Çĕрĕн хуçа пулмаллах!

18 Дек, 2015

Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртрĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлăрах усă курассишĕн йышăннă мероприятисене тата мелиораци программине епле пурнăçлани çинчен çивĕч сăмах каларĕ.

Республикăра кăçал сухалакан мĕнпур лаптăк 573,7 пин га /пĕлтĕрхин 102,6%/ йышăннă. Çеремленнĕ 9 пин ытла га çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Апла пулин те 140 пин га çĕрпе тухăçлă усă курмаççĕ. Ку енĕпе Çĕмĕрле, Элĕк, Куславкка, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай районĕсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

- Çĕрĕн хуçа пулмаллах! Ыйтăва саккунпа килĕшÿллĕн виçĕ çул хушшинче татса памалла. Çакă продукци калăпăшне ÿстерме, муниципалитет бюджечĕн тупăш пайне пуянлатма пулăшĕ, - терĕ Михаил Игнатьев.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче пусăмласах çапла палăртрĕ: «Миллион-миллион гектар çĕре пусă çаврăнăшне тавăрмалла. Вĕсем паян пушă выртаççĕ, пысăк çĕр хуçисен аллинче, çав хуçасем вара ял хуçалăхĕнче ĕçлеме васкамаççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен хуçасенчен ял хуçалăх çĕрĕсене туртса илме, кам ĕçлесшĕн - çавсене лаптăксене аукцион урлă сутма сĕнетĕп».

Ларăва пухăннисем Владимир Путин сăмахне аса илнĕ май çынсем пай лаптăкне харпăрлăха куçарнипе куçарманнине тĕрĕслеме тытăнсан çеç вĕткеленнине палăртрĕç. Чылай чухне калаçу утă çинчи анчăк евĕр лару-тăрăва куçать иккен: лаптăкпа хăйсем те усă курмаççĕ, ыттисене те парасшăн мар.

Сергей Артамонов шăрăхра ял хуçалăх культурисене шăварма кирлине, лаптăка çулсерен пысăклатса пымаллине, тухăç хушăннипе тăкакĕ темиçе çултах саплашăннине палăртрĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕ тата ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕсем Алла Самойлова тата Сергей Димитриев республикăра 2015-2018 çулсенче ача çуралассине ÿстерме йышăннă мероприятисем епле пурнăçланнипе паллаштарчĕç. Профилактика ĕçне вăйлатнăран хырăм пăрахасси пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8: чакнă. Кăçал 11 уйăхра 15895 ача çуралнă, çĕнĕ çул тĕлне 17 пин пепке çутă тĕнчене килмелле. Кăçал çуралакансен йышĕ вилнисемпе танлаштарсан 1100 çын ытларах.

- Республикăра юлашки çулсенче ача нумайрах çуралать, мĕншĕн тесен пурнăç лайăхланать. Ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿрес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеççĕ, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Шкулсенче 6616 педагог /мĕнпур учителĕн 59%/ класс ертÿçин тивĕçне пурнăçлать. Ачасем епле воспитани илесси вĕсенчен те нумай килет.

- Çавăнпа та класс ертÿçин пĕлтерĕшне май пур таран ÿстерме тăрăшмалла, пурлăх енчен хавхалантармалла, пултарулăх конкурсĕсем йĕркелемелле, - сĕнчĕ вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Валентин ГРИГОРЬЕВ