Федераци бюджечĕ – социаллă тĕллевлĕ

4 Дек, 2015

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи хăйĕн ларăвĕнче "Федерацин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккун проектне пăхса тухса иккĕмĕш - тĕп - вулавпа йышăннă. Парламентарисем 150 яхăн тÿрлетĕве ырланă, граждансене тата социаллă сферăна пулăшма хушма миллиардшар тенкĕсем уйăрнă.

Аса илтеретпĕр: ку хутĕнче бюджета йăлана кĕнĕ пек 3 çулхи тапхăр валли мар, 2016 çулшăн çеç йышăнаççĕ. Планпа палăртнă тăрăх - тупăшсем 13,738 триллион, расхутсем 16,098 триллион тенкĕпе танлашмалла. Бюджет дефицичĕ 2,36 триллион тенкĕ /е ВВПăн 3:/ пулĕ. Çитес çулхи финанс тĕп документне инфляци шайĕ 6,4: тата Urals маркăллă нефтĕн çулталăкри вăтам хакĕ баррельшĕн 50 доллартан пысăк мар тесе хатĕрленĕ. Саккун проектне кĕртнĕ чи пĕлтерĕшлĕ улшăнусенчен пĕри - 2016 çулта РФ субĕекчĕсене бюджетран паракан кредитсен калăпăшне икĕ хут ытларах пысăклатни: 140 миллиард тенкĕрен пуçласа 310 миллиард тенкĕ таран. Сăмах май, финанс тĕп документне иккĕмĕш вулавпа йышăнассишĕн 290 депутат, 89 парламентари вара хирĕç сасăланă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова федерацин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен акă мĕн пĕлтерчĕ: «Çĕршывра йĕркеленнĕ экономика лару-тăрăвне пăхмасăр /çав шутрах - санкцисене тата нефть хакне шута илсе/, пирĕн бюджет социаллă тĕллевлĕ. Унта халăхăн пысăк пайĕн интересĕсене хÿтĕлеме май килчĕ. Çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе тата киввисене юсассипе çыхăннă программа тепĕр çул шкулсен строительствин программине куçать. Ачасем кивĕ тата ишĕлес патнех çитнĕ шкулсенче, çавăн пекех виççĕмĕш сменăра ан вĕренччĕр тесе паян çĕнĕ пĕлÿ çурчĕсен строительстви валли хушма 50 миллиард тенкĕ уйăрма йышăнтăмăр. Крымпа Севастополь хушма 43 миллиард тенкĕ илĕç, сăмах май, унта ача сачĕсен черечĕсен ыйтăвĕ татăлайман-ха. Наукăна финанслассине те пысăклатма май килчĕ - 15 миллиард тенкĕ. Çав шутра студентсен общежитийĕсенчи вырăнсене ÿстерессине те, спорт шкулĕсене юсассине те, ыттине те пăхса хăварнă. Савăнтаракан тепĕр самант - нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ирттермешкĕн тÿлев пухассинчен 80 çултан иртнĕ, пĕччен пурăнакан граждансене вуçех хăтарни. 70-80 çултисем вара асăннă тÿлевĕн çур хакне çеç тÿлĕç. 2016 çулта пенсисене икĕ хут 4: индексацилĕç: нарăс тата ака уйăхĕсен 1-мĕшĕсенче. Сывлăх сыхлавĕ, ял хуçалăхĕ валли укçа-тенкĕ ытларах уйăрма май килчĕ».

Бюджет проектне виççĕмĕш вулавпа паян, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, пăхса тухма планланă, ун хыççăн документа тишкермешкĕн Федераци Канашне парĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.