Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш съезчĕ

31 Дек, 2015

Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш сĕезчĕ иртнĕ.

Ăна йĕркелекенĕсем - Ульяновск облаçĕн Правительстви, Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Историпе культурăн Н.М.Карамзин ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ тата тĕрлĕ организаци йышĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ те.

Сĕездăн тĕп ларăвне Ульяновск облаçĕн Правительство ертÿçи Сергей Морозов хутшăннă, чи пултаруллă таврапĕлÿçĕсене чаплă лару-тăрура «Шапка Мономаха» премипе чысланă.

Университетăн вулав залĕнче илемлĕ тата таврапĕлÿ литературин куравне йĕркеленĕ, унта Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен таврапĕлÿçин Николай Казаковăн кĕнекисем те пулнă. «Тăван ен халăхĕсен кун-çулĕпе культурине тĕпчесси» секцире Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн членĕсем Д.Кузьмин, В.Пушкин, Н.Казаков-Ильмовский, В.Ярухин, Н.Павловский тухса калаçнă.

Иккĕмĕш сĕезда килес çул çулла ирттерме, унта пĕтĕм Атăл тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсене йыхравлама палăртнă.

Р.ПРОКОПЬЕВА.

Рубрика: