Ашшĕ якатнă çулпа...

31 Дек, 2015

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Шупашкар ÿнерçин Мария Фомиряковăн "Мы/Эпир" куравĕ уçăлчĕ.

Хăйĕн пултарулăхĕн тĕп тĕллевне вăл несĕлсен авалхи тĕнĕнчи сăнарсене тĕпченинче курать. Экспозицири тĕп картинăсем - чăваш туррисемпе чунĕсен сăнарĕсем. Чăваш мифологийĕнче 200 ытла турăпа вĕсене пăхăнса тăракан чунсем пулнă теççĕ. Вĕсем пур çĕрте те - тÿпере, çĕр çинче, çĕр айĕнче - пурăннă-мĕн. Пантеон пуçĕнче Турă тăнă. Вăл, кĕмĕл çÿçлĕ, кĕмĕл сухаллă, аллине туя тытнă ватă мучи майлăскер, çÿлти тÿпере пурăннă. Ун йĕри-тавра ырă чунлă пирĕштисем çÿренĕ.

Çак тата ытти сăнарпа - Хĕрт-суртпа, Аслатипе, Хаярпа, Ушапа, Ийепе, Вут йышĕпе тата ыттипе те - паллашма май пулчĕ куравра. Экспозицие çавăн пекех реализм майĕпе пурнăçланă ĕçсем те илем кÿчĕç. Вĕсем - пейзажсем, портретсем. Графика произведенийĕсем те пур.

Ÿнерçĕ пирки çакна каламалла: Мария Фомирякова - халăхра аван пĕлекен ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Георгий Фомиряковăн хĕрĕ. 2008 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пилĕк çул унтах преподавательте ĕçленĕ. Каярах хăйĕн ĕçне - "Спецпроект" ООО йĕркелесе янă. Мария тĕрлĕ курава хутшăннă, ятарлă выставкисем Шупашкарта тата Самарта иртнĕ.

Курава ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Геннадий Иванов-Орков уçрĕ. Вăл Фомиряковсен пысăк та вăйлă йăхĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Марийăн ашшĕ - Чăваш Енри этнофутуризм классикĕ. Хĕрĕ те ун çулĕпех утать. Çак шухăша ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин та палăртрĕ. Çамрăк художнике ырă сунса çавăн пекех Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов, Алексей Иванов /Сĕрмек/ художник тата ÿнерçĕн ашшĕ Георгий Фомиряков сăмах каларĕç.

Тимĕр АКТАШ.

 

Рубрика: