"Пурнăçăма журналистикăпа çыхăнтарнăшăн савăнатăп"
Шупашкарти Володарский урамĕнчи /халĕ Воробьев композиторсен урамĕ/ 5-мĕш çуртра вырнаçнă "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн редколлеги ларăвĕ пырать.
- Сергей Афанасьевича лайăх пĕлетĕп, - ăнлантарать Демьян Семенов редактор, - вăл 43 çулта, Чăваш педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература факультечĕсĕр пуçне чăваш чĕлхипе литература факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Пирĕн хаçатпа чылайранпа çыхăну тытать. Тÿррипе каласан, районсенчи парти райкомĕсен секретарĕсенчен вăл çеç пирĕн хаçата чăвашла çырса тăчĕ. Пурнăç опычĕ те, ĕç опычĕ те пысăк унăн, - малалла тăсрĕ хăй сăмахне редактор. - Ялта çуралса ÿснĕ, апла пулсан ял çыннин хура-шурне тÿссе ирттернĕ, вĕренсе тухсан - учитель, вăтам шкул директорĕн заместителĕ, республикипе паллă колхозăн партком секретарĕ, Патăрьел парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ... Ăна хаçатăн республикăн кăнтăр районĕсенчи вырăнти корреспонденчĕ пулма сĕнетĕп.
Пÿлĕмре ларакансем пĕр самант шăпăрт ларчĕç. Маншăн çав вăхăт темшĕн вăрах тăсăлнăн туйăнчĕ. "Килĕшмелле, ĕçлесе пăхтăр, курăпăр, - терĕ шăплăха сирсе кăтра хура çÿçĕн темиçе пĕрчине çамки çинчен илсе Иван Михайлов. Кăшт каярах пĕлтĕм: вăл çав вăхăтра чи сумлă та пултаруллă журналистсенчен пĕри пулнă иккен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, хаçатра çирĕм çула яхăн ĕçлет, халĕ - редактор заместителĕ. Ыттисем унăн сăмахне хирĕçлемерĕç, кашниех хăйĕн пÿлĕмне кĕрсе тухма сĕнчĕ. Çапла пуçланчĕ манăн республика хаçатĕнчи пурнăç.
Çырусен пайĕнче виççĕн: Анатолий Семенов, Александра Осипова, Сидор Федотов. Асли - А.Семенов. Корреспондентăн камсемпе тĕл пулмалла, хăйне мĕнле тытмалла, мĕн çинчен ыйтса пĕлмелле, çырнă материала мĕнле майпа редакцие çитермелле - йăлт тĕплĕн ăнлантарчĕ пай пуçлăхĕ.
Çĕнĕ ĕçе мĕнрен пуçламалли маншăн паллă пулнă-ха: çирĕм çул ытла халăх хушшинче, халăхпа пĕрле ĕçленĕ, хаçат-журнала та алăран яман. Çавăнпа чи малтан çирĕплетсе панă тăватă районти лару-тăрупа çиелтен пулсан та паллашмалла. Виççĕшне - Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк - пачах пĕлмен тесен те юрать пуль. Манăн вĕсем çинчен пĕтĕм республикăна пĕлтермелле - калама çук яваплă ĕç. Эпĕ вĕт журналистикăпа ятарлă пĕлÿ илмен. Хаçата çыркаласа тăнă пулсан та хамăн ăсталăх çителĕксĕр пулнине лайăх ăнланнă. Çавăнпа ку енĕпе нумай вулама тиврĕ. Журналистика пĕлĕвĕ, хăнăху, кĕскен каласан, опыт çитменни малтанхи вăхăтра самаях кăмăла хуçатчĕ. Малтанхи икĕ-виçĕ материала çĕрĕ-çĕрĕпе çырса, тÿрлетсе, хушса, çурса пăрахса, хута темиçе хут çĕнĕрен "варласа", юлашкинчен тин редакцие ярса паратăп. Ял хуçалăх темипе çырнăскерсем вĕсем Леонтий Алексеев аллине лекеççĕ. Тепĕр темиçе кунран хаçатра хамăн хушамата куратăп: 10-12 страницăран тăракан статьяран 15-20 йĕрке - информаци хăварнă...
Кÿреннĕ-и çакăншăн? Тен, пулнă пуль. Анчах пăшăрханса, пуçа усса ларма вăхăт пулман. Кашни тунтикун редакцирен пĕрин хыççăн тепри шăнкăравлать: кашнинех материал кирлĕ, васкавлă, хамăн ятпа та, пĕр-пĕр ĕçчен ячĕпе те. Кун кĕнекине хăш района хăçан çитмеллине çырса хуратăп, анчах палăртни чылай чух пурнăçланаймасть: кĕтмен çĕртен каллех телефон... Елчĕкре çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти /хăйсемшĕн ĕнтĕ/ иртмелле иккен, Шăмăршă районĕнчи пĕр ялта культура çурчĕ уçаççĕ - чĕнеççĕ, Каçалран пĕр колхоз председателĕ шăнкăравлать: ферма ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çыртарасшăн. Мĕн тетĕн - ĕлкĕрес пулать: çынсем хаçатăн вăйне шанаççĕ, хăйсен ĕçне кăтартасшăн. Эпĕ, ялта пурăнаканскер, вĕсен ĕç-хĕлне, хуйхи-суйхине лайăх ăнланатăп-ха, мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшатăп.
Массăллă информаци хатĕрĕсенче тухнă материалсене хакласси йăлана хăй тĕллĕн кĕмен. Пысăк пĕлтерĕшлĕ статьясене партин Чăваш обкомĕ, Министрсен канашĕ асăрхаса тăнă. Обкомăн пĕрремĕш секретарĕ е Министрсен канашĕн председателĕ статья тухнă кунах район ертÿçисем патне шăнкăравланă, хаçатра кăтартнă çитменлĕхе пĕтерме хушнă, каярах ун патне таврăнса тепĕр хут тĕрĕслессине пĕлтернĕ. Çавăнпа эпир çырнă статьясен витĕмлĕхĕ пысăк пулнă та. Çакă пирĕн яваплăха та ÿстерме хистенĕ.
Паллах, "çÿлтисен" хушăвне пурнăçламаллах пулнă района ертсе пыракансен. Çапла вĕрентнĕ. Хăйсене шанса панă вырăнпа вĕсем тирпейлĕ усă курнă, районти кашни хуçалăх экономикăна тĕреклеттĕр тесе тăрăшнă. Эпĕ ĕçленĕ тăватă район ертÿçисемпе çыхăну тытнă май вĕсене лайăх пĕлсе çитнĕ. Колхозсемпе совхозсен ертÿçисенчен вĕсем мĕнпур çитменлĕхсемпе кăлтăксемшĕн çирĕп ыйтатчĕç: шкул çуртне тăвас ĕç мĕншĕн чарăнса ларнă, Культура çурчĕ мĕншĕн хупă ларать, фермăри Хĕрлĕ кĕтесе хаçатсене мĕншĕн вăхăтра çитерсе памаççĕ т.ыт.те. Эпĕ хамăн статьясене хаçатран касса илсе пухса пынă та /вĕсем манăн тăватă пинрен те ытларах/ районсем çав çулсенче мĕн тери пысăк утăмсемпе малалла утнинчен тепĕр хут вуласа тĕлĕнетĕп. Ним пытармасăр калатăп: çав ÿсĕмре пирĕн хаçатăн тÿпине куратăп. Хаçата хисепленĕшĕн, ăна халăх патне çитерме пулăшнăшăн ун чухнехи ертÿçĕсене паян кун та ырăпа аса илетĕп.
Эпир, хаçатăн вырăнти корреспонденчĕсем, виççĕнччĕ: В.Васильев /Канашра пурăнатчĕ/ Канаш, Çĕрпÿ, Вăрнар, Тăвай районĕсенче, Ю.Яргутов /Етĕрнере пурăнатчĕ/ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсенче ĕçлетчĕç /1984 çулта ун вырăнне Г.Архипов йышăнчĕ/. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытнă. Маншăн ку ĕç çĕнĕ пулнă та - вĕсемпе, опытлă журналистсемпе, çыхăну тытни калама çук пысăк пулăшу пулчĕ. Уйрăмах Вениамин Васильевичпа çывăх пултăмăр. Вăл такама та хăй майлă çавăрма пултаратчĕ. Вăл райком секретарĕпе те, механизаторпа та, ферма ĕçченĕпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, каярах вулакан кăмăлне каймалла материал çыратчĕ.
Эпĕ Шупашкартан аякра, Патăрьелĕнче пурăннă, анчах редакци ĕçченĕсем мана яланах асра тытнă пек туйăнатчĕ. Вĕсем ман пата тăтăш пырса çÿренĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах редакци водителĕ А.Фай ман кил умне ир-ирех çитсе ларатчĕ. Пай пуçлăхĕсем /паллах, кашни хутĕнче урăххи/ Леонтий Алексеев, Алексей Крысин, Иван Матросов, Сергей Полкачев пĕр-пĕр хуçалăха пĕрле çитсе килме, ун хыççăн статья хатĕрлеме сĕнетчĕç. Курăмлă материал çырас умĕн редактортан фотокорреспондент ярса пама ыйтаттăмччĕ. Вырăнти фотографсем хаçат валли юрăхлă сăнÿкерчĕк тăваймастчĕç. Демьян Филиппович ман ыйтăва тивĕçтерменнине астумастăп. Кĕтнĕ вăхăтра Г.Зиньков е Ю.Дмитриев çитсе те ларатчĕç.
Çĕрĕпе çырнă материала Шупашкара каякан автобуспа ир-ирех ярса параттăм. Халь ĕнтĕ статья калăпăшĕ мана пачах пăшăрхантарма пăрахрĕ: мĕнле çырнă, çавнашкалах çутта тухма пуçларĕ.
Пĕррехинче, 1979 çулта пулас, редактор ир-ирех шăнкăравлать: "Сирĕн района ĕçлĕ тĕлпулупа РСФСР Министрсен Канашĕн Председателĕ М.Соломенцев пырать, - тет Демьян Филиппович. - Редакцирен никама та яраймастăп. Эсĕ пысăк хăнана кĕтсе илнĕ çĕре хутшăн. Унта вăл, тата ытти хăна, вертолетпа çитеççĕ".
Патăрьелне вертолет палăртнă вăхăтра анса лармарĕ. Ун вырăнне парти обкомĕн "Чайка" çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ.
- Ларăр хăвăртрах, хăнасем "Гвардеецра", унта кайăпăр, - тет водитель. Вунă-вун пилĕк минутран хамăн тăван колхоза çитрĕмĕр те. Хăнасем уй-хирпе паллашрĕç, колхоз вăйĕпе тунă Туçари вăтам шкула кĕрсе тухрĕç, учительсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕпе калаçрĕç. Хăнăхнă йĕркепе хăнасене апатлантарчĕç. Пире те, Мускав журналисчĕсемпе пĕрле, апата чĕнчĕç. Часах икĕ вертолетпа Вăрмар районне çул тытрăмăр. Çÿлтен пирĕн республика тĕлĕнмелле илемлĕ курăнать: вăрмансемпе ращасем, юханшывсен çыранĕсем тăрăх ларса тухнă ялсемпе саласем... Часах Канаш хули те чукун çулĕсем те хыçа юлчĕç. Килĕшрĕ мана çав вĕçев. Анчах пысăк хăна урăхла шухăшланă.
- Чăваш çĕрне ирсĕрле тыткалатăр эсир. Пĕчĕк республикăра питĕ нумай тип вар, ишĕлекен тарăн çырма-çатра. Сирĕнни евĕрлине ниçта та курман эпĕ, - терĕ М.Соломенцев Вăрмар районĕнчи XXV парти с<езчĕ ячĕллĕ совхозра ирттернĕ тĕлпулура. Аванах хĕрелме тиврĕ пирĕн пуçлăхсен. Пытармасăр каласан - пирĕн питсем те хĕрелчĕç. Анчах эрозипе кĕрешес ĕç мĕнле пыни, пĕтĕм халăх ку тĕлĕшпе тăвакан ĕçсем çинчен пĕлтернине илтсен Михаил Сергеевич кăмăлĕ кăштах çемçелнĕ пек туйăнчĕ.
1983 çулта хаçат редакторĕ сĕннипе партин Чăваш обкомĕн бюровĕ мана редакцин ял хуçалăх пайĕн ертÿçи пулма çирĕплетрĕ. Пайра эпир тăваттăн: Сергей Полкачев, Татьяна Ильина /Крылова/ тата Алексей Леонтьев. Пурте вĕсем Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ, "Коммунизм ялавĕпе" вĕреннĕ çулсенчех çыхăну тытма пуçланă. Редакцире манпа пĕр вăхăталлах ĕçлеме тытăннă темелле. Çамрăк корреспондентсен хастарлăхне, ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн тума тăрăшнине, вĕсене вĕрентме кирлех маррине туйса илтĕм. Пайри ĕçлĕ лару-тăру часах ытти пайсемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. "Хаçатри чи маттур та пултаруллă журналистсем ку пайра", - вĕсене мухтаса илчĕ пĕринче Демьян Филиппович эпир пĕрле калаçса ларнă вăхăтра.
1988 çулта Д.Семенова партин Чăваш обкомĕн секретарьне суйланă пирки хаçат редакторĕ пулма "çÿлти" органсем А.Казанова сĕнчĕç. Талантлă журналиста, писателе, 1978 çултанпа редактор çумĕнче ĕçленĕскере сумлă çак вырăна лартнине коллективра пурте тенĕ пекех ырласа йышăнчĕç. Редакцире çирĕпленнĕ йăласене Аркадий Петрович малалла йĕркелесе пычĕ.
1991 çулăн çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче 70-72 пин тиражлă "Коммунизм ялавĕ" хаçат çак ятпа юлашки хут кун çути курчĕ. Тепĕр кунах, çурлан 30-мĕшĕнче, "Хыпар" ятпа, малтанхи ячĕпе, тухрĕ. Коллектив хăйĕн йышне пĕтĕмпех сыхласа хăварчĕ-ха, анчах ертсе пыракан ушкăн тĕпрен çĕнелчĕ. Республикăн аслă органĕнчен "Хыпарăн" редакторĕ пулма А.Леонтьева сĕнчĕç, коллектив хирĕçлемерĕ. Унчченхи ертÿçĕсем пĕрер картлашка аялалла анса ларчĕç, çапах пултарулăхне чакармарĕç, журналистикăна суйласа илнĕшĕн тарăхса, кÿренсе, алă усса лармарĕç, халичченхи пекех ĕçлерĕç.
Паллах, çĕнĕ самана, çĕнелнĕ влаç урăхларах, хăйне майлă ĕçлеме хистерĕ. Журналистсем çакна тĕрĕс ăнланчĕç-ха, çапах та çав малтанхи пăлхануллă çулсенче те вĕсем çынсем, вĕсен шухăш-кăмăлĕ, чун туртăмĕ çинчен çырассине тĕп вырăна хучĕç. Экономика çулсерен хавшаса пыни, промышленноç, ял хуçалăхĕ хăйсен ятне-сумне çухатни, механизациленĕ тĕреклĕ пысăк хуçалăхсем пайланни, вĕсен пурлăхĕсене вăрласа, салатса пĕтерни, ялсем пушанса пыни тата ытти те çынсен кăмăлне самаях хуçрĕç. Çак темăсене те хаçат час-часах хускатрĕ.
Хаçатра чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕç-лерĕм. Халь çав вăхăтсене аса илетĕп те пурнăçăма журналистикăпа çыхăнтарнăшăн, саманапа пĕр тан утнăшăн савăнатăп: республикăри кашни ялта пулса çĕр-çĕр çын, вун-вун хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсем çинчен çырса республикăна пĕлтернĕшĕн.
Сергей КАРЯГИН,
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава
тивĕçлĕ ĕçченĕ
Комментировать