Елчĕксем пĕрремĕш вырăнта

22 Дек, 2015

Елчĕк спортсменĕсем 2015 çула лайăх çитĕнÿсемпе вĕçлеççĕ. Вырăнти физкультура коллективĕсенче уйрăм атлетсен ăсталăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ.

Ардалион Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче хăй вăхăтĕнче вĕреннĕ тата паянхи пултаруллă тренерсем ертсе пынипе ăсталăха туптакан штангистсемпе кире пуканĕ йăтакансем уйрăмах савăнтарчĕç. Вĕсен пĕрлештернĕ командисем республикăра ирттернĕ кашни ăмăртурах малти вырăнсене йышăнчĕç. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи çамрăк штангистсем Анатолий Иноходовпа Павел Ягудин тата Курнавăш каччи, халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Дмитрий Курчин кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕнче лайăх кăтартупа палăрса спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. 1980 çулсенче спорт шкулĕнче вĕреннĕ 100 килограмлă пăхаттир Илья Ишмуратов Тутарстанри Пĕкĕлме хулинче йывăр атлетика ветеранĕсен хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта 45 çултан аслăрах штангистсен ушкăнĕнче 250 /110Ç140/ кг пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çак кунсенче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче 1997-2009 çулсенче ЧР физ­культурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕнче ĕçленĕ Ю.М.Николаева асăнса йывăр атлетика енĕпе яшсемпе хĕрсен II турнирĕ иртрĕ. Çивĕч кĕрешÿре Елчĕк, Патăрьел тата Етĕрне районĕсен командисем мала тухрĕç. 16 çултан кĕçĕнрех хĕрсен ушкăнĕнче Чăваш Республикин та­ва тивĕçлĕ учителĕн В.П.Марковăн вĕренекенĕ Алина Панкратова тĕлĕнтерчĕ. Кивĕ Эйпеç пики турнирăн абсолютлă чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Ăмăртура çавăн пекех чи сумлă парнесене Елчĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен Юлия Веникова, Алексей Панкратов, Мария тата Ксения Яковлевăсем тивĕçрĕç.

Петр СИДОРОВ

Рубрика: