ЯПĂХХИНЕ ЧАКАРАТЬ, ЫТЛАШШИНЕ КĂЛАРАТЬ
Кунжут - тĕлĕнмелле ÿсен-тăран. Унăн вăрринче питĕ хăватлă антиоксидант сезамин пур. Вăл онкологи чирĕсенчен сыхланма пулăшать, япăх холестерин шайне сахаллатать, ытлашшине кăларать, юн тымарĕсенчи вĕтĕ çу тăхисене ирĕлтерет, тромбсем пулса каясран, вĕсем юн тымарĕсене хупласа хурасран хÿтĕлет, атеросклероз хăрушлăхне чакарать.
Кунжутри фитин организмри минералсен шайлашăвне çĕнетет, вăл пăсăлсан час-часах сыпăсен чирĕсем аталанаççĕ. Ÿсен-тăран чĕрнешĕн, çÿçшĕн, юншăн, тĕп нерв тытăмĕшĕн паха. Вăрри, çутçанталăк эстрогенĕ пуррине кура, 45 çултан иртнĕ хĕрарăмсене уйрăмах усăллă.
Сивĕлле юхтарнă кунжут çăвĕ юн кĕвелессине вăйлатать. Ăна липид-çу ылмашăнăвĕ пăсăлсан, гипертони, пневмони, сыпăсен, пĕвер, щит евĕрлĕ пар, хырăм ай парĕн чирĕсем аптратсан салата хушма сĕнеççĕ.
Асăрханăр! Кунжут çăвĕ çинче нимĕн те ăшалама юрамасть.
Мастит. Ăшă кунжут çăвĕнче йĕпетнĕ марльăна кăкăр çинчи хытă çине хумалла, компресс хучĕпе тата çăм япалапа витмелле. Çаплах çывăрмалла, ирхине кăкăра çумалла. Сываличченех сипленмелле.
Чĕрĕ вăррине кофе арманĕпе авăртмалла, тип çупа пăтă пуличчен хутăштармалла, чирлĕ вырăна хумалла. Ун умĕнхи рецептри пекех сипленмелле.
Гастрит, хырăмлăх язви, вар хытни. Пÿлĕм температуриллĕ 0,5-1 апат кашăкĕ çăва кунне 3 хут сывлăх лайăхланичченех ĕçсе пурăнмалла.
Апатпа наркăмăшланни. Кунжут вăррин порошокĕ организмран наркăмăшсене кăларать. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕртавара кунне 3 хут апатчен 15 минут маларах 1 стакан шывпа сыпса ĕçмелле.
Сăмах май, ку начарланма та пулăшать.
Е пĕр чĕптĕм кунжут вăррин порошокне, пыла кăшт шывпа пăтă пек пулмалăх хутăштармалла. Кашни сехетре 1-ер чей кашăкĕ сывлăх лайăхланичченех ĕçмелле.
Грипп, ÿслĕк. Çăва шыв мунчине лартса 38 градуса çити ăшăтмалла, унпа кăкăр кăшкарне сăтăрмалла. Полиэтиленпа, çиелтен çăм пусмапа витмелле. 1 сехет тытмалла. Компреса кунне 2-3 хут хумалла. Курс - сываличчен.
Асăрханăр! Ÿт температури пысăк чухне компресс хума юрамасть.
Геморрой. 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ кунжут вăррине тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 3 минут вĕретмелле,сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе кутанана кунне 2-3 хут çумалла. Курс - сываличчен.
Асăрханăр! Юн кĕвелеслĕх пысăк, тромбсем пулса каяс, варикоз аталанас туртăм пур çынсен кунжут вăррипе тата çăвĕпе усă курма пуçличчен тухтăрпа канашламалла.
Комментировать