Шупашкарсен Улатăрсенчен тĕслĕх илмелле

12 Мар, 2014

Çак кунсенче пирĕн республикăра тимĕр вăййине юратакансен икĕ ăмăртăвĕ иртрĕ: Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спортзалĕнче - Шупашкар хулин уçă чемпионачĕ, Улатăрти физкультурăпа сывлăх керменĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн, ЧР ачасен ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçин Юрий Кисловăн парнисене çĕнсе илессишĕн Сăр тăрăхĕнчи халăхсен йăлана кĕнĕ VII турнирĕ.

- Çăварнин юлашки кунĕнче Улатăрта иртнĕ турнира Пенза, Чĕмпĕр, Чул хула облаçĕсенчи, Мордва, Тутар тата Чăваш республикисенчи 150 яхăн атлет вăй виçрĕ. Хула администрацийĕ тата ЧР Патшалăх Канашĕ пулăшнипе йĕркеленĕ пăхаттирсен тупăшăвĕ Çăварни уявне илемлетрĕ. Çакнашкал ăмăртусем çитĕнекен ăрăва тимĕр вăййипе туслашма вĕрентеççĕ, - терĕ кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов.

Улатăрти спорт керменĕн помосчĕ çине ватти те, вĕтти те тухнă. 70 çултан аслăрах асаттесен ушкăнĕнче икĕ юлташ, тĕнче чемпионĕсем тата рекордсменĕсем, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ Владимир Шуряковпа Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулĕн ĕçченĕ Владимир Понихидкин хушшинче çивĕч кĕрешÿ пынă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче тата тĕнче чемпионачĕсенче Канашри 72 çулти мучирен ылтăн медале нумайрах тивĕçнĕ пăхаттир çук-ха. Улатăрта та лайăх ăмăртнă Владимир Александрович, 12 килограмлă снарядсем йăтса 159 очко пухнă. Ун хыççăн помост çине тухнă Шăмăршăри мăн асаттен Владимир Петровичăн кăтартăвĕ - 162 очко. Çапла майпа Шуряков Понихидкина çĕнтернĕ.

Çамрăкрах ветерансен ушкăнĕсенче абсолютлă чемпион ятне Чĕмпĕр облаçĕнчи спорт мастерĕ Михаил Симонов, Канашри 5-мĕш вăтам шкулти паллă педагог Алевтина Евграфовăпа саппасри офицер Сергей Калашников, Мордва Республикинчи Сергей Васюнькин, Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕ, СССР спорт мастерĕ Валерий Притуленко тата унăн вĕренекенĕсем Наталья Гомза, Андрей Шиморинпа Сергей Кузнецов çĕнсе илнĕ. Тĕрлĕ ушкăнра тата виçере Сăр тăрăхĕнчи турнирăн ылтăн медалĕсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Дмитрий Козловпа Константин Ильин, Улатăрти спорт мастерĕ, Европăри çамрăксен 2012 çулхи чемпионĕ Евгений Кочетков, Канашри Сергей Никитинпа Татьяна Михайлова, Улатăрти шкул ачи Данил Павлычев, Тутарстанри тата Пенза облаçĕнчи чи вăйлă яшсемпе хĕрсем тивĕçнĕ.

Шел те, Шупашкар хулин уçă чемпионачĕ уява аса илтермен. Ăмăрту япăх иртнипе Тутарстан командин тренерĕ В.Назаров та кăмăлсăр юлнă. Валерий Фридриховичăн вĕренекенĕсем Михаил Беляев, Инсар Кадыров тата Артур Гилязов кĕçĕн çулхи яшсен хушшинче çăмăллăнах çĕнтернĕ. Пирĕн ентешсенчен хăйсен виçисенче Шупашкарти 29 тата 48-мĕш шкулсенче вĕренекен Анна Осипова, Александра Макарова, Ксения Григорьева тата Даниил Иванов палăрнă.

Çитĕннĕ атлетсенчен республика тĕп хулин чемпионатĕнче ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем, хăй вăхăтĕнче Елчĕкри А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ Александр Павловпа Вера Николаева, Куславкка районĕнчи Анастасия Александровăпа Вăрнарти Екатерина Козлова пĕрремĕш вырăнсем йышăннă.


Петр СИДОРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.