Ырă ĕç ывăнтармасть
Канаш районĕнчи Маякри Владимир Петрович Малов савăнăçĕпе, хавхаланăвĕпе, самант та хуйхăрма-кулянма паман шÿчĕсемпе вырăнпа выртакан чирлĕ çынна та ура çине тăратĕ. Хальччен вăл фермер хуçалăхне тытса пынă. Районти пĕрремĕш фермер малтанах çĕрулми, пахчаçимĕç лартса ÿстернĕ. Пыл хурчĕ ĕрчетме те вăхăт тупнă. Халĕ те Маловсем çак йĕркепех ĕçлеççĕ, анчах хуçалăх тилхепине ашшĕ паян ывăлне шанса панă. Хăй вара яланхиллех – шыравра, пуçра шухăшсем явăннă май ал-ури те канма пĕлмест. Апат çиессишĕн тата тумланассишĕн кăна пурăнакансене ăнланмасть. Ĕмĕт пурнăçланмасан та шарт сикмелле мар тет. Хыççăнах çамрăклăхри анлă сарăлнă "Мечты сбываются и не сбываются" юрăри йĕркесене аса илсе ĕнĕрлет.
Эпир унпа вăрманта тĕл пултăмăр. Кунта Владимир Петрович утарне пăхма пынăччĕ. Çав тери илемлĕ вырăн: çырма пĕр енче – çăкалăх, тепринче – чăрăшлăх, 200-250 çулхи тĕреклĕ юмансем, Апаш ятлă шыв юхса иртет. Ун çинчен тата çывăхри ялсем пирки историпе интересленекен арçын сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Анчах мана ытларах урăххи кăсăклантарчĕ. Юман çинчен ман çине кушак пăхнине асăрхарăм. Темшĕн ăна аслă шкул пĕтернĕ хыççăн алла паракан диплом тыттарнă. Тата тумĕ те судьясенне аса илтерет. Çывăхрах – пĕр урата çинче ларакан пĕчĕк кăна йывăç çурт, унăн алăкĕ те, чÿречи те çук. Çырма хĕрринерех ансан аллисене хĕç тытнă ĕлĕкхи салтак кĕлеткисем пĕрин хыççăн тепри тăраççĕ. Малалла утсан куç умне Тухатмăш карчăк, Арçури, Ылтăн пулă, Шыв пирĕштийĕ, тетеле шыва яма хатĕрленекен старикпе çурăк валашка умĕнчи карчăк тухса тăчĕç. Пурте – Александр Пушкин хайлавĕсенчи сăнарсем.
"Ара, ухмах пуç урана канăç памасть мар-и?" – ман ыйтăва сиссе тÿрех сăмах пуçларĕ Владимир Петрович. Кану вырăнĕ йĕркелесшĕн иккен кунта Маловсем. Ку шухăш чи малтан аслă кил хуçин пуçне пырса кĕнĕ. Раççей телеканалĕсенчен пĕринпе Михаил Задорнов юмориста итленĕ май арçынна кушак сăнарĕ илĕртнĕ. Совет Союзĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк еврейсем аслă пĕлÿ илме Израиле куçса кайнă имĕш. Унта экзамен вăхăтĕнче вĕрентекен çаксене А. Пушкинăн "Руслан и Людмила" поэминчи ăсчах кушака сăнлама ыйтнă. "Вĕреннĕ, ăсчах дипломне алла илнĕ çын", – ăнлантарнă вырăс еврейĕ. "Мĕн, ку анраса кайман пулĕ те", – тесе вĕрентекен тепĕр студентран ыйтнă. Лешĕ те юлташĕ пекех хуравланă. Ара, вĕсем урăхла хурав пама та пултарайман. Мĕншĕн тесен "кот ученый" тени еврейла шăпах студентсем каланă пек куçарăннă. Çакна кура Владимир Петрович хăçан та пулин хăйĕн аллипе кушак ăсталас пулсан ăна алла диплом тыттарма тата манти тăхăнтартма шухăшланă.
Хĕрÿ ĕç-пуçа кура-ши пĕр вăхăт ун çинчен пачах маннă. Аса илсен иртнĕ çул хĕл тăршшĕпе килте тимĕртен кĕлеткесем касса тума тытăннă. Хальччен кил-çурта йывăç эрешпе илемлетнĕ, анчах тимĕрпе çав тери туслă пулман. Хăнăхиччен алă пÿрнисене пайтах амантнă. Çавах та чунра юлнă кушака шухăшланă пекех касса кăларнă. Поэмăри "тридцать витязей прекрасных и с ними дядька их морской" йĕркесен сăнарĕсем те ун алли витĕрех тухнă. Шыв варринче вара "ылтăн пулă" йăлтăртатать. Инçетренех курăнтăр тесе ун çине ятарлă çутă материал çыпăçтарнă.
Арçурин пĕр аллинче – сăнчăр, тепринче – пĕкĕ. Владимир Малов Пушкинăн Арçурине хамăрăн Михаил Федоровăн балладинчипе танлаштарса кăшт чăвашлатнă. "Сикрĕ-тухрĕ вăрмантан те арçури, те шуйттан, пĕкке хуçрĕ çурмаран..." йĕркесем аса килнĕрен çапла тунă.
Канăçсăр чунлă ял çынни А. Пушкинăн юмах тĕнчине тăрăшсах чĕртсе тăратасшăн пулни куçкĕрет. Сăнарсен пĕр пайне хăй ăсталанă, теприсене саккаспа тутарттарнă, сăрлаттарнă. Акă чăх ури çинче тăракан пĕчĕк çуртра ачасене канма меллĕ пулĕ, унта каярах саксем, кравать вырнаçтарасшăн. Сăмах май, алăксăр çурта тĕпĕнчен кĕмелле.
Сиккассинчи Александр Сергеев кану вырăнне А. Пушкинăн ылтăн пулă çинчен калакан юмахри сăнарсемпе илемлетнĕ. Александр Михайлов та пулăшнă Владимир Малова. Канашри паллă скульпторсен ал ĕçĕсем те пур кунта.
Тумалли те пайтах. "Руслан и Людмила" поэмăри сăнарсене чăваш хресченĕ туллин кăтартасшăн. Тĕслĕхрен, уй тата вăрман тăрăх тухатмăш карчăк улăпа йăтса пынине. Мĕнле майпа тетĕр-и? Владмир Петрович ку ÿкерчĕке карчăк улăпа сухалран сĕтĕрсе пынă пек курать. Ун шухăшĕпе куçа курăнман сукмаксенче хальччен курман чĕрчунсен йĕррине те кăтартма май пур вăрманта тата ытти те. Пулас кану вырăнĕ вара "У лукоморья" ятлă пулĕ.
Килтисем Владимир Петрович пуçарăвне ырлаççĕ. Ача садне çÿрекен мăнукĕ аслашшĕне çивĕч сăмахĕпе "чĕпĕтсе" те илет. "Сăнарсене мана валли çырăнса илекен "Тридевятое царство" журналтан вăрлатăн", – тет. Унта та юмахри сăнарсем пичетленнĕрен мар-и çав?
Владимир Малов шухăшĕпе кашни çынрах Турă пани пур, ăна хамăрта шыраса тупма кăна ÿркенмелле мар. Çын ырă ĕçпе кăсăклансан нумай пурăнать, чир-чĕр те ун çумне вăрах çулăхмасть.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать