15-мĕш çулхи асра юлнă 15 пулăм
Паллах, çулталăк тăршшĕпе асра юлнисем 15 кăна мар, чылай ытларах пулнă. Анчах эпир вĕçленекен çулталăка тишкерсе пĕтĕмлетнĕ май чи пысăккисене,
республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивекеннисене, палăртса хăварас терĕмĕр. Çапла вара - 2015 çул мĕнпе асра юлĕ-ха? Пĕлтерĕшне кура - йĕркипе каяр...
1. Çĕнтерÿ
Çĕршывăмăр 1941-1945 çулсенчи хаяр та тискер вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявларĕ. Юнпа пĕвеннĕ, куççульпе тăварланнă уяв... Шупашкарта та парад пулчĕ, «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнса ачисемпе мăнукĕсем çапăçусенче пуç хунă çывăх çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса тухрĕç.
Чăваш Енрен фронта ун чухне 200 пин ытла çын тухса кайнă, çурри ытла тăван ене таврăнайман. Шел те, таврăннисен йышĕ те чаксах пырать. Вĕсенчен чи çамрăккисем те 90 çула çывхарса пыраççĕ вĕт. Уяв умĕн республика ертÿлĕхĕ 25 пин ветерана, салтак арăмне праçник ячĕпе салам çырăвĕсем янă. Çав шутра - 1840 инвалидпа ветеран. Çаксем ĕнтĕ - юлнисем...
2. Суйлав
Çулталăк республика Пуçлăхĕн суйлавне хатĕрленнипе, ăна ирттернипе палăрса юлчĕ тесен йăнăшмастпăр пуль. Самай çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Кĕтменлĕх пулмарĕ: суйлавра 2010 çулта Чăваш Ен тилхепине тытнă Михаил Игнатьев çĕнтерчĕ.
Уншăн 362 пин çын ытла сасăланă - суйлавçăсен 65,54:. Ытти кандидат пухнă сасăсен шучĕ чылай пĕчĕкрех: Олег Николаев /СР/ - 14,79, Валентин Шурчанов /РФКП/ - 12,77, Константин Субботин /РЛДП/ - 3,37:.
«Хамăрăн ÿсĕмсене упрăпăр, халăх суйланă влаç халăх ырлăхĕшĕн ĕçлетĕр, обществăшăн тăрăштăр тесе пĕтĕмпех тăвăпăр. Ку манăн принциплă позици пулнă, пулĕ те», - терĕ Михаил Игнатьев суйлав хыççăн Чăваш Енре пурăнакансене хăйне шаннăшăн тав тунă май.
3. Визит
Çапла кĕске вăхăтра патшалăхăн чи аслă икĕ ертÿçи Чăваш Ене килни халĕччен пулман. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче республикăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе кайнăччĕ, кăçалхи нарăс варринче вара Правительство Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев пулчĕ. Унпа пĕрлех - Аркадий Дворкович вице-премьер, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Ливанов, Михаил Бабич полпред, ыттисем. Çĕнĕ Шупашкарта Инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Хăнасем спутник-хулари хĕвел батарейисем кăларакан заводпа паллашрĕç.
Пысăк технологисене тĕпе хуракан производствăпа премьер-министр кăмăллă пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа курнăçнă май Дмитрий Анатольевич Чăваш Ен экономикинчи лару-тăрупа, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвĕпе кăсăкланчĕ. «Лайăх», - пулчĕ унăн хаклавĕ.
4. Патриарх
Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Енре Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пулчĕ. Сăмах май, Шупашкарта вăл маларах та пулнă иккен - 1969 çулта.
Патриарх тĕп хулари Татиана соборĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Владимир кнеç чиркĕвĕнче кĕлĕсем ирттерчĕ, Шупашкарта Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркÿ никĕсне капсула хывма хутшăнчĕ. «Нумай нациллĕ халăх тĕрлĕ культурăна, тĕрлĕ чĕлхене, тĕрлĕ йăла-йĕркене хисеплесен çеç сыхланса юлма пултарать. Чăваш Енри тăнăçлăхпа лăпкăлăхшăн - Турра тав!» - пехил пек янăрарĕç унăн сăмахĕсем.
5. Влаç
Суйлав иртнĕ май Министрсен Кабинетĕнче, влаçăн ытти органĕнче чылай улшăну пулчĕ - вĕсене пĕтĕмĕшле пĕр пулăма пĕрлештерни вырăнлă пек. ЧР Пуçлăхĕ Правительствăн çĕнĕ тытăмне çирĕплетрĕ. Унччен министрсемех вице-премьерсен тивĕçне те пурнăçлатчĕç, халĕ Правительство Пуçлăхĕн пайăр заместителĕсем пур - Михаил Резников тата Алла Салаева. Хăшпĕр министр кайрĕ - урăххисем килчĕç. Ял хуçалăх министерствин тилхепине Сергей Артамонов тытрĕ. Физкультурăпа спортшăн халь Сергей Шелтуков яваплă, транспортпа çул-йĕршĕн - Владимир Доброхотов. Культурăшăн вара - Константин Яковлев. Чăн та, вăхăт самаях иртрĕ пулин те вăл халĕ те министр тивĕçĕсене пурнăçлаканăн статусĕпе кăна-ха. Ял хуçалăх министерствине ертсе пынă Сергей Павлов вара халь çутçанталăк ресурсĕсен министрĕн пуканĕ çинче.
Район-хулари влаç улшăнăвĕсен шайнех анмăпăр. Тĕп хулана кăна палăртса хăварар: кунта суйлав нимĕн те улăштармарĕ - Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков хăйсен вырăнĕсенчех юлчĕç.
Федераци тытăмĕсенче те кăçал улшăнусем пулчĕç. Калăпăр, Федерацин налук службин Чăваш Енри чылай çул тулли статуслă ертÿçĕсĕр пулнă управленийĕнче тинех «хуçасăрлăх тапхăрĕ» вĕçленчĕ - ертÿçĕ должноçне Марина Петровăна çирĕплетрĕç. Çав вăхăтрах Шалти ĕçсен министерстви министрсăр юлчĕ - икĕ уйăх каялла Сергей Семенов пăрахса кайрĕ. Çĕнни паллă мар-ха - «ютран ярса параççĕ» текен сас-хура пур. Республика прокурорĕ те - çĕнĕ çын: пенсие кайнă Владимир Метелин вырăнне çу уйăхĕнче Сергей Легостаев йышăнчĕ.
6. Хутшăнусем
Персонăсем пирки сăмах пуçартăмăр пулсан - ăна малалла тăсар. Темиçе çул Раççей Ял хуçалăх министерствине ертсе пынă хыççăн ентешĕмĕр, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров çак должноçран кайрĕ. Анчах - влаçран мар. Халь вăл - РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ. Тĕрĕссипе, патшалăх ертÿçисен пирвайхи теçеткинче темелле - чăваш çакнашкал пысăк должноç йышăнни çĕршыв историйĕнче халĕччен пулнă-ши? Çук пуль...
Ку пулăм пирки каланă май тепĕр саманта та палăртса хăварас килет. Николай Федоровпа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнăвĕсем чылайранпа сивĕрех пулни вăрттăнлăх мар. Халь тинех «ăшăнма» пуçларĕç - иккĕшĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсемпе те пĕрле курнăçрĕç. Республика влаçĕсем Николай Васильевич сумлă должноçа килнĕ май Чăваш Ене пулăшасса шаннине пытармаççĕ.
7. Хаклав
Çĕртме уйăхĕн варринче Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн суб<екчĕсенчи инвестици климачĕн Наци рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Чăваш Ене бизнес тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăннă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин форумăн пĕрлехи ларăвĕнче çапла палăртрĕ: «Форумри тавлашусенче ырă тĕслĕхсене асăнчĕç ĕнтĕ, анчах эпĕ меллĕ самантпа усă курса вĕсене тепĕр хут асăнасшăн. Вĕсем - Калуга облаçĕ, Тутарстан... Чăваш Республики, Тула облаçĕ. Инвестици климачĕн Наци рейтингĕ влаçăн мĕнпур шайĕнчи управлени пахалăхне лайăхлатмалли инструмент пулса тăмалла».
ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн шучĕпе, çак хаклав - республикăн влаç органĕсем бизнес-пĕрлĕхпе алла-аллăн ĕçленин тухăçлă кăтартăвĕ: «Çĕршывăн пĕрремĕш çыннин çакнашкал пысăк хаклавĕ тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет».
8. Проект
Ăнчĕ-тĕк - çак проект 16-17-мĕш çулсенчи чи малтан асăнмалли тĕп пулăм шайне те çĕкленме пултарĕ. Хальлĕхе вара влаçсем ун пирки асăрханарах кăна калаçаççĕ-ха. Çапах килĕшĕве кăçал алă пуснă та - ăна сиктерсе хăварма юрамастех.
«Ренова Оргсинтез» компани Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» çĕнĕ производство уçма хатĕрленет. Китайри компанипе кунта çумкурăкпа кĕрешмелли гербицид - глифосат - туса кăларма пуçламалли килĕшĕве алă пуснă. Проекта 2016-2017 çулсенче хута ярасшăн. Инвестицисен калăпăшĕ калама çук пысăк - 120 млрд тенкĕ. Паллах, çĕнĕ çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ йĕркелес шанăç пур. Производствăн çулталăкри хăвачĕ 50 пин тоннăпа танлашмалла. Хăшĕсем глифосат наркăмăшлă хутăш пулнă май хăрушлăх пысăкки пирки калаççĕ те - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, сăмахран, вăл хăрушлăхĕпе «Химпром» халĕ ĕçлекен хутăшсемпе те танлашайманнине çирĕплетет. Глифосата Çĕнĕ Шупашкарта туса кăларма тытăнни çак гербицида чикĕ леш енчен кÿме пăрахмашкăн май парĕ.
9. Çитĕнÿ
Кризиса кура кăçал промышленноç, строительство отраслĕн кăтартăвĕсем мухтанмалăхах çук. Ял хуçалăхĕ вара мăнаçланма сăлтав пачĕ - паллă пулăм мар-им? Тăхăр уйăхри ĕç-хĕл индексĕ 104: танлашнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем те курăмлă пулаççĕ-тĕр.
Чăваш Ен кăçал кăнтăр енчи районсенче типĕ çанталăк тăнине пăхмасăр 571 пин тонна тĕштырă туса илнĕ. Çĕрулми тухăçĕ пушшех савăнтарать - 684,5 пин тонна /пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 124,5:/. Аш-какай туса илесси самай пысăк ÿсĕмлĕ, сĕт сăвасси те хушăннă. Анчах республикăра акман-сухаламан çĕрсем те нумай-ха: тар тăкмалăх пур. Пин-пин гектар çĕре çаврăнăша кĕртсен çÿлерех асăннă цифрăсем тата та пысăкрах пулмалла та...
10. Спорт
Шупашкар çулла Европăн çăмăл атлетсен командисен VI чемпионатне йышăнчĕ. Кунашкал сумлă ăмăртусем Чăваш Енре çулленех иртмеççĕ. Ăмăртусене мĕнлерех ирттернине, чикĕ леш енчен килнĕ çĕр-çĕр хăнана мĕнлерех йышăннине тивĕçлĕ тытăмсем пысăка хурса хакланă.
Тĕп хуламăр 2016 çулта йышăнма хатĕрленнĕ сумлă тепĕр ăмăрту вара, тĕнчери хăвăрт утакансен командисен чемпионачĕ, Шупашкарта пулмасть - çак йышăнăва çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Сăлтавĕ - Раççейĕн çăмăл атлечĕсемпе çыхăннă допинг пăтăрмахĕ. Шел, пысăк ăмăрту Шупашкаршăн тĕнче шайĕнчи пиар пулмаллаччĕ, бюджета пуянлатма пулăшмаллаччĕ... Шупашкар ăмăртусене йĕркелемелли инфратытăма чылай миллион укçа хывма та ĕлкĕрнĕччĕ... Нимĕн те тăваймăн...
Юрĕ, ытла кулянар мар, çитĕнÿсемшĕн савăнар - вĕсем пур. Кăнтăр Корейăра утă уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиада иртрĕ. Раççей командинче пирĕн тăватă ентеш пулчĕ. Гимнасткăсен командинче пирĕн Полина Федорова пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Хăвăрт утакан Марина Пандакова вара кĕмĕл медале тивĕçрĕ.
11. «Пăкă»
Çĕрпÿ кĕперĕ тинех уçăлчĕ! Çук, строительсене куншăн пĕртте мухтас килмест. Пушкăртстанри пĕр çул-йĕр организацине шаннă та - ĕçсене тăсса ячĕç. Миçе çул хушшинче миçе пин водитель, пассажир Çĕрпÿ кĕперĕн нушине тÿсмерĕ пуль! «Пăкăра» сехет е унтан та ытларах лар-ха - такама та ылханăн! Халь çулçÿрев йĕркеллĕ. Чăн та, транспорт кĕперĕн хăрах енĕпе кăна икĕ еннелле çÿрет-ха. Çăва тухсан тепĕр енне реконструкцилеме пуçларĕç-тĕк - «пăкă» каллех таврăнмĕ-ши? Турă ан хуштăрах.
Кĕпер тенĕрен - кăçал Шупашкарти Мускав кĕперне те тума пуçларĕç. Хальлĕхе хатĕрленÿ ĕçĕсем кăна пуçланнă-ха. Строительство темиçе çула тăсăлмалла. Паянхи тăватă йĕрлĕ /икĕ еннелле икшер/ кĕпер вырăнне ултă йĕрлĕ каçă пулмалла. Ăна туса пĕтериччен çав вырăнта каллех çулçÿрев чăрмавлă пулма пултарассинчен водительсем халех шикленеççĕ ĕнтĕ. Юрĕ, строительство вĕçленсен нимĕнле чăрмав та пулмасса шанар та - шăла çыртар. Шел те, хула çыннисен кăмăлне пăсмалли тепĕр самант та пур: строительство вăхăтĕнче Шупашкар илемĕ-мăнаçлăхĕ шутланакан заливри шыва юхтарса кăлараççĕ иккен. Мĕнпе киленĕпĕр?
12. Пăр кермен
«Шупашкар-Арена» Пăр кермен пирки те чăннипех тĕп хула илемĕ теме пулать. Республикăри чи сумлă та аслă, илĕртÿллĕ спорт об<екчĕ. Вăл утă уйăхĕн пуçламăшĕнче уçăлчĕ. Ăна тума 1,6 млрд тенкĕ хывнă. Кермен 7,5 пин куракана йышăнма пултарать.
Ăна уçма паллă хоккеист Владислав Третьяк та килнĕччĕ те - тĕлĕннине-савăннине вăл та пытармарĕ. Хисеплĕ спортсмен Пăр керменте Раççей шайĕнчи ăмăртусене те ирттерес шухăшне палăртрĕ. Çав шутра - ачасен хоккей турнирĕсене. Эпир - хаваспах: пурне те хапăл!
13. Инвестицисем
Çĕнĕ завод-фабрика уçăлни пирки ытларах çырас килетчĕ те - список вăрăм тееймĕн. Çапах - лайăх тĕслĕхсем пур. Сăмахран, Шупашкарта яппунсен компанийĕ автомобильсем валли жгут кабельсем кăларакан çĕнĕ производство уçрĕ. 260 млн тенкĕ инвестици хывнă, 125 çын валли ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара керамика плиткăсен производстви хута кайрĕ - ырă пулăм.
Çапах çухатусăр та мар. Шупашкарти сĕт завочĕ, темиçе çул Danone компани харпăрлăхĕнче пулнăскер, хупăнать. 149 çын ĕçсĕр юлать. Чăн та, влаçсем лăплантараççĕ: çынсене ĕçпе тивĕçтерĕпĕр, сĕт юр-варĕн сентрисем те пушĕ пулмĕç - республикăра сĕтрен тĕрлĕ продукци хатĕрлекен хăватсем çителĕклĕ.
14. Хÿтлĕх
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче республика Пуçлăхĕн Чăваш Енĕн ĕç ветеранĕн ятне тивĕçмелли ĕç стажне чакаракан указĕ вăя кĕчĕ. Стажа икĕ çул çурă чакарнă: çапла вара халь арçынсене ĕç ветеранĕ пулмашкăн 42,5 çулпа танлашакан стаж кирлĕ, хĕрарăмсене - 37,5 çул. Пурнăç тăршшĕпе тар тăкса ĕçленĕ çынсемшĕн - курăмлă тĕрев, ветеран ячĕ уйăхсерен 1082 тенкĕпе танлашакан хушма укçа илме май парать вĕт. Çак йышăну ЧР Пуçлăхĕн указĕпе çитес çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернипе питех те килĕшÿллĕ.
15. «Хыпар»
Ыттисене хаклатпăр-тăк - хамăра мĕншĕн хисеплес мар? «Хыпар» Издательство çурчĕшĕн те 2015 çул палăрса юлать. ИÇ «Хыпар» çĕнĕрен чĕртсе тăратнă «Çамрăксен хаçачĕ» раштав пуçламăшĕнче 90 çул тултарчĕ. Вăл 90 çул каялла «Çамрăк хресчен» ятпа тухма пуçланă. Çавра тепĕр дата та пулчĕ - пирĕн кăларăмпа çыхăннăскерех: «Капкăн» журнал та пуш уйăхĕнче 90 тултарчĕ.
Юбилей тенĕрен - чăннипех сумлă дата çывхарать кăна-ха: çитес кăрлачра «Хыпар» хаçат 110 çул тултарать. Саламлама хатĕрленĕр!
«Хыпар» пирки каланă май çакна та палăртса хăвармаллах: Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ улшăнчĕ. Тилхепене çулталăк тытса пынă Валерий Туркая коммерци службин директорĕ Михаил Арланов /маларах - тĕп редактор заместителĕ/ улăштарчĕ. «Издательство çуртĕнче «поэзи» тапхăрĕ вĕçленчĕ», - шÿтлеççĕ «Хыпар» ĕçченĕсем, малалли тапхăрне кирек мĕнле ят парсан та вăл йывăр ан пултăрах.
2015 çула Николай КОНОВАЛОВ пĕтĕмлетнĕ.
Комментировать