Фантазишĕн чикĕ çук

18 Дек, 2015

Шупашкарти «Салют» культура керменĕ хула çыннисен канăвне йĕркелемелли центра çаврăннă. Кашни юнкунах кунта аслă ăру çыннисем ташă кружокне пухăнаççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи юрă-кĕвĕ шăранать керменте. Пухăннисем вальс кĕввипе çаврăнаççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне ыттисемпе пайлаççĕ. Пĕр сăмахпа, аслисен тунсăхлама вăхăт çук.

Аслă ăрурисен канăвне йĕркелес тĕллевпе тĕп хулари Мускав район администрацийĕ «Хĕллехи фантази» алĕç ăстисен фестивальне ирттернĕ. Унта Шупашкар хулинчи ытти районти çынсем те хутшăннă. Çак кунсенче фестивале пĕтĕмлетнĕ. Пухăннисем валли пĕтĕмлетÿллĕ курав йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта! Çыхнă, тĕрленĕ, ăсталанă япаласем... Шупашкар хулин Мускав районĕнчи вăрçă ветеранĕсен тата çар çыннисен канашĕн председателĕ, отставкăри подполковник Валентин Курманин ал ăстисен ĕçĕсене пысăка хурса хакланă, çĕнĕ ăнăçусемпе çитĕнÿсем суннă. Шупашкар хулин Мускав районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Романова, жюри председателĕ, Шупашкарти ачасен ÿнер шкулĕн директорĕ Наталья Филиппова куравпа кăмăллă пулнине палăртнă. Елена Витальевна алă ăстисене пурне те Мускав район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Кун пек фестивале малашне те ирттерессине палăртнă. «Чувашские сударушки» вокал ансамблĕ «Алран кайми», «Ташлар-и?», «Нарспи» опера сыпăкĕсене шăрантарнă.

Р.АНАТОЛЬЕВА.

Рубрика: