Кунсем иртеççĕ - йĕрсем çухалмаççĕ!
Пÿрне йĕрĕсем преступлени пулнă хыççăн икĕ çултан хуçине тупнă - айăплă çынна суд умне тăратма май панă. Йĕкĕт çартан таврăнасса унăн çывăх çыннисем кăна мар, полици те чăтăмсăррăн кĕтнĕ...
Эксперт темле пуçтах аркатнă автомобиль çинче тупнă пÿрне йĕрĕсем преступление уçса парасса шанни тÿрре тухнă. Пăтăрмах вара икĕ çул каялла пулнă. ВАЗ-21054 автомобиль хуçи следствие пулăшайман: унăн çăмăл машинине аркатмаллипех аркатнă та - çапла тавăрмашкăн вăл никама та усал туман. Пуçтах машина капотне авнă - унăн кĕтесне 180 градус тавăрса хунă темелле. Çийĕнчен багажник çине хăпарса сикнĕ, сылтăм алăк кантăкне ватнă. Сиенĕ - 25 пин тенкĕлĕх.
«Жигули» Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи çурт патĕнче ларнă. Хуçи çĕрле иккĕленÿллĕ сасăсем илтмен. Ял çыннисем никама та асăрхаман. Эксперт вара иккĕленмен: пÿрне йĕрĕсене тем тесен те преступник хăварнă...
Çак тĕслĕхпе вырăнти шалти ĕçсен пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Малтанах ялти пуçтах çамрăксене шанман-ха, анчах ку верси тÿрре тухман. Хуçи автомобиле хăйĕн шучĕпе юсанă, пăтăрмах пирки манма та ĕлкĕрнĕ темелле. Анчах полицейскисем манман иккен.
Вĕсем уголовлă ĕçе инçетри сунтăха чиксе хуман. Вăхăт иртнĕ май хайхи пÿрне йĕрĕсем Çĕмĕрле çамрăкĕн, 20 çултискерĕн, пулни палăрнă. Маларах вăл полицейскисен куçĕ тĕлне пулман. Çара кайма ят тухсан обязательнăй йĕркепе дактилоскопи витĕр тухнă. Çавна май компьютер унăн пÿрне йĕрĕсене палласа илнĕ. Оперативниксем çамрăк çынпа курнăçас тенĕ те - кăшт кая юлнă иккен: йĕкĕт çара кайса ĕлкĕрнĕ. Йĕрки пур: кунашкал тĕслĕхсенче призывнике çартан каялла илсе килмеççĕ, вăл службăна вĕçлесе демобилизациленессе кĕтеççĕ.
...«Дембель» хăйĕн патне право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем пырса кĕрсен тĕлĕнсех кайнă. Çук, тунса тăман, пĕтĕмпех каласа панă. 2011 çулхи çуркуннехи çав каç вăл савнийĕпе хирĕçсе кайнă - пĕтĕм тĕнчене кÿреннĕ теме пулать. Мопедне утланнă та ăçта куç курать - çавăнталла пысăк хăвăртлăхпа вĕçтернĕ. Вăрманкаса пырса тухнă. Кунта вăл маларах та пулла çÿренĕ. Самай вăхăт кулянса ларнă хыççăн пĕр çурт патĕнчи ВАЗа асăрханă. Унăн çилли шăпах çак автомобиль çине тăкăннă...
Шалти ĕçсен пайĕн следстви пайĕн пуçлăхĕ Валерий Ануфриев каланă тăрăх - каччă хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, сиене туллин саплаштарнă. Вăл ыйтнипе уголовлă ĕçе суд следстви пухнă ĕнентерÿ материалĕсене тĕплĕ тишкермесĕрех уйрăм йĕркепе пăхса тухнă. Çамрăк çынна çулталăклăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă.
Сăмах май, хăй пĕлмесĕрех çак пăтăрмаха сăлтавланă савнийĕпе йĕкĕт тахçанах сыв пуллашнă-мĕн.
Ольга ПАВЛОВА
Комментировать