Ваттисен канашĕн йышĕпе тĕл пулчĕ

11 Дек, 2015

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕсемпе тĕл пулчĕ.

Аса илтеретпĕр: Ваттисен канашне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 161-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕсен республикăн экономика, общество тата культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерес, ăрусен çыхăнăвне тивĕçтерес тĕллевпе туса хунă. Унăн йышне тĕрлĕ отрасльти 18 çынна кĕртнĕ: вĕсем пурте хăйсен пурнăçĕнче, ĕçĕнче - социаллă пурнăçпа экономикăра ытти сферăра - çитĕнÿсем тунă, халăх хушшинче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

"Сирĕн опытăр чăнласах та пысăк, çавна май сирĕнпе канашлани, тĕрлĕ йышăну тумашкăн явăçтарни пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Михаил Игнатьев мероприятие уçнă май. Вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне яма хатĕрлекен Çыру валли, ытти йышăну тĕлĕшпе Ваттисен канашĕн членĕсенчен сĕнÿсем кĕтнине пĕлтерчĕ. Канаш йышне кĕме тивĕçнĕ çынсем хăйсене шаннăшăн тав турĕç, халăха, чи малтан аслă ăрăва, пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Вĕсем Канаш председателĕ пулма Лев Куракова суйларĕç.

 

Рубрика: