Литература çулталăкне пĕтĕмлетсе

18 Дек, 2015

Раштавăн 18-мĕшĕнче Наци библиотекинче Раççейри Литература çулталăкне, Чăваш Республикинчи Константин Иванов çулталăкне пĕтĕмлетсе уяв ирттерчĕç. "Вулакан Чăваш Ен" ятпа йĕркеленнĕ форума культура тытăмĕнче ĕçлекен çĕр-çĕр çын килсе курчĕ. Уява Мускав, Санкт-Петербург, Чĕмпĕр хулисенчи çыравçăсемпе библиотекарьсем хутшăнчĕç.

Форумра тĕрлĕ лапам ĕçлерĕ. "Паянхи обществăри литературăн пĕлтерĕшĕ" "çавра сĕтелре" çамрăк çыравçăсемпе поэтсен пултарулăхĕ тавра, яшсемпе хĕрсене кĕнеке, хаçат-журнал вулама епле илĕртмелли çинчен калаçрĕç. Лапама ЧР информаципе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов та хутшăнчĕ. Республикăра литература критикĕсем сахаллине шута илсе Мускава ятарласа вĕренме ямаллине палăртрĕ.

Тĕпленрех - "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче.

Рубрика: