Парăмсем ÿссех пыраççĕ

11 Дек, 2015

Çак кунсенче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнăй директорĕ Кияметдин МИФТАХУТДИНОВ пресс-конференци ирттерчĕ. Унта вăл Газпромăн «Раççей Федерацийĕн регионĕсене газификацилесси» программине пирĕн республикăра мĕнле пурнăçа кĕртнипе, газпа тивĕçтерес, унпа усă курас тĕлĕшĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ, «кăвак топливăшăн» вăхăтра тÿлемен явапсăр потребительсен парăмĕсем ÿссех пыни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ.

- Пирĕн организацисем хăйсен ти­вĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кăçал Чăваш Ене мĕнпур килĕшÿсем тăрăх 2,5 миллиард кубла метр çутçанталăк газĕпе тивĕçтеретпĕр. 2016 çул валли те çакăн чухлех палăртнă. Пуринчен те нумайрах унпа энергетикăра усă кураççĕ. Ытти потребительсем - промышленноç предприятийĕсем, муниципалитетсем, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсем, республикăри халăх, - палăртрĕ Кияметдин Садыртдинович. - Халăха илес пулсан пирĕн хăйсен хваттерĕсенче тата çурчĕсенче пурăнакан 500 ытла пин абонент шутланать. Яллă тăрăхра - 165 ытла пин абонент.

К.Мифтахутдинов «Раççей Федерацийĕн регионĕсене газификацилесси» программăпа килĕшÿллĕн республикăра кăçал туса ирттернĕ ĕçсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Шупашкарти 1-мĕш ТЭЦран тĕп хулан 4-мĕш микрорайонне вăтам пусăмлă газопровод хурса тухнă. Ун тăрăх çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче газ янă. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦăн газ валеçекен станцийĕнчен Промышленноç урамĕнчи промзонăна пысăк пусăмлă газопроводпа çыхăнтарнă. Атăл леш енчи территорие газификацилес ыйтусемпе малалла ĕçлеççĕ. Çитес çул хатĕрлев тапхăрне вĕçлесе ĕçе тытăнасшăн. Урамсене, поселоксене, çуртсене газификацилес тĕлĕшпе 2012-2016 çулсем валли йышăннă республика программи те пур. Ăна та тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пыраççĕ: кăçал 9 обћектри ĕçсене вĕçленĕ.

Сăмах май, нумай хваттерлĕ çуртсене газ сечĕпе çыхăнтарас ыйтупа та йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ иккен. Кияметдин Садыртдинович Кăнтăр поселокĕнчи Семашко урамĕнче пĕр строительство фирми çĕкленĕ çуртпа пулса иртнĕ кăлтăксене илсе кăтартрĕ. Строительсем газпа тивĕçтерекен организацирен çуртра газ плитисемпе кăна усă курма ирĕк паракан техника документацийĕ илнĕ. Анчах нормăна пăсса кашни хваттере уйрăммăн ăшăтмалли газ оборудованийĕ вырнаçтарма май туса панă. «Ку «кăвак çулăма» тăкаклассине вунă хут ÿстерет, çакна пула асăннă газопроводпа çыхăнтарнă ытти çуртсенчи потребительсем патне вăл çитмесен те пултарать. Малашне çак ыйтупа йĕркене çирĕплетмеллех», - терĕ генеральнăй директор.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче вăл çуртри тата хваттерти газ оборудованине пăхса-тĕрĕслесе тăрассине те асăнчĕ. Республикăра пурăнакансем 500 ытла пин ытла çурт-хваттерте 700 ытла пин газ оборудованийĕпе усă кураççĕ, мĕншĕн тесен хăшĕсен газ хуранĕ те, плити те, шыв ăшăтмалли колонки те пур. Кашнинех техника юсавлăхĕ тĕлĕшĕнчен вăхăтра тĕрĕслемелле: плитана - виçĕ çулта пĕрре, колонкăна - икĕ çулта пĕрре, газ хуранне - кашни çулах. Паллах, срокĕ тухманнисемпе кăна усă курмалла. Паянхи куна абонентсен 99 проценчĕ газ хуçалăхĕпе çуртри оборудование пăхса тăма килĕшÿсем тунă. Вĕсен çак енĕпе ĕçлекен слесарьсене газ хатĕрĕсене тĕрĕслеме чăрмантармалла мар, пур енлĕн май туса памалла. Газ тимсĕрлĕхе, йăнăшнине, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманнине каçармасть. Чылайăшĕ çакна лайăх ăнланать.

- Пуринчен те çивĕччи, кăткăсси - парăмсен ыйтăвĕ. Пирĕн организацисем республикăна çутçанталăк газĕпе кăлтăксăр тивĕçтерес тĕлĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăваççĕ, килĕшÿсене туллин пурнăçлама тăрăшаççĕ. Анчах потребительсенчен хăшĕ-пĕри питĕ явапсăр пулни, газшăн вăхăтра тÿлемесĕр лару-тăрăва çивĕчлетни республикăшăн та йывăрлăхсем кăларса тăратма, Газпром газификаци программин ĕçне чарса лартма пултарассине асăрхаттарас килет, - пăшăрханнине пытармасть Кияметдин Садыртдинович.

Вăл паянхи лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне усă курнă газшăн тÿлемелли пĕтĕмĕшле парăм 1533,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 599 миллион тенкĕ /64 процент/ ÿснĕ. Пĕтĕм парăмăн 56,5 проценчĕ е 866,1 миллион тенки - муниципалитетсен. Ку - пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 66,3 процент нумайрах.

Ăшăпа тивĕçтерекен организацисем раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 1042,1 миллион тенкĕ /72,5 процент/ парăма кĕнĕ. 2013 тата 2014 çулсенчи çак тапхăр тĕлне вĕсен парăмĕ 461,6 миллион тата 593 миллион тенкĕ пулнă. Кашни çулах парăм ÿссе пырать. /Таблицăри цифрăсем те çакнах çирĕплетеççĕ/.

К.Мифтахутдинов газшăн тÿлес енĕпе Чăваш Ен иртнĕ çулсенче Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче малтисен йышĕнче пулнине, кăçал вара юлашки вырăна чакса кайнине пăшăрханса пĕлтерчĕ.

- Муниципалитсемпе те ĕçлемелли нумай. Паянхи куна газшăн Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шăмăршă, Тăвай районĕсем йĕркеллĕ тÿлеççĕ. Вăрмар районĕ парăмне татса пырать, - палăртрĕ вăл. - Анчах Улатăр, Вăрнар, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсем, хăш-пĕр ял тăрăхĕсем васкамаççĕ-ха. Çакăн пек муниципалитетсене чÿк уйăхĕнче ирттернĕ видеоконференцире республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕппĕн асăрхаттарчĕ, чÿкĕн 13-мĕшĕччен тÿлевсен графикне хатĕрлеме хушрĕ, ăна пурнăçламасан явап тыттарассине, бюджетăн тăкак пайне «шăнтса» хурассине пĕлтерчĕ. Анчах графиксене тăратрĕç, тÿлеме шантарса явап тытасран вăхăтлăха хăтăлчĕç пулин те лавĕ çав вырăнтах. Апла-тăк çирĕпрех мерăсем йышăнма тивет. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсем те питĕ çивĕч çак ыйтупа тимлĕрех пуласса, ăна татса парас ĕçе ырă витĕм кÿрессе шанатпăр.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.