Пĕрремĕш тĕлпулу
Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕсемпе пĕрремĕш тĕлпулу ирттерчĕ.
Аса илтеретпĕр: Ваттисен канашне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 161-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕсен республикăн экономика, общество тата культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерес, ăрусен çыхăнăвне тивĕçтерес тĕллевпе туса хунă. Унăн йышне тĕрлĕ отрасльти 18 çынна кĕртнĕ: вĕсем пурте хăйсен пурнăçĕнче, ĕçĕнче - экономикăра, наукăпа вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăпа искусствăра, ытти сферăра - çитĕнÿсем тунă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ, халăх хушшинче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çак органăн йышне йĕркеленĕ чухне республикăн патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ЧР Общество палатин, общество организацийĕсен, ахаль граждансен сĕнĕвĕсене шута илнĕ.
"Сирĕн пурнăç тата ĕç опычĕ чăнласах та пысăк, çавна май сирĕнпе канашлани, тĕрлĕ йышăну тумашкăн явăçтарни пĕлтерĕшлĕ. Эсир совет тапхăрĕнче халăх хуçалăхне çĕкленĕ, çамрăксен темиçе ăрăвне воспитани панă: паянхи кун вĕсем тĕрлĕ сферăра ăнăçлă вăй хураççĕ. Эпир сирĕнпе Чăваш Енĕн обществăпа политика тата социаллă пурнăçăн, экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе çыхăннă йышăнусене тунă чухне пĕр-пĕринпе канашласа тухăçлă ĕçлессе шанатăп. Манăн тĕллев - пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунă чухне республикăра пурăнакансен шухăшĕпе май килнĕ таран ытларах усă курасси", - терĕ Михаил Игнатьев мероприятие уçнă май. Вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çыру валли, ытти йышăну тĕлĕшпе Ваттисен канашĕн членĕсенчен сĕнÿсем кĕтнине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев Канаш членĕсене удостоверени пачĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев тĕрлĕ шайри влаç органĕсем тата Ваттисен канашĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени Чăваш Енĕн обществăпа политика, социаллă пурнăçпа экономика тăнăçлăхне пушшех çирĕплетме пулăшассине пĕлтерчĕ. Вăл тин çеç йĕркеленнĕ органăн пĕтĕм сĕнĕвне итлеме тата шута илме хатĕррине палăртрĕ.
Канаш йышне кĕме тивĕçнĕ çынсем хăйсене шаннăшăн тав турĕç, халăха, чи малтан аслă ăрăва, пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем Канаш председателĕ пулма Лев Куракова суйларĕç. Унăн заместителĕ - Петр Ивантаев. "Аслă ăрăва хисеплекен ертÿçĕ - чăнласах та лайăх ертÿçĕ. Ветерансене тивĕçлипе хаклакан общество вара яланах пысăк çитĕнÿсем тăвать. Чăваш Ен тата ăна ертсе пыракансем ку енĕпе тĕрĕс çул çинче. Пирĕн тĕллев - республикăмăр юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсене сыхласа хăварасси тата çĕннисене тумашкăн пулăшасси", - терĕ Лев Кураков.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕсем хăйсем мĕнле ĕçлесси пирки те калаçса татăлчĕç. Вĕсем кашни кварталта пĕрре тĕл пулма, ытти вăхăта общество ĕçĕ-хĕлĕ валли уйăрма йышăнчĕç. Канашăн çитес çулхи тĕлпулăвĕ 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнче иртĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать