Ешĕл хунав хуçăлсан...

19 Дек, 2015

Шупашкарти «Волжский» кинотеатр тунтикун Владимир Синяев режиссер ÿкернĕ «Ветки» илемлĕ фильм курма йыхравларĕ. «Илемлĕ фильм» тени те, ячĕ те ансат илтĕнет те, премьерăна хаклама пуçтарăннă халăх пысăк экран умне уçă кăмăл-туйăмпа вырнаçрĕ. Наркоманипе çыхăннă кино иккенне пĕлни çеç кăштах сисчĕвлентерчĕ-тĕр. Унăн витĕмĕ чуна çав таран çÿçентерессе, кĕлетке тăрăх сивĕ хумпа чупасса никам та кĕтменччĕ ахăр.

Шупашкар режиссерĕ çак ĕçе республикăри лару-тăрăва шута илсе Чăваш Енре ÿкернĕ. Тĕп тĕллевĕ, паллах, çамрăксен хушшинче профилактика ирттересси. «Шурă вилĕм» серепи хаяррине, никама та шеллеменнине, кĕске тапхăртах тĕп тунине кăтартасси. Фильмра ахаль çынсемпе пĕрлех республикăри право хуралĕн ĕçченĕсем те ÿкерĕннĕ.

Криминаллă драма темелле-тĕр фильма. Наркотик сутакансен ушкăнĕпе епле кĕрешнине кăтартнă май вăл çамрăксен пурнăçĕ кĕтмен самантрах ешĕл хунав пек хуçăлнине те сăнлать. Çавăнпах çакăн пек ят суйланă. Наркăмăш салатмалли çул-йĕре йĕркеленĕ наркобарон куллен пуйса-савăнса çеç пурăнать - услам пырать-çке. Çамрăксем вара уншăн тем тума та хатĕр - чи çывăх çынсене сутма та.

Айкашса савăнса пурăнакансен туртине те тупма пулать иккен. Хăйĕн хĕрĕ те çак амак серепине çакланнăран шар курнă хыççăн çеç наркобарон тăна кĕме хăтланать. Анчах кая юлнă ĕнтĕ... Суд тенкелĕ çине ларма тиветех унăн. Темиçе çул кирпĕч шутланă май иртнине хакласа пăхса тухма та вăхăт пулатех.

Фильм сценарине те республикăри наркоçаврăну лару-тăрăвне шута илсе ЧР Прокуратурипе пĕрле хатĕрленĕ. «Чăвашфильм» ĕçе çитес çул Раççейре Кино çулталăкĕ пуласса шута илсе те ÿкернĕ. Çывăх вăхăтра ăна Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти кинотеатрсенче кăтартма палăртнă. Май тупса кашни çамрăкăнах курмалла ăна - наркомани ырă туманнине ăша хывма пулăшĕ вăл. Ара, Раççейре ăна пулах çулсерен 30 пин ытла çамрăкăн пурнăçĕ татăлать. Ку официаллă статистика çеç-ха. Шута илменни тата мĕн чухлĕ!

Пултарулăх ушкăнне ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хулин Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Романова пысăк ĕç тунăшăн тав турĕç. Çамрăксен шухăш-кăмăлне ЧПУн студенчĕ Владимир Сергеев палăртрĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн пушă вăхăта усăллă ирттермеллине, çавна май строительство, ĕç отрячĕсем, волонтерсен обществисем пысăк пĕлтерĕшлине каларĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.