«Тăрăшсан ĕмĕт-тĕллев пурнăçланатех»

13 Мар, 2014

XXI ĕмĕр профессионалсен ĕмĕрĕ пулнине шута илсе паянхи çамрăксенчен нумайăшĕ тавра курăмне анлăлатма, хальхи йышши технологисене алла илме тăрăшать. Инноваци тата ăслăлăх ĕçне хутшăнакан та сахал мар. Ку енĕпе пухнă опыт хĕрсемпе каччăсене сумлă конкурссенче çĕнтерме, РФ Президенчĕн, тĕнче тата Раççей гранчĕсене тивĕçмешкĕн пулăшать. Акă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ăслăлăх секретарĕ /техника енĕпе/, аспирантура уйрăмĕн заведующийĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ольга НАУМЕНКО - РФ Президенчĕн тата ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, кашни çулах тĕрлĕ мероприяти-тупăшăва хутшăнса палăрать. Наука ĕçне пуçĕпех кÿлĕннĕскер нумаях пулмасть «Ăслăлăхри хĕрарăм сăнĕ» конкурсра гран-при çĕнсе илнĕ. Ольга çак çитĕнÿ тата хăйĕн пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

- «Ăслăлăхри хĕрарăм сăнĕ» конкурса «Раççейри çамрăк ăсчахсен пĕрлĕхĕ» организацин Чăваш регион уйрăмĕ кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелерĕ. Сăмах май, ун пеккине пирĕн çĕр-шывăн нихăш кĕтесĕнче те ирттермеççĕ. Кăçал ку конкурса 56 пике хутшăнчĕ. Эпĕ унта пĕлтĕр те хамăн вăя тĕрĕслесе пăхнăччĕ. Хальхинче ав çĕнтерме май килчĕ. 2013 çул маншăн чăнласах та ăнăçлă иртрĕ. 2012 çулхи кĕркунне «У.М.Н.И.К.» программăра çĕнтернĕрен пĕлтĕр 250 пин тенкĕ грант пачĕç. Унпа хамăн проекта пурнăçа кĕртмешкĕн ăнăçлă усă курнăран темиçе уйăх каялла тата тепĕр çавăн чухлĕ укçа уйăрчĕç. 2013 çултах Раççей Президенчĕн стипендине тивĕçес тесе конкурса хутшăнтăм. Ĕмĕтĕм тулчĕ: ку стипендие виçĕ çул илсе тăрăп. Унсăр пуçне пĕлтĕр Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне лекрĕм. Çĕлен çулĕнчех диссертаци ĕçне хÿтĕлерĕм, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăтăм. Эпĕ икĕ специальноçпе - ял хуçалăхĕнчи электротехнологипе электрохатĕрсем тата апат-çимĕç производствин процесĕсемпе аппарачĕсем - хÿтĕлентĕм. Ăслăлăх ертÿçи - техника наукисен докторĕ, Галина Новикова профессор. Пĕлтĕрех чăкăт пĕçермелли СВЧ-индукци установкине хатĕрлемешкĕн патент илтĕм. Унсăр пуçне 2013 çулта аслă шкул лабораторийĕнче Галина Александрова ĕçтешĕмпе РФ Ял хуçалăх министерствин саккасĕпе пысăк тĕпчев ирттертĕмĕр. Ăна Мускавра пăхса тухса çирĕплетрĕç. Çавăн пекех пĕлтĕр манăн ăслăлăх статйи нумай пичетленчĕ. Çак çитĕнÿсем çÿлерех асăннă конкурсра çĕнтерме пулăшрĕç те. Унта шăпах çулталăкри ĕçсене тишкерсе хак параççĕ.

- Эсир шухăшласа кăларнă хатĕр пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

- Эпĕ сĕт юр-варне вĕрилентерсе хатĕрлемелли СВЧ-индукци установкине шухăшласа тупрăм, маларах асăнтăм ĕнтĕ, уншăн патента тивĕçрĕм. Ку хатĕрпе чăваш наци апатне - чăкăта - пĕçерес тĕлĕшпе тĕпчевсем ирттертĕм. Шупашкарти сĕт заводĕнче ĕçленĕ тапхăрта эпĕ çак çимĕçе хам та пĕçернĕ. Кивĕ технологисене тĕпе хунăран ку ĕç энерги тата вăхăт тĕлĕшĕнчен питĕ тăкаклăччĕ. Чăкăта электрокăмакара пĕçернĕрен энерги чăнах та нумай пĕтетчĕ. Тăпăрч хутăшне формăна хурса кăмакана лартмалла, температура пысăкран вăл хăпарса каять, çавна май ăна кăларса сивĕтмелле, унтан каллех - вĕри çĕре. Ун пек чухне ĕçлекен çын ÿтне пĕçертсе ярас хăрушлăх та пур-çке. Заводра вăй хунă чухнех çак производствăна çăмăллатма май çук-ши тесе шухăшлаттăмччĕ.

Тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн микрохумлă кăмакапа тата индукци плитипе /вăл электричество плитиех, анчах ахальлипе танлаштарсан электроэнергие икĕ хут сахалрах пĕтерет, хăвăрт хĕрет тата часах сивĕнет/ усă курас терĕм. Энергин икĕ тĕсĕ - СВЧ тата индукци - черетленсе пынăран чĕр тавара сивĕтме кăлармалла мар, вăл çак хатĕрсен ĕç камерисем пулăшнипе хăех çаврăнать, пиçет. Ку установкăпа пĕр сехетре янтăлакан продукци калăпăшне заводра 6-8 сехетре çеç хатĕрлеме май килет. Хамăр пĕçернĕ чăкăта экспертизăна патăмăр. Экспертсем ку çимĕç сиенсĕртерех тата пахалăхлăрах пулнине палăртрĕç. Эппин, унăн юрăхлăх вăхăчĕ пысăкланать, ăна хамăр регионта сутнипе çеç çырлахмалла мар, кÿршĕ республикăсене те ăсатма юрать.

Хам шухăшласа кăларнă установкăпа хатĕрлекен продукци ассортиментне анлăлатас тетĕп. Малашне унпа çăнăхран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе пăхас килет.

- Техника сире мĕн пĕчĕкрен кăсăклантарнă-и е ку туртăм каярахпа çуралчĕ-и?

- Техника направленийĕ мĕнпе кăсăклă тетĕр-и? Унта йăлтах алăпа тытса пăхма май пуррипе. Тата пĕтĕмпех çирĕплетме-ĕнентерме пулать: пĕр кĕнекере пĕр тĕрлĕ çырни, тепринче пачах урăхла ăнлантарни çук. Пур çĕрте те пĕр формула. Çакă - чи пĕлтерĕшли. Теори тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕр формула çуралсан эпир ăна практикăра çирĕплетме е пăрахăçлама пултаратпăр. Çак тĕп-тĕрĕслĕх пурри, ăна хăв асăрхама тата çынсене кăтартма май пурри илĕртет те мана.

Эпĕ Шупашкарти 12-мĕш училищĕре сĕт юр-варĕ хатĕрлекен мастера вĕреннĕ чухне тăпăрч пирки диплом çыртăм. Мускав патшалăх прикладной биотехнологи университетĕнче инженер-технолог специальноçне алла илнĕ май çак темăнах малалла аталантартăм. Раççейĕн тĕп хулинчи аслă шкулта пĕлĕве куçăн мар майпа тарăнлатнă хушăрах Шупашкарти сĕт заводĕнче вăй хутăм. Çапла вара сĕт юр-варне хатĕрлессин йăлана кĕнĕ технологийĕсене улăштарассипе, çĕнĕ ресурссемпе усă курассипе, энергие перекетлессипе çыхăннă темăна эпĕ 2003 çултанпах тĕпчетĕп. Ун чухне çак ĕçпе «Аслă Атăл çамрăклăхĕ» фестивале хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăнтанпа ку енĕпе мĕн тĕрлĕ кăна тĕпчев ирттермен-ши?

- Производство мар, ăслăлăх ытларах илĕртрĕ апла? Хăшĕ-пĕри наукăра ĕçлеме кичем тесе шухăшлать. Сире мĕнле пек?

