона илсе кайрĕ. Манран пилĕк çул аслăрахскер мăшăрĕнчен пĕр ачапа тăлăха юлнине пытармарĕ. Тăххăрти хĕрне ытларах чухне асламăшĕ пăхать иккен. Ашшĕ те юратать ăна, уншăн тем тума та хатĕр. Акă француз чĕлхине вĕрентессишĕнех пĕлĕшĕ сĕннĕ Екатеринăна шăнкăравланă. Шăпа пулĕ - йăнăшпа ман патăма лекнĕ.
Çемьере хĕрарăмсăр май çуккине пĕлсе çĕнĕ арăм илсе кĕме те хирĕç марччĕ Макçăм. Йĕркеллине тупсан паллах. Амăшĕ те ывăлĕ тепĕр чухне каярах таврăннишĕн тарăхмастчĕ, çавăнпах хушăран арçын тĕлпулăва чĕнетчĕ. Хирĕçлеместĕм. Мана килĕштерчĕ курăнать, пĕр вăхăтран хăйсем патне хăнана чĕнчĕ, амăшĕпе тата хĕрĕпе паллаштарасшăн пулчĕ. Нумай турткалантăм. Иккĕленĕве те пĕрре мар путрăм. Макçăм шанчăклă та çирĕп пулнăран, ун çумĕнче хама нихçанхилле телейлĕ туйнăран юлашкинчен килĕшрĕм. Шикленни ахалех пулчĕ. Пулас хуняма та, Кĕтерук та ăшшăн йышăнчĕç.
Çĕнĕ çемье халĕ манăн. Çĕнĕ çула шăпах унпа пĕрле кĕтсе илетĕп те. Хĕл Мучирен юлашки хут савни ыйтнăранпа мăшăрлă та, ачаллă та пултăм темелле. Тавах, Кĕтерукпа та пĕр чĕлхе тупрăмăр. Çĕнĕ çынсен хушшинче хама çав тери телейлĕ туятăп. Вĕсене ăшăлăхпа çепĕçлĕх парнелеме тăрăшатăп. Чи çутă ĕмĕтпе пурăнатăп - Хĕл Мучирен пепке ыйтас тетĕп.
ВАЛЕНТИНА.
Шупашкар хули.
Комментировать