Алена Аршинова - "Хыпар" Издательство çуртĕнче

24 Дек, 2015

Паян, раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче нумайлăха асра юлакан тĕлпулу иртрĕ: кунта ĕçлекенсемпе курса калаçмашкăн Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕ Алена Аршинова килчĕ.

"Хыпар" ИÇ" АУ директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов сумлă хăнана "Хыпар" хаçат 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче 110 çул тултарассине пĕлтерчĕ. Издательство çурчĕ хальхи вăхăтра федерацин Атăлçи округĕнчи чи пысăк медиахолдингсенчен пĕри пулни, пĕтĕмпе 15 хаçат-журнал кăларса тăни çинчен каласа кăтартрĕ.

Алена Аршинова "Хыпар" журналисчĕсемпе тĕрлĕ мероприятире курнăçнине, çапах вĕсемпе хăйсем ĕçлекен вырăнта тĕл пулма пушшех кăмăллине палăртрĕ. Хăй пресса хатĕрĕсен мониторингне ирттернине те пытармарĕ. Тĕлпулура 2016 çулта иртекен суйлавсене мĕнле хатĕрленнине, "Ача сачĕсем - ачасене" проект /унăн ертÿçи шăпах Алена Игоревна/ епле пурнăçланнине, çĕнĕ шкулсен строительствипе çыхăннă программа уйрăмлăхĕсене тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: