Паянхипе ыранхи малашлăха çул уçать
Çулталăк вĕçленсе пынă тапхăр унччен мĕн тунине тишкермелли-пĕтĕмлетмелли, малашлăха çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт. Çакна тĕпе хурса Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ хăйĕн çирĕм виççĕмĕш конференцине ирттерчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем паянхи кунпа кăна мар, ыранхипе те тачă çыхăннă. Ыранхи вăл - Раççей Федерацийĕн çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене тĕплĕн хатĕрленесси, депутата суйланма тивĕçлĕ кандидатурăсене палăртасси. Паянхисен йышĕнче - кулленхи ĕçсем: «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн йышне çĕнетесси тата партин çитес çулхи нарăс уйăхĕнче Мускавра ирттерекен вун пиллĕкмĕш съезчĕн делегачĕсене суйласси. Калаçу теми пĕлтерĕшлĕ пулнине конференци ĕçне çĕршывăн тĕп хулинчен килнĕ хăнасем - РФ Патшалăх Думин 4 депутачĕ - хутшăнни те аван çирĕплетет.
Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн ыранхи номерĕнче.