Ветерансемпе канашланă

12 Мар, 2014

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар хулин Историпе ÿнер музей комплексĕнче вăрçă тата ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право йĕркине сыхлакан органсен Çĕнĕ Шупашкарти ветеранĕсен канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, хула ертÿлĕхĕ хутшăннă.

Калаçу кăмăллă лару-тăрура иртнĕ. Ветерансем республикăри тата çĕр-шыври социаллă пурнăçпа политикăри йĕркеллĕ лару-тăрăва тытса пырасси, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассине вăйлатасси, шырав ушкăнĕсен ĕçне регламентацилесси çинчен саккун йышăнмалли, ветерансен канашĕсен ĕçне патшалăх енчен пулăшмалли çинчен каланă. Управляющи компанисен ĕç пахалăхне, яваплăхне ÿстерес, ветерансене транспортпа, эмелсемпе тивĕçтерессине лайăхлатас ыйтусене хускатнă.

Михаил Игнатьев аслă ăрури çынсен ыйтăвĕсене тĕрĕслесе тăма шантарнă, ветерансен организацийĕсене патшалăх гранчĕсене илмелли конкурссене хастар хутшăнма сĕннĕ. Республика Пуçлăхĕ хула ертÿлĕхне ветерансен сĕнĕвĕсене ытларах итлеме, хулари çивĕч ыйтусене татса панă чухне вĕсемпе çыхăну тытма канаш панă. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче республикăра Раççейри пенсионерсен пĕрремĕш Спартакиади иртет, Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкарсене унта хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ветерансем Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явма май тупнăшăн тав тунă.


А.ЛЬВОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.