Арçыннăн çирĕп пулмалла
- Ĕлĕк сцена çине тухасси, паянхипе танлаштарсан, чылай кăткăсрахчĕ. Министерство та, районти культура центрĕсем те çирĕп ыйтатчĕç. Пултаруллисене тĕрлĕ конкурс йĕркелесе шыратчĕç. Паян халăх умне тухасси ансатланса пырать. Кăмăл тăвакансем, укçа-тенкĕ енчен аптăраманнисем, ку ĕмĕте ним мар пурнăçлаççĕ. Харпăрлăхри студи нумай халĕ. Укçа тÿлесен темĕн те туса параççĕ вĕсем. Сцена çине кĕвĕ-çемĕ туйăмне пĕлменнисем тухни чăваш эстрада шайне чылай чакарчĕ темелле. Епле ан пăшăрхантартăр-ха çакă?
Сцена çинче çамрăксем те кирлĕ, анчах чăннипех пултаруллисем, хастаррисем. Ун пеккисем çук мар-çке. Вĕренеççĕ вĕсем, ăсталăхне тĕрлĕ майпа туптаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Маттурсем. Хисеплетĕп вĕсене.
Çĕрпÿри культура çуртĕнче ĕçлетĕп. Кунта вокалпа инструментсен эстрада ушкăнне йĕркелерĕмĕр. Унта чылайăшĕ ятарлă пĕлÿллĕ.
Юрăçсен пурнăçне çăмăл тееймĕн. Бюджет учрежденийĕнче çеç тăрăшнипе пурăнма çук. Ирĕксĕрех урăхла меслетпе ĕçлесе илме тивет. Тепĕр чухне вара искусство, культура çыннисене укçа та кирлĕ мар - культура, искусство шайне ÿстерессишĕн ахалех тăрăшаççĕ вĕсем.
Тĕрĕссипе, пурнăçа ÿпкелеме сăлтав курмастăп. Кăмăл туртсан, тăрăшсан темĕн те тума пулать. Унччен туянма япали çукчĕ, кирлине тупма йывăрччĕ. Халĕ вара кун пек ыйту çук. Мул çеç пултăр. Вăл вара... Пуçа лайăх шухăшлаттарсан тĕрлĕ май çавăрттарса кăларма пулатех. Арçыннăн хăть те хăçан та çирĕп пулмалла. Темле лару-тăруран та тухма пĕлмелле. Тăрăшсан палăртни пулатех тесе шухăшлатăп. Арçыннăн, ан кÿренĕр те, хĕрарăм пек нăйăлти пулмалла мар, килĕшÿсĕр ку.
Комментировать