Чун ыйтнипе...

12 Мар, 2014

Çак кунсенче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç вулавăшĕнче Валентина Ендеевăн «Алă ĕçĕ - чун тата чĕре валли» курав уçăлнă. Ăна Культура çулталăкне тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă.

Валентина Степановна асăннă тăрăхра тĕрĕ-çĕвĕ ăсти пулнипе палăрать. Çак ĕçе вăл хĕр тусĕсене те явăçтарать. Экспозицире - хĕресле тата вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсем. Вĕсенче - тăван тăрăх илемĕ, чĕр чун тĕнчи, улăх-çаранри, пахчари, вăрманти чечексем. Маçтăр ĕçе сĕре юратса пурнăçлани палăрать. Вĕсене тĕрлемен, художник ÿкернĕ тейĕн. Валентина Ендеева 1939 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Каншел ялĕнче çуралнă. 1972 çултанпа Аслă Арапуçра пурăнать. Чун ыйтнипех вăл çĕрĕ-çĕрĕпе ыйха татса тĕрĕ тĕрлет.


А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.