Укçа - юбилейсене хатĕрленме

12 Мар, 2014

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă.

Ларăва уçнă май Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова юбилейсене уявлама хатĕрленессипе çыхăннă ĕç палăртнă йĕркепе пурнăçланса пыни çинчен каланă. «Этнос Чăваш Енĕ» инвестици проектне пысăка хурса хакланă, çавăн пекех республикăн сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарассипе, халăха физкультурăпа тата спортпа туслаштарассипе çыхăннă ăнăçăвĕсене палăртнă.

Сăмах илнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă «Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» указ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшли, вăл Раççейри халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшни çинчен каланă. «Чăваш Ен - Раççей Федерацийĕн авалхи историллĕ, пуян культурăллă тата йăла-йĕркеллĕ хăйне евĕрлĕ регионĕ. Пирĕн республика Раççей историйĕпе тачă çыхăннă, нумай ĕмĕре тăсăлакан çак çыхăну паян та татăлмасть», - тенĕ М.Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ йĕркелÿ комитечĕн членĕсене Культура çулталăкне халалланă пысăк мероприятие чĕннĕ. Вăл Чăваш Енре кăçалхи çĕртме уйăхĕнче иртет, унта федерацин Атăлçи округĕнчи мĕн пур регион хутшăнать. Çавăн пекех халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне килме йыхравланă, йăлана кĕнĕскер Республика кунне уявланă вăхăтра пулĕ.

«Культура» ăнлав пирĕншĕн искусствăпа кăна чикĕленмест. Вăл чылай анлăрах, унта çынсен хутшăнăвĕсен мĕн пур сфери, кăмăл-сипет нормисене уясси, шухăш-кăмăл тасалăхĕ, кашни çыннăн чун экологийĕ те кĕреççĕ. Республикăн тĕп пуянлăхĕ - ырă, ĕçчен, яваплăха туякан, талантлă çынсем. Яланах çапла пулнă, шансах тăратăп, малашне те çаплах пулĕ. Пирĕн тĕллев - çыншăн тăрăшса экономикăна, культурăна, социаллă сферăна аталантарасси, республикăри демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, Чăваш Ен çыннисем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене лайăхрах туяссишĕн тăрăшасси», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Ларура çавăн пекех Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов та сăмах илнĕ. Вăл юбилейсемпе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕсене пурнăçласси çинчен каласа панă. Çав шутра - культурăпа çут ĕç мероприятийĕсем, хулана хăтлăрах тăвасси, юсав, реставраци ĕçĕсем тата ыт. те. 2013 çулта историпе культура еткерне упраса хăварас, вĕсемпе усă курас тĕллевлĕ мероприятисен, юсав, реставраци ĕçĕсен, капиталлă строительство объекчĕсен реконструкцийĕн пуçламăшĕ валли çеç укçа уйăрнине палăртнă. Çак тĕллевсемпе мĕн пур çăл куçран 363,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăннипе вара çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх мĕн пур çăл куçран уйăрнă 454,5 млн тенкĕпе /планăн 124,9%/ усă курнă. Çав шутра федераци бюджечĕн укçи - 27,7 млн /66,3%/, республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн - 294,7 млн /2,7 хут нумайрах/, бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен - 132,1 млн тенкĕ /61,4%/.

Тĕп мероприятисен планĕсемпе килĕшÿллĕн 2015-2017 çулсенче 32 объект реконструкцине пуçламалла е малалла тăсмалла. Çак тĕллевпе çирĕплетнĕ плансемпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан укçан пĕтĕмĕшле виçи 5554,6 млн тенкĕпе танлашмалла. Çав шутра 2015 çулта - 552 млн /10%/, 2016 çулта - 2194,2 млн /40%/, 2017 çулта - 2808,4 млн тенкĕ /50%/. Çак объектсем валли республика бюджетĕнчен те укçа уйăрĕç.

Правительство йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен паллă кунĕсене федераци шайĕнче уявлама укçа уйăрмалли виçене палăртмалли методикăна çирĕплетнĕ. Анчах паянхи кун тĕлне ку енĕпе уçăмлăх çук. М.Игнатьев палăртнă тăрăх - Правительствăра иртнĕ ĕçлĕ тĕл пулусем, çав шутра Дмитрий Козак вице-премьерпа курнăçни уяв мероприятийĕсене ирттерме федераци бюжетĕнче укçа-тенке тĕллевлĕ субсидисен шучĕпе уйрăм йĕркепе пăхса хăвармаллине çирĕплетеççĕ. Паянхи кун тĕлне Раççей Регионсен аталанăвĕн министерстви уяв мероприятийĕсем валли федераци бюджетĕнчен РФ субъекчĕсене субсиди шучĕпе укçа памалли методикăна кĕртмелли улшăнусене хатĕрленĕ, вĕсене РФ Правительствине тишкерме панă.

Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем Чăваш Республикин бюджет заявкисене ырламашкăн йышăннă. Регионсен аталанăвĕн, Культура, Спорт, Сывлăх сыхлавĕн, Вĕренÿ министерствисен, Росавтодорăн Раççей Финминĕпе пĕрле 2015 çулта тата 2016, 2017 çулсенчи планпа пăхнă тапхăрта федераци бюджетĕнчен капиталлă строительство объекчĕсем валли пĕрле укçа уйăрассине тивĕçтермелле. Сăмах Шупашкар хулин тата Чăваш автономийĕн юбилейĕсене уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисен планĕсене кĕнĕ объектсем пирки пырать.


К.СЕМЕНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.