Литература çулталăкĕ тухăçлă иртрĕ

31 Дек, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейри кĕнеке кăларакансен Ассоциацийĕнчен ŸАСКИ çыру килнĕ. Унта Ассоциаци Президенчĕ Константин Чеченев Михаил Васильевича Раççейри Литература тата республикăри К.Иванов çулталăкне Чăваш Енре тухăçлă ирттернине палăртса тав тунă.

Çитĕнÿсем куç умĕнче: Пĕтĕм Раççейри «Чи вулакан регион» конкурсра пирĕн Республика Федерацин малта пыракан суб<ектсен пĕрремĕш теçеткине кĕме пултарнă, «Çулталăкри чи лайăх кĕнекесем» ăмăртура Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсем сумлă Дипломсене тивĕçнĕ.

Хальхи тапхăрти экономика лару-тăрăвĕ çăмăлах маррине пăхмасăрах Чăваш кĕнеке издательстви тĕрлĕ кăларăмсен шутне ÿстерсех пынине те палăртнă çырура. Тĕслĕх вырăнне Чăваш литературин антологийĕн черетлĕ томне, «Чăваш литературин историйĕ. XX ĕмĕр» вĕренÿ кĕнекине тата чăваш калавĕсен вырăсла кăларнă пуххине илсе кăтартнă. Федерацин «Раççей культури» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăра виçĕ кăларăм кун çути курнине те асăннă.

Çыру вĕçĕнче Константин Чеченев иртсе пыракан Литература çулталăкĕ Чăваш Республикин ертÿлĕхне малашне те кĕнеке культурин аталăнăвĕ валли тĕп никĕссене палăртса тухăçлă ĕçлеме хавхалантарасса шаннине пĕлтернĕ.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Рубрика: