Гурий святитель ячĕпе - палăк

22 Дек, 2015

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Хусан епископĕ Гурий святитель кунĕнче, вăл 1555 çулхи кĕркунне чăваш тăрăхне килсе кайнăранпа 460 çул çитнине халалласа Шупашкарта палăк уçнă.

Владимирти Турă Амăшĕн иконине пуç çийĕн йăтса пĕтĕм тавралăха сăвапласа тăракан Гурий святителĕн пысăк кÿлепине ăсталаканĕ - Алан Гогаев скульптор. Палăка анлă Атăлăн çÿллĕ çыранĕнчен инçех мар, Виç-ипостаçлĕ Турă ячĕпе йĕркеленнĕ арçынсен мăнастирĕ патĕнче, вырнаçтарнă. Монумента уçнă пăлхануллă саманта курма тата Гурий святитель умĕнче пуç тайма халăх йышлă пухăннă.

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава палăка сăвапланă май, ăна Чăваш Республикин тĕп хулинче уçни халăхăн кăмăл-сипет аталанăвĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Виç-ипостаçлĕ Турă ячĕпе йĕркеленнĕ арçынсен мăнастирĕн настоятелĕ Василий /Паскье/ архимандрит историллĕ тепĕр пулăма - шăпах Шупашкарта Гурий атте Хусан тата Свияжск архиепископĕ пек хăйĕн пĕрремĕш литургине ирттернине - аса илтернĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх - Гурий святитель палăкне лартассипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне министерство саплаштарĕ. ЧР Общество палатин культура, этноконфесси хутшăнăвĕсен тата информаци политикин комиссийĕн председателĕ Зинаида Паршагина палăка лартас сăваплă ĕçе Православи чиркĕвĕпе пĕрле ахаль çынсем те, обществăпа культура ĕçченĕсем те, меценатсем те хутшăнни ку пурне те кирлине нимрен лайăх çирĕплетнине палăртнă.

Р.ПРОКОПЬЕВА

Рубрика: