Ирĕке - таса шухăш-кăмăлпа

13 Мар, 2014

1879 çулта Раççей Шалти ĕçсен министерствинче Тĕп тĕрме управленине туса хунă. Çапла вара çĕр-шывăн уголовлă айăплава пурнăçлакан тытăмĕ çак кунсенче 135 çул тултарчĕ. Паллă кун ячĕпе журналистсемпе курнăçнă май Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Алексей НЕЦКИН Чăваш Енри тĕрме-колони ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Тĕрмесен историйĕ авалтанах пуçланать. Раççейре 15-16-мĕш ĕмĕрсенчех уголовлă право енĕпе хăш-пĕр норма акчĕсене йышăннă. I Петĕр патша вăхăтĕнче айăплав хаярланнă. Преступлени тунă çынсене вĕлересси, асаплантарасси йăлана кĕнĕ, инçете каторгăна, галерăсем çине ссылкăна ярасси те пулнă. Чăваш Ене илес тĕк - ал çырусенче тĕрме пирки пуçласа 1555 çулта асăннă - çавăн чух пирвайхи тĕрмене тунă. Йывăçран çĕкленĕскер 100 çул иртсен çунса кайнă, ун вырăнне чулран тунă. Халĕ вăл - Шупашкарти 1-мĕш СИЗО. Çак изолятор çурчĕ 1648 çулта тунăскер. Ватă тепĕр тĕрме - Çĕрпÿри СИЗО, вăл та 5 çул каялла 200 çул тултарнине паллă турĕ.

Ĕлĕкхипе хальхи - çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăм. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ФСИНăн республикăри учрежденийĕсенче 7661 çынна хупса усранă. А.Нецкин палăртнă тăрăх - пирĕн тĕрме-колонири контингент «йывăрскер». Асăннă йышăн 27% - çын вĕлернĕшĕн айăпланăскерсем, 11,6% - çул çитменнисем, ачасем, хĕрарăмсем тĕлĕшпе вăйпа усă курнисем. Пĕтĕмĕшле илсен 60% - уйрăмах йывăр преступлени тунисем. Каварлашнă ушкăнсен йышĕнче саккуна пăсни нумай. Радикаллă исламистсем те пур: Дагестан, Чечня, Адыгея, Кабарда-Балкар çыннисем... Çавăнпа та вĕсемпе ĕçлесси те чăннипех яваплă.

Апла пулин те Алексей Алексеевич хăйне пăхăнса тăракансен ĕçне ăнăçлă тесе хаклать. Чăваш Енри управлени йышĕпе пĕрешкел тытăмсен ретĕнче мĕн пур кăтартупа Раççейре 4-мĕш вырăн йышăнни те çакна çирĕплетет. Лару-тăру пĕтĕмĕшле илсен йĕркеллĕ. Йĕплĕ карта леш енче йĕркене, саккуна пăснине курмăш тумаççĕ. Калăпăр, колонисемпе изоляторсенче юраман япаласене туртса илнин кăтартăвĕсемех мĕне тăраççĕ. 501 пин тенкĕ укçа, 1,2 пин литра яхăн эрех, 1,2 кг ытла наркотик хатĕрĕсем, 574 çыхăну хатĕрĕ туртса илнĕ. Юраман япаласем пама, карта урлă ывăтма тăнă 154 çынна тытса чарнă, вĕсенчен 2-шне наркотиксемшĕн уголовлă майпа явап тыттарнă. Айăпланнисем тарнă тĕслĕхсем пулман.

Паллах, ристансене тÿрĕ çул çине тăратас тĕлĕшпе вĕсене ĕçе явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе те ĕç-пуç темиçе çул каяллахинчен чылай улшăннă - лайăх еннелле. Пĕлтĕр колонисенчи ĕç адаптацийĕн центрĕсем 837 млн яхăн тенкĕлĕх тĕрлĕ продукци туса кăларнă /танлаштарма: виçĕм çулхи кăтарту - 650 млн тенкĕлĕх/. Продукци ассортиментне туллин асăнмашкăн хаçат страницин самай пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ: металл изделисенчен пуçласа строительство материалĕсем таранах. Халĕ ав судпа айăпланнисем валли ăшă тумтир те кăларма тытăннă: свитерсем, шарф-калпак, аялти кĕпе-йĕм... А.Нецкин Чăваш Енри колонисенче туса кăларакан тавар пахалăхĕ пирки иккĕленмест: пахарах, çав вăхăтрах йÿнĕрех. Çакăн сăлтавне те уçăмлатать: «Стройматериалсенех илер. Вĕсене çирĕп хураллакан карта леш енче туса кăлараççĕ вĕт - сăмахран, цемента вăрлама çук. Вăл е ку материалта нормăпа пăхни пĕтĕмпех виçеллĕ. Ĕненсемĕр, пирĕн патра пĕçерекен çăкăр пирки те çавнах калама пултаратăп: вăл «ирĕкри» лавккасенче сутаканнинчен тутлăрах».

