Хисеплĕ "Çамрăксен хаçачĕн" сотрудникĕсем,

4 Дек, 2015

ветеранĕсем тата штатра тăман корреспонденчĕсем!

"Çамрăксен хаçачĕ" 90 çул тултарнă ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп!

"Çамрăксен хаçачĕ" Чăваш Республикин аслă тата ятлă-сумлă хаçат-журналсен шутĕнче тăрать.

Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраç валли тухса тăракан хаçатăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Эсир хăвăр ĕçĕре чунтан парăнса вулакансене куллен кăсăк хыпарсемпе, пуян содержаниллĕ статьясемпе савăнтарса тăратăр. Чăваш чĕлхине, культурине, чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа, упраса тата пуянлатса пырас тĕллевпе нумай ĕçлетĕр. Редакцире вăй хуракансене манăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Эсир чăн-чăн калем ăстисем!

Кунран-кун "Çамрăксен хаçачĕн" вулаканĕсен шучĕ ÿссе пыни, çĕнĕ информаци технологисене усă курса хаçата çĕнĕ шая кăларни савăнтарать. Паянхи çитĕнÿсемпе чăннипех мухтанма юрать - хаçата 9 пине яхăн çын вулать. Апла пулсан хаçата юратаççĕ, унпа канашлаççĕ, "Çамрăксен хаçачĕн" малашлăхĕ пысăк.

Сирĕн пултаруллă коллектива çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, сăваплă вулакансем тата пысăк тиражсем сунатăп. Сирĕн ĕçÿ-хĕлÿ ăнса пытăр! Çĕнĕ шухăшсене, проектсене пурнăçа кĕртме май пултăр!

 

Информаци политикин

тата массăллă коммуникацисен

министрĕ А.Иванов

 

03 декабря 2015 года

Рубрика: 
Теги: