УПĂТЕ алăкран шаккать

24 Дек, 2015

Сурăх çулталăкĕ пирĕнпе сывпуллашиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех Вутлă Упăте çулталăкĕ хуçаланма пуçлĕ.

Хăнăхнă йăлапа кашни Çĕнĕ çула фейерверкпа, хаваслă кăмăлпа кĕтсе илетпĕр. Унсăр пуçне çитес çулталăк хуçин кăмăлне тивĕçтерме тутлă апат-çимĕçпе парнесем хатĕрлемелле, кил-çурта илемлетмелле, уяв тумтирĕ туянмалла.

Упăте çулталăкне мĕнле кĕтсе илсен лайăхрах-ши? Чи малтан çак чĕрчун пирки кăшт каласа хăварар. Çитес çул хуçи ăслă, кăмăл-туйăма палăртма юратакан, вылянчăк, нумай пĕлме кăмăллаканскер. Тепĕр чухне унран мĕн кĕтсе илессине те пĕлейместĕн. Пуян чун вĕçевĕпе, пĕр вăхăтрах темиçе япалапа кăсăкланнипе те палăрать вăл. Упăтен пур пулăм хыпарĕсене пĕлмелле. Çавăнпа та çитес çул эпир пурне те пĕлсе тăрсан кирек мĕнле пуçару та ăнăçĕ.

Никамран та пулăшу кĕтмелле мар, пур ĕçе те хамăрăн çеç пурнăçламалла. Упăте хăй тĕллĕн, уйрăммăн, никама пăхăнмасăр пурăнма кăмăллать-çке. Çавăнпа пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. 2016 çул - çĕнĕ тĕллевсемпе шухăшсен ăнăçлă вăхăчĕ. Вутлă Упăте хăйĕнпе пĕрле чылай кĕтменлĕх, çĕнĕлĕх илсе килĕ. Кашниех Çĕнĕ çулта çĕнĕ пулăмсемпе пуянланĕ.

Ăна тивĕçлипех кĕтсе илес тесен пур вак-тĕвеке те тимлемелле. Кунта уяв сĕтелĕ питех те пĕлтерĕшлĕ.

Уяв сĕтелĕ

Сĕтел çинче Упăте юратакан апат-çимĕç пулмаллах. Пылак çимĕçсем, мăйăр, пахчаçимĕç, улма-çырла нумайрах лартăр. Ешĕл çимĕçсем пирки те ан манăр. Упăте валли илемлĕ вазăпа таса шыв лартсан аван. Çавăн пекех тĕрлĕ морс, компот вырăнлă.

Уяв çимĕçĕсем ытларах вегетериан кухнинчен пулсан аван. Аш-какайран хатĕрленĕ апата ытлах кăмăлламасть Упăте. Çапах та кайăк-кĕшĕк е кролик какайĕнчен янтăланă блюдăсене лартма юрать. Чи кирли - апат-çимĕç ытлашши çуллă та йывăр ан пултăр.

Халиччен тутанса пăхман пĕр-пĕр хăйне евĕрлĕ блюдо хатĕр-лесен те çитес çул хуçи кăмăллă юлĕ. Вăл çĕнĕлĕхе юратнине манмарăр пулĕ-ха. Хрусталь фужерсем, илемлĕ чашăк-тирĕк, хитре декор, хăйне евĕрлĕ те черчен шантал /посвечник/ ăшĕн-чи çуртасем уяв кĕрекине уйрăмах пуянлатĕç.

Çĕнĕ çул парни

Юлташсемпе тăвансене, çывăх çынсене Çĕнĕ çул парнипе савăнтарасси - ырă йăласенчен пĕри. Вутлă Упăте çулталăкĕнче парнене çак чĕрчун уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрлемелле. Чи малтанах вăл çутă, куçа илĕртекен, хăйне евĕрлĕ япала пулмалла. Çав шутра - этника стилĕнчи сувенирсем, талисман тата ытти те. Пикесене вара çутă, хаклă чултан хатĕрленĕ капăрлăхпа савăнтарма пулать. Интереслĕ аксессуарсем те Упăтен кăмăлне тивĕçтереççех.

Хамăр алăпа ăсталанă парнерен пахараххи вара мĕн пултăр-ха? Çĕнĕ çулта çывăх çынсене çакăн пек парнепе савăнтарăр. Ăна чун вĕçевне ирĕке ярса хатĕрлĕр çеç.

Кил-çурта капăрлататпăр

Пÿлĕмсене те Çĕнĕ çула кĕтсе илме капăрлатма ан манăр. Электричество гирлянди, хунар, тĕрлĕ тĕслĕ йăлтăркка мишура - пуринпе те усă курăр. Пĕчĕк, черчен саспа шăнкăртатакан шăнкăравсем çакăр. Алăк çийĕн вара упăте кÿлепине е ÿкерчĕкне вырнаçтарăр, вăл çитес çулта сире, хăнасене ăнăçу кÿрĕ.

Кил-çурта илемлетмелли теттесем вут тĕслĕ пулсан аван. Хĕрлĕ-сарă, сарă, ылтăн, хĕрлĕ тĕссем нумайрах пулччăр. Вĕсене кăштах кăвак тата симĕс тĕссемпе хутăштарма юрать.

Çĕнĕ çулпа çыхăннă тĕрлĕ япалапа декор пек усă курăр. Çурта, чăрăш турачĕпе йĕкелĕсем, упăте статуэтки, çемçе тетте - пĕтĕмпех юрăхлă. Çавăн пекех улма-çырла, мăйăр, канфет тултарнă карçинкка лартăр, ку çитес çул хуçине савăнтарĕ - тăраниччен кучченеçпе сăйлантăр.

Чăрăш çине йăлтăркка, çутă теттесем, мишура нумайрах çакăр. Уйрăмах ăна йăлтăркка хутпа чĕркенĕ канфетпа, мандаринпа, хамăр алăпа ăсталанă теттепе илемлетсен аван. Чăрăш айне пысăк «упăте» тетте лартсан юрать. Пÿлĕмре чечексем пур пулсан вĕсене те капăрлатăр.

Тумтир

2016 çула кĕтсе илме хĕрлĕ, сарă, хĕрлĕ-сарă тĕслĕ тумтир суйласан лайăхрах. Капăрлăхсем те çавăн тĕслĕ пулччăр. Ылтăн, кĕмĕл е йывăçран хатĕрленĕ мăй çакки, сулă, хăлха çакки те вырăнлă.

Уявра çĕкленÿллĕ кăмăл пулни пĕлтерĕшлĕ - ун чух Çĕнĕ çул хуçи чăнах та ăнăçу парнелĕ. Хăнасем валли тĕрлĕ хаваслă вăйă, пултарулăх конкурсĕсем хатĕрлеме тăрăшăр. Ăнлантăр пулĕ, Вутлă Упăте çулталăкне хаваслăн, шавлăн кĕтсе илмелле. Кичемлĕх валли вăхăт тупăнмалла мар уявра.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.