Продукцин пĕр пайĕ чикĕ леш енне те каять - Китая, Турцие, Швецие. Чăн та, ФСИН управленийĕ ют çĕр-шывсенчи компанисемпе тÿрремĕнех çыхăну тытса ĕçлеймест, саккун çапла тума чарать. Çавăнпа посредниксен пулăшăвĕпе усă курма тивет. Паян республикăри юсанмалли учрежденисенчи кулленхи вăтам ĕç укçи 272 тенкĕпе танлашать. Нумай тееймĕн, анчах преступниксене унта укçа çапма яманнине шута илсен - япăх мар. Тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем премие те тивĕçеççĕ, çавна май вĕсен шалăвĕ те, паллах, чылай пысăкрах.

Алексей Алексеевич айăпланнисене ирĕке тухмашкăн хатĕрлесси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлине палăртать. Шăпах çак тĕллевпе юсанмалли учрежденисенче ристансене тĕрлĕ профессие вĕрентеççĕ: поварсем, слесарьсем, ПВМ операторĕсем, токарьсем, столярсем - пурте ирĕкре кирлĕ специальноçсем. Çав вăхăтрах айăплав вăхăтне ирттермелли условисене лайăхлатас тĕлĕшпе те улшăнусем курăмлă. Управлени ертÿçин шухăшĕпе - «вуннăн харăс ларса апатланмалли сĕтелсем аваллăхра юлмалла. Апата пурне те пĕр савăтран антарса парасси те манăçать - порцисемпе валеçме пуçлатпăр». Тĕрме-колони ристансен тăванĕсемшĕн, обществăшăн уçăрах пулма ăнтăлни те куç кĕрет. Сăмах май, массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн ку енĕпе халĕ чăрмав çук: çак йĕркесен авторне илес тĕк - Чăваш Енре вăл кĕрсе курман юсанмалли учреждени юлмарĕ те темелле.

Пĕр вăхăтра СИЗОсенче тăвăрри пирки ÿпкев пулнăччĕ. Ку енĕпе те лару-тăру улшăнса пырать. УФСИН учрежденийĕсен лимичĕ - 8,2 пине яхăн çын валли, чăннипе вара, каларăмăр, паян йыш чылай пĕчĕкрех. Лапсарти çĕнĕ изолятора туса пĕтерсен пушшех ĕç-пуç лайăхланмалла. Алексей Алексеевич çав СИЗО 2016 çулта хута каяссине çирĕплетсех палăртрĕ. Пĕлтĕр 7-мĕш ЛИУ территорийĕнче 60 вырăнлăх психиатри уйрăмĕн строительствине вĕçленĕ. Унта айăпланнă, психика енĕпе чирлĕ çынсене Раççейĕн мĕн пур кĕтесĕнчен илсе килеççĕ, тивĕçлĕ пулăшу кÿмешкĕн кирли пĕтĕмпех пур.

Журналистсене, паллах, ФСИН ĕçченĕсен хăйсен шалăвĕ те кăсăклантарчĕ. А.Нецкин пĕтĕмĕшле кăтартăва асăнаймарĕ - стажа, должноçа, ыттине кура вăл тĕрлĕ. Анчах офицер должноçне тинтерех кăна ĕçлеме килнисем 35 пин тенкĕ патнелле илеççĕ - кÿренмелле мар. Сотрудниксен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă мерăсем те илĕртÿллĕ. Пĕлтĕр кăна 73 çынна çурт-йĕр сертификачĕ панă - 118 млн ытла тенкĕлĕх. Çавăнпах пуль паян айăплава пурнăçлакан тытăма ĕçлеме килес кăмăллисем черет тăраççĕ теме те юрать. Анчах вакансисем çук. Çакă йыша виçеллĕ тăвас енĕпе йышăнакан мерăсемпе те сăлтавланнă.


Николай КОНОВАЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.