- Производствăра эпĕ 6,5 çул ĕçлерĕм. Ахаль рабочирен пуçласа тăпăрч цехĕн мастерĕн пулăшуçине çитрĕм. Унтан декрет отпускне кайрăм. Ачапа килте ларнă чухне ял хуçалăх патшалăх академийĕн аспирантурине вĕренме кĕтĕм, каярахпа мана аслă шкултах ĕçлеме сĕнчĕç. Çапла хама наукăра «тупрăм». Эпĕ шухăшласа кăларнă хатĕрпе производствăра анлăн усă курма пуçласса шанатăп. Ăслăлăх пирки калас тăк унта пĕрре те кичем мар, пачах урăхла - интереслĕ. Тĕрлĕ тĕпчев ирттернĕ чухне хушăран кĕтмен кăтартусем пулаççĕ. Вĕçне-хĕрне тухас тесе тата малалла тĕпчетĕн. Питĕ кăсăклă çакă. Арçынсенчен хăшĕ-пĕри хĕрарăмсем, уйрăмах сарă çÿçлисем, техника саманчĕсене, механикăна ăнланмаççĕ, пĕлмеççĕ тени тепĕр чухне такăнтарать вара. Этемлĕхĕн черчен çурри умне тĕллев лартсан йăлтах тума пултарать: машинăна юсама та, урапине улăштарма та... Кирлĕ пулсан вăл механикăпа çыхăннă кĕнекене пĕтĕмпех «шĕкĕлчесе» тухать, çак пĕлÿпе пурнăçра усă курать.

- Ольга, тĕрлĕ конкурса тăтăшах хутшăнатăр. Çакă мĕн енĕпе те пулин пулăшать-и?

- «Çамрăк изобретатель», «XXI ĕмĕр ăслăлăхĕ» йышши конкурссене кашнинчех хутшăнатăп. Вĕсем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, хавхалантараççĕ. Тепĕр чухне çакăн пекки те пулкалать: ĕçлетĕн-ĕçлетĕн, ку мана мĕн тума кирлĕ-ха тетĕн. Конкурссем вара ĕçсене те, кăмăла та лайăхлатаççĕ.

- Хальхи вăхăтра çамрăксенчен нумайăшĕ пысăк хуласенелле туртăнать, вĕсенче карьера тумашкăн май ытларах пулнине палăртать. Сирĕн ун пек шухăш çуралман-и?

- Эпĕ «Ăçта çуралнă - çавăнтах кирлĕ пулнă» каларăша тĕпе хурса пурăнатăп. Унсăр пуçне манăн пĕчĕк юхан шыври пысăк пулă пулас килет, пачах хирĕçле мар.

- Малашлăх тĕллевĕсем еплерех?

- Хальлĕхе тĕп вырăнта - карьера. Хам ĕçлекен тытăмри ăсталăха ÿстерсе пырас килет. Мана шанса панă должноçсенче чăтăмлăх, тарăн пĕлÿ, анлă тавра курăм кирлĕ. Çавăнпа та пĕлĕве татах ÿстерес тетĕп. Унсăр пуçне доктор диссертацине те çырмалла. Çав хушăрах çемье пирки те манмалла мар. Юрать-ха мана мăшăрăм, атте-анне пулăшса пыраççĕ.

- Чун туртăмĕ валли вăхăт юлать-и?

- Шел те, юлмасть çав. Маларах тухăç ташшисемпе кăсăкланаттăмччĕ. Диссертаци ĕçне пула вĕсем пирки манма тиврĕ. Халĕ тепĕр хут ташлама пуçлас тетĕп.

- Çамрăксене мĕн сунасшăн?

- Куçăрсем яланах çунса тăччăр, ĕмĕт-тĕллев пултăр сирĕн. Ан тив, хальлĕхе ăна пурнăçа кĕртме çук пек туйăнтăр. Утăм хыççăн утăм тусан тĕллев пурнăçланатех. «Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак çук», - теççĕ вĕт.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

калаçнă

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.