Хирурги корпусĕ çĕкленет

7 Дек, 2015

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Республикăн онкологи диспансерĕн 6 хутлă хирурги корпусĕн строительствипе паллашнă. Ку об<екта 2012 çулхи юпа уйăхĕнче тума пуçланă, строительствăн смета хакĕ - 950 млн тенкĕ.

Кунта паян 130 çын ĕçлет. 2016 çулхи çуркунне вĕçнелле отделка ĕçĕсене пуçăнасшăн. Михаил Игнатьев çак корпусра чирлисем валли хăтлă условисем пулассине палăртнă. Çитес çул строительство валли 363 млн тенке яхăн уйăрĕç, çав шутра федераци бюджетĕнчен - 294 млн тенкĕ. 2016 çул вĕçĕнчех пирвайхи пациентсене йышăнĕç. 2017 çулта вара корпуса туллин комплектацилесе çитересшĕн. "Çĕнĕ об<екта хута яни онкологи чирĕсемпе нушаланакансене сиплессине хăвăртлатĕ. Кунта çуллен 5 пин операци тумалла", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хальхи вăхăтра республикăра 7 учреждени пысăк технологиллĕ медпулăшу кÿнине пĕлтернĕ, хирурги корпусĕнче çитес кĕркунне операци пÿлĕмне ĕçлеттерсе яни шăпах пысăк технологисемпе усă курас енĕпе пĕлтерĕшлĕ утăм пулĕ.

http://hypar.ru/cv/hirurgi-korpuse-ceklenet-0

Автор: 

Новости по теме