Алена Аршинова "хыпарçăсемпе" тĕл пулчĕ

25 Дек, 2015

Депутат журналистсен информацийĕпе час-часах усă курать

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче нумайлăха асра юлакан тĕлпулу иртрĕ: кунта ĕçлекенсемпе курса калаçмашкăн Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕ Алена Аршинова килчĕ.

"Хыпар" ИÇ" АУ директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов сумлă хăнана "Хыпар" хаçат 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче 110 çул тултарассине пĕлтерчĕ. Издательство çурчĕ хальхи вăхăтра федерацин Атăлçи округĕнчи чи пысăк медиахолдингсенчен пĕри пулни, пĕтĕмпе 15 хаçат-журнал кăларса тăни çинчен каласа кăтартрĕ.

Алена Аршинова "Хыпар" журналисчĕсемпе тĕрлĕ мероприятире курнăçнине, çапах вĕсемпе хăйсем ĕçлекен вырăнта тĕл пулма пушшех кăмăллине палăртрĕ. Хăй пресса мониторингне ирттернине те пытармарĕ: "Журналистсем - пире пулăшакан çынсем, хушăран вĕсем критиклеççĕ те, хыпар та çитереççĕ. Эпĕ журналистсен информацийĕпе час-часах усă куратăп. Пресса мониторингне ирттернĕ май хама кăсăклантаракан сферăсем, тĕслĕхрен, ача сачĕсем пирки çырни-каланине тĕплĕнрех тишкеретĕп". 2016 çулта иртекен суйлавсем пирки калаçнă май Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат "Единая Россия" партин суйлав умĕнхи сасăлавне /праймериза/ хутшăнма хатĕрленнине пĕлтерчĕ.

Калем ăстисем "Ача сачĕсем - ачасене" проект /унăн ертÿçи шăпах Алена Аршинова/ ăнăçлă пурнăçланни çинчен сăмах пуçарсан депутат ку программăна малалла та тăсма шухăшсем пуррине, çапах халĕ шкулсен строительстви 1-мĕш вырăнта пулнине палăртрĕ. "Эпир халăха çĕнĕ шкулсем тума пуçламашкăн шантарнă, мĕншĕн тесен пирĕн çывăх вăхăтрах парта хушшине ларма хатĕрленекенсен йышĕ 3,5 млн ÿсет. Шăпах çак ачасем валли ача сачĕсем тунă, кĕçех вĕсен шкула каймалла. Пĕлÿ çурчĕсен строительстви ача сачĕсеннипе танлаштарсан вăрахрах тăсăлать, çакăн валли укçа-тенкĕ те чылай ытларах кирлĕ. Çавăнпа çĕнĕ шкулсем тумалли программăна 2016 çултах хута яма йышăнтăмăр. Шкулсен проекчĕсем пирки калас-тăк Чăваш Ен хатĕрленĕ пĕр ĕç федераци реестрне кĕнĕ ĕнтĕ. Ку вăл - ăнăçу, мĕншĕн тесен проектсем пĕтĕмпе те 10 кăна", - терĕ Алена Игоревна.

Вăл Чăваш Енре çĕнĕ ача сачĕ нумай тунине, çапах ку енĕпе татах ĕçлеме май пуррине каларĕ. 2013 çулхи авăн уйăхĕнчен вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн пепкесене 2 уйăхра чухнех садике вырнаçтарма юрать иккен. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 3-7 çулсенчи ачасене пурне те 2016 çулччен шкулчченхи учрежденисенче вырăнпа тивĕçтермелле пулнă. Халĕ вара программăн тепĕр пайне - 3 çултан кĕçĕнрех ывăл-хĕре яслие парассине - пурнăçа кĕртме пуçламалла. "Президент Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче федераци ача сачĕсен строительстви валли укçа нумай - 130 млрд ытла тенкĕ - панине палăртрĕ, ку вăл - асăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе явăçтарнă бюджет кредичĕсене шута илмесĕр. Регионсен федерацин черетлĕ программине кĕтмелле мар: хăйсен бюджечĕсенчен укçа тупмалла е патшалăхпа уйрăм предприятисен партнерлăхĕн мелĕпе усă курмалла. Хальхи вăхăтра эпир Чăваш Ен вице-премьерĕпе Алла Салаевăпа республикăра çак меслетпе ача сачĕсем тума май пуррипе çуккине тата норма-право акчĕсене мĕнлерех улшăнусем кĕртмеллине сÿтсе яватпăр. Паллах, чылай предприяти çакнашкал учреждени пирки ĕмĕтленет тата ăна хăпартса хута яраять, çапах - муниципалитетпа пĕрле. Çапла вара шкулсен строительствипе ĕçленĕ май ача сачĕсен ыйтăвне татса парассине малалла тăсатпăр. Тĕслĕхрен, пуçламăш шкул-ача сачĕ хăпартма пулать - кун пек харăсах икĕ ыйту татăлать. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ хальхи мар, маларахри Çырăвĕнчех каланăччĕ", - хăй ĕçлекен темăсене малалла уçăмлатрĕ А.Аршинова.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ пĕтĕмпе 40 ытла саккун проектне хатĕрлеме хутшăннă. "Вĕсенчен хăшĕ сирĕншĕн çывăхрах тата пĕлтерĕшлĕрех?" ыйтăва хуравланă май Алена Игоревна нумаях пулмасть йышăннисене аса илчĕ. Вĕсенчен пĕри - Таджикистанра 1992-1997 çулсенчи юнлă хирĕçтăрусене хутшăннисене ветерансемпе танлаштарасси çинчен калакан саккун. Пĕлтерĕшлисен йышĕнче вĕрентÿ тата налук саккунĕсем те: шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене тата ашшĕ-амăшĕн тÿлевне налуксенчен хăтарасси, тăлăх ачасене вĕренме кĕнĕ чухнехи çăмăллăхсене тавăрса парасси т.ыт.те.

Тĕлпулура тата ытти нумай ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Вĕсен хуравĕсене тата депутат Çĕнĕ çула кампа, мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнине "Хыпар" хаçатăн уяв номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.